Паллă ячĕ, — япалан, ĕçĕн, паллăн паллине пĕлтерекен пуплев пайĕ.
Ыйтăвĕ — мĕнле? (кăвак, шурă, пысăк, çăмăл, çемçе, кĕске, ăшăх, сӳрĕк, тачка, кивĕ, лайăх, хаяр). Предложенире определени, обстоятельство, сказуемăй пулать.
Чăваш чĕлхинче паллă ячĕ япала ячĕпе те, глаголпа та нимĕнле морфологи паллисĕрех (аффикс хушăнмасăрах) çыхăнать. Паллă ячĕсен танлаштару степенĕсем пур, вĕсем япалан е ĕçĕн пахалăх виçине пĕлтереççĕ:
Япала е ĕç пахалăхĕ вăйлине (вăйлă степень пĕлтерĕшне) чăваш чĕлхинче синтаксис мелĕпе те кăтартаççĕ: тĕп степеньри паллă ячĕ умне чи, чăн, питĕ, шутсăр, çав тери, калама çук, тĕлĕнмелле тата ытти сăмахсене лартаççĕ (питĕ пысăк, шутсăр самăр, çав тери капăр). Япалан пахалăхĕ вăйлине фонетика мелĕпе те кăтартма май пур. Ун пек чух паллă ячĕн пĕрремĕш сыпăкри уçă сассине вăрăммăн тăсса калаççĕ: пы-ы-сăк, йы-ы-вăр, хи-и-тре тата ыттисем те.
Япала ячĕсен пекех, паллă ячĕсен те палăрту категорийĕ пур, вăл сăмах тĕпĕ çумне -и тата -скер аффикссем хушăннипе пулать (хĕрли, пысăкки, пысăкскер, сарлаки, кăн-кăвакки). Çак аффикссене йышăннă паллă ячĕсем ытларах япала ячĕсем хыççăн тăраççĕ, вĕсем пуплеве перекетлĕрех йĕркелеме — пĕр япала ятнех пуплевре икĕ хут калассинчен хăтарма — пулăшаççĕ. Палăрту аффиксĕсене йышăннă паллă ячĕсем вĕçленеççĕ.
Уçă сасăпа пĕтекен паллă ячĕсем çум-не -и аффикс хушăннă чух морфемăсен чиккинче тĕрлĕ улшăнусем (пĕр уçă сасă тухса ӳкни, хупă сасă вăрăмланни) пулса иртеççĕ: кĕске + и > кĕски, шупка + и > шупки, кăвак + и > кăвакки, çутă + и > çутти, кивĕ + и > кивви.
И, ӳ сасăсемпе пĕтекен паллă ячĕсем (вĕри, хĕрху) палăрту аффиксĕсене йышăнасшăн мар.
Паллă ячĕ çумне -ăн (-ĕн), -чĕ (-ччĕ) аффикссем хушăнаççĕ:
Ку лингвистика пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Паллă ячĕ, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.