Аффикс

Аффикс (лат.

Аффикс хушăннипе çĕнĕ сăмах пулать е сăмахăн грамматика пĕлтерĕшĕ улшăнать.

Чăваш чĕлхе наукинче аффикссене виçĕ ушкăна уйăраççĕ:

  • сăмах тăвакан аффикс,
  • сăмаха улăштаракан аффикс,
  • форма тăвакан аффикс.

Сăмах тăвакан аффикс тĕрлĕрен пуплев пайне кĕрекен сăмахсене тума пулăшать; сăмахран, -лăх(-лĕх), -çă(-çĕ), -у(-ĕ), -в, -кăч (-кĕч), -кăç(-кĕç), -ăм(-ĕм), -ă(-ĕ), -ăç(-ĕç), -ăш(-ĕш), -кă(-кĕ) аффиксем хушăннипе япала ячĕсем, -ла(-ле), -лан (-лен), -лат(-лет), -лаш(-леш) хушăннипе глаголсем пулаççĕ.

Сăмаха улăштаракан аффикс вăл е ку пуплев пайĕнчи сăмахсене туллин улăштарма пултарать. Кунта категори формисем пурте кĕреççĕ: япала ячĕнпадеж, сăпат, хисеп, иртнĕ тăрăм, вăйлату; паллă ячĕн — танлаштару, мĕнлелĕх, палăрту; хисеп ячĕн — йĕрке, валеçӳ, мĕнлелĕх; местоименин. — падеж, хисеп, евĕрлĕх категорийĕсем пур; глагол наклонени, вăхăт, сăпат, хисеп тăрăх улшăнать.

Категори формисем вăл е ку пуплев пайĕнчи мĕнпур е чылай сăмах çумне хушăнаççĕ, пĕтĕмлĕх принципне пăхăнаççĕ. Сăмахран, -рах (-рех) паллă ячĕсен танлаштару категорийĕн аффикс пулнă май ăна сăмаха улăштаракан аффикс тетпĕр, анчах та вăл япала ячĕсенче виçĕ-тăватă сăмахпа кăна çӳрет те (ачарах, тихарах, курăкрах) форма тăвакан аффикс шутне кĕрет. Çавăн пекех -шкал (-шкел) местоимени евĕрлĕх категорийĕн аффиксĕ пулнă май ăна сăмаха улăштаракан аффикс тетпĕр, япала ячĕсене вăл икĕ сăмахра кăна (амăшнешкел, этемешкел) тĕл пулнине шута илсе ăна форма тăваканнисен шутне кĕртетпĕр. Апла пулсан, пĕр пуплев пайĕнчи сăмаха улăштаракан аффикс тепĕр пуплев пайĕнче форма тăваканнисен шутне кĕрет.

Çавăн пекех

Вуламалли

  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Ш., 1965;
  • Сергеев Л.П. Сăмах тăвакан, сăмаха улăштаракан тата форма тăвакан аффикссем // Чăваш чĕлхи. Ш., 1988;
  • Сергеев В.И. Хальхи чăваш чĕлхи: Морфологи. Ш., 1992.

Каçăсем

  • Кубрякова Е. С., Панкрац Ю. Г. Аффикс // Лингвистический энциклопедический словарь. — М.: СЭ, 1990.

Tags:

ГрамматикаЛатин чĕлхиСăмах

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

291959МăяАфинсемZFacebookФранцине тапăнса кĕни70Арап чĕлхиP19842001Хĕрарăм20041941ХристианлăхЛаптăкСивлек вăрçă1917.gaКазахстан200922ТĕнчеВырăс ВикипедийĕЧăваш РеспубликиБурятиISO 42171953KТĕп АзиХутлассиМиллиметрСаксони-Анхальт187599Быков Ролан АнтоновичКăмăскаКадыров Рамзан АхматовичЯпон чĕлхиБрунейТĕрĕк чĕлхисем1920Марко ПолоПрофессор4284649КубаMункунАйсин Руслан1528Томас МаннЯковлев Иван ЯковлевичАмерикăри Пĕрлешĕннĕ ШтатсемUNIXНормаль.shВьетнамЧехи641131996ТăванлăхНамиби27Çуха (пĕлтерĕшсем)Уильям ШекспирЕИДП63🡆 More