Пулас Вăхăт

Пулас вăхăт, — глагол вăхăчĕсенчен пĕри, каланă хыççăн пулакан ĕçе пĕлтерет.

Ытти вăхăт формисемпе танлаштарсан пулас вăхăтăн ятарлă морфологи палли — аффикс çук. Сăпат аффиксĕсем тӳрех глагол тĕпĕ çумне хушăнаççĕ. Сăпатлану парадигми çакăн пек:

Пĕрреллĕ хисеп Нумайлă хисеп
Пĕрремĕш сăпат çырăп, çырмăп çырăпăр, çырмăпăр
Иккĕмĕш сăпат çырăн, çырмăн çырăр, çырмăр
Виççĕмĕш сăпат çырĕ, çырмĕ çырĕç, çырмĕç

Хирĕçлев аспекчĕн аффиксĕ глаголăн тĕпĕпе сăпат аффиксĕ хушшине кĕрсе ларать. Пултараслăх аспекчĕн аффиксĕ -ай (-ей): çырайăп, вулайăп, ĕçлейĕп. Ку формăран аффикс хушăннипе пултарайманлăх аспекчĕ пулать: çыраймăп, вулаймăп, ĕçлеймĕп.

Глагол тĕпĕ уçă сасăпа пĕтсен морфемăсен чиккинче — глагол тĕпĕпе аффикс пĕрлешнĕ тĕлте — фонетика улшăнăвĕсем пулаççĕ:

  • пĕр уçă сасă тухса ӳкет (вулăп < вула + ăп, ĕçлĕ < ĕçле + ĕ);
  • икĕ уçă сасă хушшине й е в хупă сасăсем кĕрсе лараççĕ: çийĕп < çи + й + ĕп, тĕвĕп < тӳ + в + ĕп.

Пулас вăхăт формин пулăвне чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче урăхла та ăнлантараççĕ: вăхăт пĕлтерĕшне глагол тĕпĕпе сăпат аффикс хушшине кĕрсе ларакан -ă (-ĕ) аффикс кăтартать, анчах та чăваш фонетикин законне пула морфемăсен чиккинчи пĕр уçă сасси тухса ӳкет (çырăп < çыр + ă + ăп, чупăп < чуп + ă + ăп).

Пулас вăхăт çинчен чи малтан чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматикинче (1769) çырса кăтартнă.

Çавăн пекех пăхăр

Литература

  • Егоров В.Г. Глагол // Материалы по грамматике современного чувашского языка. Ч., 1957;
  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Ш., 1965;
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.

Каçăсем


Пулас Вăхăт 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Tags:

АффиксГлаголМорфологиПарадигма

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

ШупашкарТосканаКадыров Рамзан АхматовичХункăр чĕлхиАçа1941КельтсемГай Юлий Цезарь764ВатиканСанкт-Петербург1295СаарАлюминийКăмрăкамăшВăхăт тăрăхĕКанадаЕвропа20Африка194966МăяМультфильмТĕп страницаЛибериНидерландШвед чĕлхиИмпрессионизмÇуха (пĕлтерĕшсем)FacebookРуандаНорвеги871992Химилле реакци654ÇĕрHTMLУильям ШекспирСловен чĕлхиThe DoorsИндиСиракуза чиркӗвӗЯпониРаççей ФедерацийĕКăрлач, 30ИенаКазахстанИисус Христос1134МадридАлина Варна1940-мĕш çулсемПротактинийВăтам Европа1974NМикушкаПăлхар чĕлхиБурятиТомас МаннВӗрентӳ2014Люксембург (патшалăх)ЗайцевM🡆 More