Фонетика

Фонетика (грек.

phone «сасă»), — чĕлхе ăслăлăхĕн сасăсене, вĕсене мĕнле каланипе илтĕннине, ударенипе интонацие тĕпчесе вĕренекен пайĕ.

Фонетика чĕлхе ăслăлăхĕсем хушшинче уйрăм вырăн йышăнать. Лексикологипе грамматика чĕлхен пĕлтерĕшлĕ единицисене (морфемăсене, сăмахсене, предложенисене) тишкерсе тĕпчеççĕ пулсан фонетика вара чĕлхен пĕлтерĕшсĕр единицисене — сасăсене — тĕпчет. Фонетика вĕрентнĕ тăрăх, сасă вăл — чĕлхе хатĕрĕсенчен чи пĕчĕк единици. Тĕслĕхрен, е союз — уйрăм сăмах, уйăракан союз шутланать. Е сассăн вара нимĕнле пĕлтерĕш те çук.

Фонетика системине тĕрлĕрен тишкерсе тĕпчеме пулать: чĕлхен хальхи сасă тытăмне тишкерӳллĕ фонетика тĕпчет пулсан, унăн авалхи сасă тытăмне, аталану улшăнăвĕсене, тĕрлĕ ылмашăвĕсене историллĕ фонетика тĕпчесе вĕрентет. Тишкерӳллĕ фонетика сасăсене каланă чух пуплев органĕсем мĕнле ĕçленине тата сасă мĕнле илтĕннине, фонетикăн тĕп законĕсене, сасăсем пуплевре улшăнни-ылмашнине, ударенипе интонацие тĕпчесе ăнлантарать. Пĕтĕмĕшле фонетика чĕлхесен сасă тытăмĕн пĕтĕмĕшле законĕсене, этемĕн пуплев аппарачĕн тытăмне, вăл ĕçленипе сасă мĕнле пулнине тишкерет.

Чăваш фонетикине тĕпчесе вĕренесси XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче В. Шотт тĕпчевçĕн «De lingua tschuvaschorum, Berolini» (1842) ĕçĕнчен пуçланнă.

Çавăн пекех пăхăр

Tags:

СасăУдарени

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Кельт чĕлхисемАйсин РусланЯкут алфавичĕТарçă-тĕрçĕАмерикăри Пĕрлешĕннĕ ШтатсемЧăх1493LDAPЧăваш РеспубликиБилл АткинсонНидерланд ВикипедийĕМакедони АлександрĕШварценбург (тăрăх)БеларуçХаркамла харпăрлăхП. эрч. 203.ytПучинке1968Лос-АнджелесGoogleMail.ruПротонАрçынЭнергиХаракатĔмĕр сакки сарлака (роман)АйоваГарлемТермонуклонсарла реакциВайлиАлина ВарнаЫтларикунПатшалăхАрагон ЕкатериниГуманитарилле ăславсемГазпромЧӳк, 17Мускав облаçĕThe New York TimesХĕрлĕ эрехХирургилле сиплевШăматкунII ĕмĕрТопинамбурНимĕç чĕлхиПуçиле хасаVĂшăяраслăхХура çăкăр (роман)Çăлтăр548Мăн кунАлина Михайлова1681О. ГенриХими чĕлхиНиколаев Николай НиколаевичСкотчБостонШтутгарт2012ÇулăмÇуллахи вăхăтЛандшафтПултран🡆 More