Кита́й чĕлхи (кит.
汉语, пиньинь hànyǔ), е (кит. йăла 中文, çăм. 方言, пиньинь zhōngwén — эхер çыру пирки пулсан) — тĕнчере чи анлă саралнă хальхи чĕлхесенчен пĕри.
Патшалăхсем: | Китай, Тайвань, Сингапур, Филиппинсем, Малайзи, Индонези, Тухăç Тимор, Таиланд, Вьетнам, Мьянма, Камбоджа, Канада , АПШ , Перу |
Рейтинг: | 1 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Син-тибет çемьи | |
Çырулăх: | китай çырăвĕ |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | zh |
ISO 639-2: | chi (B); zho (T) |
ISO 639-3: | zho и др. |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Китай чĕлхи Китай Халăх Республикинче, Тайваньре Сингапурта официаллă чĕлхе шутланать. Пĕтĕм тĕнчере китайла 1,2 млрд ытла çын калаçать.
Китай чĕлхи ПНЙ 6 патшалăхĕнче официаллă тата ĕç-хĕл чĕлхи шутланать. Историлле КХР наци шутĕнчи чи йышлă хань (çĕршывăн 90 % ытла халăхĕ) чĕлхи,. Унсăр пуçне, темиçе вунпӳ миллион китайсем, хăйсен чĕлхине упраса, Кăнтăр-Тухăç Азири пур тенĕ пекех патшалăхра (Сингапурта 75 % ытла халăхĕ) пурăнаççĕ; китай диаспорин чылайăшĕ пур тĕнчипех саралнă.
Китай чĕлхи хальхи чĕлхесенчен чи авалхисенчен пĕри шутланать.Çаплах унăн чи авалхи çырулăхсенчен пĕри. Китай чĕлхин иероглификине, (кана, хангыль сас палли йĕркипе пĕрле,) яппун тата корей чĕлхисенче усă кураççĕ, юлашки халĕ Корей Республикинче çеç.
Китай чĕлхинче 7 диалект ушкăне: çурçĕр (北 бэй, чи йышли — 800 млн ытла калаçакан), у (吴), сян (湘), гань (赣), хакка (客家), юэ (粤), минь (闽). Диалектсем фонетикипе (ку диалектсем хушшинчи хутшăнăва чăрмантарать), лексикипа, кăштах грамматикипе уйрăлса тăраççĕ, çапах та вĕсен грамматикин никĕсĕпе сăмахсар йышĕ пĕрлĕ.
Китай çырулăхĕнче кашни иероглиф уйрăм сыпăка тата уйрăм морфемăна пĕлтерет. Иероглиф йышĕ 80 пин ытла, анчах та вĕсенчен чылайăшĕ классика китай литературин палăкĕнче кăна тĕл пулаççĕ.
Хальхи тапхăрти китай иероглифĕсен 2 варианчĕ пур: материкри Китайра йышăннă çăмăллатнă, тата йăлалли — Тайваньре, Гонконгра, тата хăшпĕр урăх çĕршывсенче.
Йăлапа китайсем çӳлтен аялалла çырнă, юписем сылтăмран сулахаялла пынă. Халĕ КХР ытларах горизонт йерĕпе, сулахайран сылтăмалла, европа чĕлхисенчи евĕр; вертикаль çыру йĕрĕпе горизонталь йĕрĕпе пĕрлех Тайваньре усă кураççĕ. Çапах материкри Китайра вертикаль çырăвĕпе тата реформăччен иероглификăпа халĕ те китай халăх этеплĕх йăлин семантика каçавне кăтартас тесе усă кураççĕ — ӳнер кун-çулĕн кăларăмĕсенче, арт-периодикăра тата ыт. çĕрте те.
Китай лингвисчĕ Ма Гофань (马国凡) сĕннĕ хальхи китай фразеологинчи чи паллă классификацийĕн пиллĕк разрячĕ:
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Китай чĕлхи, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.