Википеди

Википе́ди (акăл.

Wiki, илтĕнет: /ˌwiːkiˈpiːdiə/, /ˌwɪkiˈpiːdiə/ е /ˌwiːkiˈpeɪdiə/), — тĕрлĕ чĕлхеллĕ, ирĕклĕ универсал онлайн энциклопеди. «Вики» технологийĕпе ĕçлет. Ăна «Викимедиа» тупăшсăр фончĕ тытса тăрать. Ячĕ «вики» (сайтсене тумалли технологи) тата «энциклопеди» сăмахсенчен пулса тухать.

Wiki
Википеди
Википеди
Википедин нумай чĕлхеллĕ порталĕ. Проектăн тĕрлĕ чĕлхеллĕ уйрăмĕсене кăтартнă.
Википедин нумай чĕлхеллĕ порталĕн экран ӳкерчĕкĕ.
URL: www.wikipedia.org
Коммерци: Çук
Сайт тĕсĕ: Онлайн-энциклопеди
Регистраци: Ыйтмаççĕ(хăш-пĕр уйрăмсенче çеç статьясене тӳрлетнĕ чухне кирлĕ)
Чĕлхе(сем): 236 тĕрекленнĕ уйрăмĕсем (пĕтĕмпех 267)
Сервер вырнаçнă: Википеди Тампа, Флорида (АПШ)
Нидерландсем Амстердам (Голланди)
Корей Республики Сеул (Корей)
Харпăрçă: Викимеди фончĕ (тупăшсăр)
Автор: Джимми Уэйлс тата Ларри Сэнгер
Логотип Викисклада Wikipedia
Википеди
Викиампарта

Халлĕхе Википедире 13 миллион ытла статья. Вĕсене хăй ирĕкĕпе ĕçлекенсем ( Википедиçăсем )пĕрле çыраççĕ. Çак статьясене кирек кам та улăштарма пултарать.

Википеди проектне хутшăнакансене википедăçсем теме пулать.

Википедине 2001 çулта кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Джимми Уэйлспа Ларри Сэнгер пуçарнă.

Информаци калăпăшĕпе тата тĕрлĕ темăсене уçса парассипе Википеди этемлĕхĕн кун-çулĕнче кунчен пулман тулли энциклопедийĕ шутланать. Халлĕхе вăл Интернетра чи мăнă тата чи популярлă сайт

Википедин чылай пахалăхĕсенчен пĕри — информацине тăван чĕлхепе çырса кăтартма май парасси, халăх культурипе çыхăнтарасси.

Кун-çулĕ

Википеди 
Википеди малтан урăх Нупеди энциклопеди проектĕнчен тапранса кайнă.
Википеди 
Graph of the article count for the English Wikipedia, from January 10, 2001, to September 9, 2007 (the date of the two-millionth article)

1999 çултах Everything2 веб-проект кашни проекта кĕрекен çыннах хыпар пуххине тăвас ĕçе хутшăнма май панă, çапах та çак проекта пуçаракансем унтан çантăк энциклопеди пуласса шутламан. Çавăнпа та Википедин мăн аслашшĕ Нупеди- акăлчан чĕлхипе çырнă энциклопеди проекчĕ- шутланать. Унта эпир информаципе ирĕклĕн усă курма пултаратпăр. Нупеди валли статьясем ăсчахсемпе академиксем хатĕрленĕ. Проекта пуçаракансем Лоуренс Сэнгер - тĕп редактор, проект йĕркелӳçи- тата Джимми Уэйлс (ун чухне Bomis компани директорĕ пулнă).


... Википедири хыпар йышĕ ӳссе пынă, унăн паллăхĕ майĕпен сарăлнă. 2003 çулти çĕртме, 20 Фонд Викимедиа — коммерциллĕ мар Википеди валли укçа-тенкĕ пуçтаракан йĕркеленӳлĕхе туса хунă. Çак Фонд пулăшăвĕпе Википеди принципĕпе ĕçлекен урăх онлайн-проектсене хута янă.

2004 утă уйăхĕнче акăлчан уйрăмĕнче 0,3 млн статья пухăннă; 2005 çулти акара — 0,5 млн ытла, 2008 çулти авăн уйăхĕнче — 2,5 млн ытла. Статьясен хисеп шучĕпе — нимĕç уйрăмĕ, вĕсен 2008 авăнĕ тĕлне 0,8 млн ытла статья пухăннă. Татах 21 уйрăмра 100 пин ытла статья, вĕсенче вырăс Википедийĕ (статья кулленхи шучĕ — 52 709). Виçĕ теçетке уйрăмра 20 000 — 100 000 статья. Пурĕпе 80 Википеди уйрăмĕнче 10 000 ытла статья, 80 яхăн Википеди уйрăмĕнче 1000 — 10 000 статья.

Википедин тупсăмĕ

Редакци моделĕ

Википеди 
Википедистсем статьяри улшăнусене икĕ версин хĕрлĕ тĕспе палăртнă уйрăмлăхĕпе кураççĕ.

Статьясене çырасси

Википедин шалу çинчи авторсемпе редакторсем çук, пур хыпара тупăçламасăрах хутшăнакансем (википеди́стам) хăйсемех хушаççĕ те, çĕнетеççĕ те. Хастар хутшăнакан кăмăл пулсан администратор пулса тăма пултарать, çак ...

Статьясене çырнă чух хутшăнакансем АПШ-ра тата Википеди серверне вырнаçтарнă Флорида штачĕн автор правин саккунлăхĕпе татулăллă пулмалла.

Википедире хăйĕн ĕçне çырса кăтартнă пулсан автор каялла тавăрмалла мар пур лицензине GNU FDL лицензи йĕркине кĕртет. Çакăн чух При этом строго соблюдаются неимущественные авторские права. Тĕплĕнрех Википеди:Автор прависем.

Статьясене сӳтсе явни

Википеди — çавăн пекех хăй тĕслĕ сӳтсе явмалли вырăн. Çыракансем хушшинчи тĕрлĕ шухăшсене ятарласа хунă страницăсенче сӳтсе яваççĕ. Кирек епле статьян та хăйĕн сӳтӳ-яву страници пур. Унта кашни çын канашлăва хутшăнма, статьяна кĕртнĕ материал пирки хăйĕн шухăш-туйăмне калама пултарать.

Йĕркисем

Википедие чарса лартнисем

Википедие тиркени

    Тĕп статьясем: ВП:Википедие тиркени, Википедин тĕп-тĕрĕслĕхĕ
Википеди 
John Seigenthaler Sr. has described Wikipedia as «a flawed and irresponsible research tool.»

Кăларăмсем

Википеди 
Нимĕç Википедин 2005 çулхи ака уйăхĕнче Directmedia Publishing кăларнă DVD пичĕ
Википеди 
Поляк Википедин helion.pl кăларнă DVD пичĕ

Акăлчан Википедийĕ

Акăлчан Википедине 2001 çулхи кăрлач, 15 уçăлнă. Ку Википедин тĕнчери чи ватă (иккĕмĕшĕ 2001 çулхи пушăн 17-мĕшĕнче уçăлнă нимĕç Википедийĕ пулнă) тата пысăк уйрăмĕ

Нимĕç Википедийĕ

2001 çулхи пушăн 16-мĕшĕнче уçăлнă. Пĕрремĕш статьяна пушăн 17-мĕшĕнче кĕртнĕ.

Поляк Википедийĕ

Çак кунсенче Польшăри Сăлупуç (пол. Słubice) хулинче вырăнти «Коллегиум Полоникум» ăслăлăхпа дидактика лапамĕн директорĕн пуçарăвĕпе Википедине халалланă пĕрремĕш палăк уçăлнă

Чăваш Википедийĕ

Чăваш уйрăмĕ 2004 çулта, чӳкĕн 22-мĕшĕнче| уçăлнă. 2021 çулăн ҫу уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн уйрăмра 45 896 ытла статья.

Асăрхавсем

Википеди пирки тăванлă проекчĕсенче нумайрах тупма пултаратăр:
Википеди  Сăмах пĕлтерĕшĕ Викисăмахсарта

Википеди  Кĕнекесем Викикĕнекере
Википеди  Каларăшсем Викикаларăшра
Википеди  Кăк текстсем Викивулавăшра
Википеди  Пĕрлехи ӳкерчĕксемпе медиа-файлсем Викиçӳпçере
Википеди  Хыпарсем Викихыпарта

Википеди  Вĕренӳ валли ресурсем Викиверситетра

Каçăсем

Tags:

Википеди Кун-çулĕВикипеди н тупсăмĕВикипеди КăларăмсемВикипеди АсăрхавсемВикипеди КаçăсемВикипедиАкăлчан чĕлхиВикиМФАМультилингвизмОнлайн энциклопедиТĕнчери фонетика алфавичĕУниверсал энциклопедиФонд ВикимедиаЭнциклопеди

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Пĕр кăмăллăх (профпĕрлĕх)Кеннеди Джон ФицджеральдАцтексемПсихолингвистикаАка, 26Викиверситет2001ВикивулавăшТан-çинчи-РостовНольПольшаСенбернарХАМАСУкраинаÇурт-йĕр тăваслăхГеографи координачĕсемЖитомирСан-Хуан (юханшыв, Кариб тинĕсне кĕрет)Прилучный Павел ВалерьевичКастро ФидельИвановка (Лениногорск районĕ)Денизли (ил)Ĕмĕр сакки сарлака (роман)The Washington PostСенкер тĕсЭнциклопедиКарлин Николай СергеевичЗвягельC++Пруст МарсельБилл ГейтсТухăç ЕвропаЛазерВаршава1191Николаев Андриян ГригорьевичГорбачёв Михаил СергеевичКитай Халăх РеспубликиГердт Зиновий ЕфимовичТелефонПавел Филонов бульварĕКăнтăр Африка РеспубликиТурккăсемАссошиэйтед ПрессУкум-Кулын-ИголJavaScriptКирибатиБилл КлинтонJava (компьютер чĕлхи)ТоснаАлексеев Николай МихайловичПочепа Оксана АлександровнаÇимĕк чечекĕКосмологилле сингулярлăхÇурçĕр АфрикаWayback Machine🡆 More