Мьянма

Мья́нма, Мьянма Пĕрлĕхĕ (1989 çултанпа — Бирма, Бирма Пĕрлĕхĕ) — Кăнтăр-Тухăç Азири патшалăх, ападной части Индокитайăн анăçĕнче вырнаçнă.

Пĕр версипе, çĕршывăн ячĕ «мранма» этнонимран («мьямма» теççĕ е, калаçура, «бама») пулса тухать, вăл бирмансен хăй енлĕ ячĕ.

ပ္ရည္‌ထောင္‌စုမ္ရန္‌မာနုိင္‌ငံတော္

Мьянма пĕрлĕхĕ

Мьянма Мьянма
Мьянма ялавĕ Мьянма гербĕ
Мьянма тĕнче картти çинче
Патшалăх чĕлхисем мьянма
Тĕп хула Найпьидо
Чи пысăк хула Янгон
ГСМР председателĕ Тан Шве
Премьер-министр> Со Вин
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
40 вырăнта
678 500 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2005)
 - Йышлăхĕ
24 вырăнта
50 519 000
75/км²
Валюта ячĕ Мьянма чачĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +6:30 пуçласа +6:30 таран
Патшалăх гимнĕ «Gba Majay Bma»
Тетел доменĕ .mm
Тел. префиксĕ +95

Тĕп хули — Найпьидо (Мандалай административлă округĕнче), Пьинман хулинчен анăçалла 3 çухрăмра вырнаçнă.

Халăхĕ

Бирмансем сино-тибет чĕлхе çемйи шутне кĕреççĕ. «Мьянма» ятпа çĕршыва тĕнче патшалăхĕсем йышăнман, меншĕн тесен çĕршывра ытти вак халăхсем пурăнаççĕ.

Тавралăхĕ

Мьянма анăçра Индипе (1463 çм), Бангладешпа (193 çм),çурçĕр-тухăçра — Китайпа (2185 çм), тухăçра — Лаоспа (235 çм) тата кăнтăр-тухăçра — Таиландпа (1800 çм) чикĕ тытать. Кăнтăрпа кăнтăр-анăç çыранĕсене Бенгали Моутама (Мартабан) кӳлмекĕсен, çаплах Андаман тинĕсĕн хумĕсем çапăнаççĕ. Çĕршывăн лаптăкĕ, утравсене шута хурса, 678 пин çм², çыранĕн тăсăлăвĕ — 1930 çм.

Мьянмăн чи пысăк шывĕсем: Иравади, Меконг, Салуин, Ситаун тата Чиндуин. Кӳлĕсем нумаях мар, вĕсенчен калăпăшли — Шан сăртлăхĕнчи Инле кӳлли.

Административлă пайланăвĕ

Мьянма 
Мьянма

Тĕп статьйи: Мьянма административлă пайланăвĕ

1974 çулхи Конституци тăрăх Мьянма унитарлă патшалăх шутланать. Вăл 7 округпа (тайинга) 7 штатран (пуй-не) тăрать. Округĕсемпе штачĕсем районсене (мьонэ) пайланаççĕ, мьонэсем вара хăйсем тата вакрах пайсене — хуласемпе (мьо) ял вулăсĕсене (подрайон) пайланаççĕ. Хула кварталсенчен (яквэ) тытăнать, ялсем ушкăна (чейюа) пуçтарăнаççĕ.

Халăхĕ

42,9 млн. çын пурăнать (2005, утă). Çак халăхсен пысăк пайĕсем пур: бирмансем — 68%, шансем — 9%, каренсем — 7%, аракансем — 4%, китайсем — 3%, индисем — 2%, монсем — 2%. Ытти вак халăхсем пĕтĕмешле халăх йышĕн 5% шутланаççĕ.

Тĕнĕ

Тĕп статья — Бирмăн будда тĕнĕ.

Мьянмăра малта буддисăм тĕнĕ шутланать. Конфесси шучĕсем çапла: буддистсем — 89%, христиансем — 4% (вĕсенчен баптистсем — 3%, католиксем — 1%), мусульмансем — 4%, анимистсем — 1%, урăххисем — 2%.

Истори

Тĕп статьйине Мьянма историйĕ вулăр.

2008 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мьянма тăрăх вăйлă çил-тăвăл иртсе кайнă. Çил-тăвăл хăйенпе пĕрле вăйлă çумăр илсе килнĕ, çавăн пекех çран хĕррине икĕ метр çӳллĕш хум пырса кĕнĕ. 24 пин ытла çын вилнĕ, 41 пин çын çухалнă. Уйрăмах Ирравади юханшыв тинĕсе юхса кĕнĕ вырăнта нумай сиен кӳнĕ.

Официаллă тата официаллă мар сайтсем

Каçăсем

Вырăсла

Акăлчанла

Tags:

Мьянма ХалăхĕМьянма ТавралăхĕМьянма Административлă пайланăвĕМьянма ХалăхĕМьянма ТĕнĕМьянма ИсториМьянма Официаллă тата официаллă мар сайтсемМьянма КаçăсемМьянмаИндокитай çурутравĕПатшалăх

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

ХанкендиТупалак (техĕм)СульхаРядовой Александр МатросовЭлектрокарапУльянов Александр ИльичПĕчĕк çеç путене (юрă)ТвиттерИзмирИвановка (Лениногорск районĕ)Пĕсмен.giМесси ЛионельАфганистанСколково (инноваци хули)Почепа Оксана Александровна1991JavaScriptНовиальПушкăрт Республикин Паймак районĕКазючиц Анна ЮрьевнаПормаУрукТом Сойер тата Гекльберри Финн темкурнисемГданьск1200ВикиампарМонголиТоснаТерехова Маргарита Борисовна1861Европа ПĕрлешĕвĕБаймурзин Гаяз ИсламетдиновичВикиМоника БелуччиПоляк чĕлхиАлă лаппи1592MediaWikiСелена ГомесТаджикистанКилĕшӳОникс (карапа хирĕçле ракета)Раççей1080-мĕш çулсемШупашкарХысаРаспутина Матрёна Григорьевна400 çулТуркай Валери ВладимировичКвантла механикаКорпускула-хум дуализмĕКонго РеспубликиАлюминийЧăваш чĕлхиОстеохондрозFacebookШурă çутă🡆 More