Уяв Çĕнĕ Çул

Çĕнĕ Çул — Çĕр çинчи нумай халăхсен уявĕ.

Ăна йĕркеллĕ календарь тăрăх кивĕ çулăн юлашки талăкĕ çитес çулăн пĕрремĕш талăкне куçнă самантра палăртса ирттереççĕ.

Çĕнĕ çул умĕ
Тĕс {{{тĕс}}}
Вăхăт Григори календарĕпе çулăн пĕрремĕш кунĕ
Уявлани фейерверксем, çемье кĕрекисем
Çыхăннă Раштав, Çĕнĕ çул умĕ


Хальхи Çĕнĕ Çул

Григорий календарĕ тăрăх

Çĕр çинчи нумай çĕршывсен çыннисем Çĕнĕ Çула кăрлачăн 1-мĕшĕнче савăнса уявлаççĕ.

Еврейсен Çĕнĕ Çулĕ

Тĕп статья: Рош Ха-Шана. Еврейсем Рош-Ха-Шана (ראש השנה) — (çул пуçĕ) Песах хыççăн 163 кун иртсен (авăн, 5юпа, 5 хушшинчи пĕр кунĕнче) уявлаççĕ. Çак вунă кун хушшиче каçару ыйтса кĕл тăваççĕ. Тепĕр вунă кунĕсене «тшува кунĕсем» («таврăнни» — Турă патне таврăнни ĕнтĕ) теççĕ. Вĕсене татах «каçару кунĕсем» е «хумхану кунĕсем» те теççĕ. Рош-Ха -Шана чухне çыннăн шăпи пĕр çул малалла палăрăнса çырăнать. Уявăн пĕрремĕш каçĕнче еврейсем пĕр-пĕрне çапла саламлаççĕ: «Пурнăç Кĕнекинче сирĕн лайăх çырăнмаллла пултăр!». Еврейсем ун чухне шурă тумтирсем тăхăнаççĕ. Уявланă чух халана е панулмие пыл пуçса çиеççĕ.

Китайсен Çĕнĕ Çулĕ

Китайра Çĕнĕ Çула хĕллехи уйăх çĕнелнĕ тĕле ирттереççĕ. Григориан календарĕпе çак кун кăрлач, 21пе нарăс, 21 хушшине лекет. Кашни çула 12 чĕрчунран пĕрипе тата 5 элементран пĕрипе çыхăнтараççĕ. Çĕнĕ Çулăн пĕрремĕш кунĕнче фейерверксене, тутлă шăршă çунтараççĕ. Фейерверксем усал (дух)сене хăратса хăваласа яраççĕ

Бахайсен Çĕнĕ Çулĕ

Бахайсен тĕнĕ йĕркипе Çĕнĕ Çула (Навруза) çуркуннехи каçпа кун танлашсан уявлаççĕ.

Бенгалсен Çĕнĕ Çулĕ

Ака, 14 — Бенгалсен Çĕнĕ Çулĕ (Бангладеш).

Чăвашсен Çĕнĕ Çулĕ

    Тĕплĕнрех Мăнкун статьяна вулăр.

Христос тĕнне йышиниччен чăвашсен Çĕнĕ Çулĕ Мăнкун уявĕнче пуçланнă. Вăл хальхи пуш уйăхĕн 25-мĕшне лекет. Сĕрен, вирĕм ирттерсе киле вут урлă сиксе тасалса килнĕ хыççăн пысăк уяв ирттернĕ. Хĕрлĕ çăмарта пĕçернĕ, чăкăт, пашалу-кулач, пăтă, кукăль хатĕрленĕ. Сăра кăларса ăратри тăвансемпе ĕçкĕ ирттернĕ.

Мăнкунра кунпа çĕр танлашнă хыççăн кун таршшĕ ӳсме, çĕр катăлма пуçланă.

Вырăссен Çĕнĕ Çулĕ

Уяв Çĕнĕ Çул 
Çĕнçул чăрăшки

Пиротехникă

Уяв Çĕнĕ Çул 
Çĕнĕ Çул фейерверкĕ, Братислава

Çĕнĕ Çула уявланă чух тĕрлĕ тĕслĕ пиротехникă фейерверкĕсене çунтараççĕ: хлопушкăсене, бенгал çуртисене, пĕрре е нумай залпăллă салютсене, ракетăсене, рим çуртисене, петардăсене. Çаплах, пиротехникăна усă курнă чухне асăрхануллă пулмалла, уяв вăхăтĕнче çынсем вут-кăвайта кĕреççĕ, хăйсене амантаççĕ (ӳте пĕçертни, контузи, ал-урана сарăмсăр татăлтараççĕ), çавăнпа çĕнĕ çул каçĕ травмăллăх енчен çав тери йывăрри шутланать.

Тĕрлĕ çĕрсенчи йăласем

  • Италире Çĕнĕ Çул умĕн кивĕ усăран тухнă япаласене кăларса пăрахаççĕ, Раштавра вара раштав пуленкине çунтарса яраççĕ.
  • Японире Çĕнĕ Çул каçĕнче 108 хут чана çапаççĕ. Кашни чан сассийĕ пĕр çылăха лекет. Çылăхесен шучĕ улттă: çăткăнлăх, ухмахлăх, усаллăх, çăмăлтайлăх, хăюсăрлăх, ăмсанăлăх, çаплах кашнин 18 тĕрлĕ тĕсĕ пур, пурĕпе ĕнтĕ 108 чан çаппипе килĕшĕнет.

Çав. пекех

Вуламалли

Каçăсем

Tags:

Уяв Çĕнĕ Çул Хальхи Çĕнĕ ÇулУяв Çĕнĕ Çул Чăвашсен Çĕнĕ ÇулĕУяв Çĕнĕ Çул Вырăссен Çĕнĕ ÇулĕУяв Çĕнĕ Çул ПиротехникăУяв Çĕнĕ Çул Тĕрлĕ çĕрсенчи йăласемУяв Çĕнĕ Çул Çав. пекехУяв Çĕнĕ Çул ВуламаллиУяв Çĕнĕ Çул КаçăсемУяв Çĕнĕ ÇулÇĕр (планета)КалендарьХалăх

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Чăваш чĕлхин кунĕГрек чĕлхиПолитикТискерленевМĕлкеMozilla FirefoxЧăваш тĕрри1995Википедин чĕлхе уйрăмĕсем1440-мĕш çулсемКарфагенФурсов Андрей ИльичЧăваш Республики828Антонова Наталия СергеевнаТихонова Катерина ВладимировнаМария-АнтуанеттаАвстралиМари ЛафореГазпромМари ЭлПултранПушкăрт РеспубликиКăвак пĕсехеМари-Агнес Штрак-ЦиммерманЧхаттисгархПланета ăшăнниИммануил КантЛукьянов Иван Константинович104ГепардВикиверситетКушакКремний тăправĕC++Pax MongolicaАслă Октябрь социализм революцийĕРуç королĕ1964МалороссемАкăлчан чĕлхиБилл КлинтонЕвдокимов Ярослав АлександровичЛандшафтЛаптăкӗсене кура йĕркеленĕ патшалăхсен ят-йышĕЦыпленков Олег МихайловичНиколаев Андриян ГригорьевичСтарикова Светлана ИвановнаАвалхи грек чĕлхиVАдольф ГитлерКстовоРокоссовский Константин КонстантиновичПуш, 26ХимиКимĕМичиганВĕçенкайăкУрал тăвĕсемПольшаÇеçенхирВАЗ-2113Носков Николай Иванович (мусăкçă)1677Раневская Фаина ГеоргиевнаАлексей МосковскийХайдеггер МартинГарри Поттер тата философилле чул (фильм)Эстон чĕлхи🡆 More