Братислава

Братислава (словак.

Bratislava (1919 ç. — Прешпорок е Пре́шпорек, Prešporok, Prešporek, ним. Pressburg, Пре́сбург, венг. Pozsony, По́жонь) — Тĕп Европăри Словакин тĕп хули. 1536 — 1784 çулсенче — Венгри тĕп хули.

Братислава
Братислава

Хула лаптăкĕ — 368 тв. çм.

Тавралăхĕ

Братислава 
Братислава панорами.

Хула çĕрĕ икĕ ют — Австрипе Венгри çĕрне чикке çитет. Братиславăри Копчьян урамĕ юнашар австри Китзее ялĕнчи Прессбургерштрассе урамне куçать. 1936 çулчен Братиславăран Венăна хула трамвайĕ çинче çитмелле пулнă.

Братислава Танайăн икĕ çыранĕнче, Кĕçĕн Карпат ту умĕнче вырнаçнă. Хула çĕрĕ Австри чиккине тухать (раштав, 21 2007 Петржалка-Бергпа Яровце-Китзее чикĕ урлă каçăсем пулнă.) тата Венгрипе (раштав, 21, 2007 чикĕ урлă каçă Русовце-Райка ĕçленĕ) чикĕ тытать.

Климачĕ

Климачĕ — континентлă, çулти вăтам температура — 9,9 °C, çулти хĕвеллĕ кунсен вăтам вăхăчĕ — 1976,4 сехет, нӳрĕксен вăтам нӳрĕкĕ — 527,4 мм (1993). Кăрлачри вăтам температура — -1,5 °C, утăри вăтам температура — +21 °C. Хĕллехи тапхăрĕнче сивĕ те нӳрĕк çанталăк, юр выртать. Çусенче ăшă, часах кăра çиллĕ çанталăклă.

Халăхĕ

Хула халăхĕ 447 пине яхăн çын. 2001 çулхи халăх çыравĕпе кунта словаксем — 91,4 %, венгрсем — 3,8 %, чехсем — 1,9 %, нимĕçсем — 0,3 %, ыттисем — 2,6 %.

Тĕн енĕпе: католиксем — 56,7 %, атеистсем — 29,3 %, лютерансем 6 %, ыттисем — 4,7 %.

Администрациллĕ пайлану

Братислава 
Михал турулĕ — Кивĕ Хула
Братислава 
Кивĕ Хула
Братислава пайĕсем
Братислава 
Братиславăн административлă пайланăвĕ
Район Хула пайĕ
Братиславăн I районĕ Старе Место
Братиславăн II районĕ Ружинов
Вракуня
Подунайске Бискупице
Братислава III районĕ Нове Место
Рача
Вайноры
Братиславăн IV районĕ Карлова Вес
Дубравка
Ламач
Девин
Девинска Нова Вес
Загорска Бистрица
Братиславăн V пайĕ Петржалка
Яровце
Русовце
Чуново
Братислава 
Кивĕ Ратуша

Истори

  • Пĕрремĕш пĕрмай пурăну вырăнĕ неолит тапхăрĕнче (линейно-ленточной керамики этеплĕхĕ) пулнă.
  • Пирĕн эрăччен 400 — пирĕн эрăччен 50 — кельтсен пурăну вырăнĕ, Буребиста ертсе пынă даксем ишĕлтернĕ.
  • пирĕн эрăччен 50 — герман йăхĕсем хальхи Братислава тĕлне çитни
  • пирĕн эрăччен 50 — рим легионĕсем пĕрремĕш хут Братислава территорине çитни
  • пирĕн эрăччен 70 — рим пурăну вырăнĕ Герулата
  • пирĕн эрăччен 1 — 5 ĕмĕрсем — Рим Империйĕн чикки Танай тăрăх пырать, нумай рим тата герман пурăну вырăнĕсем.
  • 375 — римсем çак территоринчен тухса каяççĕ.
  • V ĕмĕрславянсем килни.
  • 560 ç. — аварсем килни.
  • 623—658 çç. — Само кнеçлĕхĕ.
  • VIII ĕмĕрĕн вĕçĕ — 833 ç. — Нитран кнеçлĕхĕ.
  • 833—907 гг. — Мăн Моравин пайĕ.
  • 907 — Братиславăна пĕррремĕш хут хроникăра çырни (Brezalauspurc)
  • 907—1918Венгри пайĕ.
  • 1536—1784 çç. — (Будăна турккăсем ярса илсен) — Венгрин тĕп хули.
  • 1919—1939Чехословакин пайĕ; Братислава официаллă ята куçарни (унчен Prešporek/Pressburg/Pozsony).
  • 1939—1945 çулсенче столица Пĕрремĕш Словаки республикин тĕп хули, танай лешъен пайĕ (халĕ Братислава V районĕ Германи аннексиленĕ).
  • 1945—1992 çулсенче Чехословакин пайĕ.
  • 1993 çултанпа — Словакин тĕп хули.

Тăванлă хуласем

Братиславăра çуралнă:

  • Густав Фридрих Келети
  • Вольфганг фон Кемпелен
  • Игнатий Колиш
  • Рудольф Лабан
  • Марк Гучко
  • Филипп Эдуард Антон фон Ленард
  • Густав Гусак
  • Иоганн Андреас фон Зегнер
  • Антал Фабер
  • Виктор фон Херцфельд
  • Иоган Непомук Гуммель

Çавăн пекех пăхăр

  • Братислав Град
  • Девин
  • Словаки наци галерейи

Каçăсем


Словаки хулисем
Тĕп хули:Братислава

Бебравоу-айĕнчи-Бановце | Банска Бистрица | Банска Штьявница | Бардейов Битча | Бойнице | Брезно | Брезова-Брадлом-патĕнчи | Вельке | Вапушаны | Вельки Кртиш | Вельки Медер | Вельки Шариш | Врабле | Вранов-Топлёу-çумĕнчи | Врбове | Врутки | Высоке Татры | Галанта | Гандлова | Гаанушовце-Топлёу-çумĕнчи Гбелы | Гелница | Гиралтовце | Глоговец | Гнуштя | Голич | Гринёва | Гуменне | Гурбаново | Детва | Добшина | Долны Кубин | Дубница-Ваг-çумĕнчи | Дудинце | Дунайска Стреда | Елшава | Жарновица | Жельезовце | Жилина | Жьяр-Грон-çумĕнчи | Зволен | Злате Моравце | Илава | Кежмарок | Кисуцке | Çĕнĕ Вырăн | Коларово | Комарно | Кошице | Кралёвски Хлмец | Кисуцоу-çумĕнчи-Красно Кремница | Кромпахи | Крупина | Левице | Левоча | Леополдов | Липаны | Липтовски Градок | Липтовски Микулаш | Лученец | Малацки | Мартин | Медзев | Медзилаборце | Михаловце | Миява | Модри Камень | Модра | Молдава-Бодвоу-çумĕнчи | Наместово | Немшова | Нитра | Нова Баня | Нова Дубница | Новаки | Нове Замки | Нове Место-Ваг-çинчи | Партизанске | Пезинок | Поважска Бистрица | Подолинец | Полтар | Попрад | Прешов | Прьевидза | Пухов | Пьештяны | Раец | Раецке Теплице | Ревуца | Римавска Собота | Рожнява | Ружомберок | Сабинов | Светы Юр | Свидник | Свит | Сенец | Сеница | Середь | Сечовце | Скалица | Сладковичово | Слиач | Снина | Собранце | Спишска Бела | Спишска Нова Вес | Спишска Стара Вес | Спишске Влахи | Спишске Подградье | Стара Любовня | Стара Тура | Стражске | Стропков | Ступава | Тврдошин | Тисовец | Тлмаче | Топольчаны Торналя | Требишов | Тренчин | Тренчьянске Теплице | Трнава | Трстена | Турзовка | Турчьянске | Теплице | Филяково | Чадца | Чьерна-Тисоу-çумĕнчи | Шаги аля Шаморин | Шаштин-Страже | Штурово | Шураны

Tags:

Братислава ТавралăхĕБратислава КлимачĕБратислава ХалăхĕБратислава Администрациллĕ пайлануБратислава ИсториБратислава Тăванлă хуласемБратислава Братиславăра çуралнă:Братислава Çавăн пекех пăхăрБратислава КаçăсемБратиславаВенгриНимĕç чĕлхиСловак чĕлхиСловакиХункăр чĕлхи

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

415Хĕрлĕ эрехЧăваш ЕнПĕрлĕх транспорчĕТюльпанАктёрЛеонов Виктор НиколаевичСимĕс тĕсХистевлĕ пайăркалавISO 4217Чăваш наци музейĕПаллă чăвашсемТĕрĕк чĕлхисем1982Ну, тăхта!Нимĕç ВикипедийĕРаççейСидрМаус (комикс)ВадьицаГеографи координачĕсемPRISM (разведка программи)ФотожурналистикаBusinessWeekУкраинаМусăкИндиПрозăçăХăнарВикиманиОстеохондрозХунсемЭрмениСулахай ПарнУка-ЮАдюков Виталий Иванович969Уйăх (спутник)1287Поляк чĕлхиToyotaШурă гварди (роман)Александр IIАлтай тăвĕсемРоуз О'НилДаниТерехова Маргарита БорисовнаВодкаШотланд вискийĕГиперçĕнĕ çăлтăрСтатистикаЭвлия ЧелебиСивĕ вăрçăАнтонова Наталия Сергеевна.gnТур ХейердалАстана2013Ака, 18Эльбше1512🡆 More