Викиампар (акăл.
Wiki Commons, WikiCommons) — «Викимедиа» фонд проекчĕн страницисен шутне кĕртнĕ кирек епле тĕллевпе (çав шутра коммерци енĕпе те) сарма, улăштарма, усă курма юрăхлă ирĕклĕ ӳкерчĕксен, сасă çырнисен, видеоролик тата урăх мультимедиа файлсен пĕрлĕ управ вырăнĕ.
Викиампар WikiCommons | |
URL: | http://commons.wikimedia.org |
---|---|
Коммерци: | Çук |
Сайт тĕсĕ: | Эреш энциклопедийĕ |
Регистраци: | Кирлех мар |
Чĕлхе(сем): | несколько языков[d] |
Сервер вырнаçнă: | Тампа, Амстердам, Сеул |
Харпăрçă: | Фонд Викимедиа |
Автор: | Джимми Уэйлс |
Викиампар Викиампарта |
Википедие тата «Викимедиа» фонд урăх проекчĕсене хутшăнаканăн хатĕр пур медиа-файла тӳрех Викиампара кĕртмелле, унта вĕсемпе «Викимедиа» фонд урăх проекчĕсенче тата урăх чĕлхе уйрăмĕсенче усă курма пултараççĕ.
Викисклада кĕртнĕ пĕтĕм файл кирек епле юрисдикципе те сарма ирĕклĕ пулмалла. Файла усă курма чарма юрамасть. Сăмахран, чылай чĕлхе уйрăмĕсенчи пек мар, «Ырă кăмăлпа усă курни» (акăл. fair use) ирĕк никĕсĕпе сарăлакан файла кĕртме юрамасть.
Файла уçланă хыççăн çакă кирлĕ: эхер те лицензии шаблонĕ хушма хыпар ыйтать пулсан, автор прави статусĕн шаблонне хушмалла, çырса ăнлантармалла, тĕслĕхрен, ӳкерчĕкре, ăçта ӳкерсе илнĕ т.ыт., эхер те урăх сайтран илнĕ пулсан, пĕрмĕш ӳкерчĕк патне каçă лартмалла.
Чăваш Википедине Викиампартан файл уçланă чух Чăваш Википедине статья кĕртнĕ чухнехи пекех синтаксиспа усă кураççĕ. Сăмахран, уçланă ӳкерчĕке статьяна кĕртнĕ чухне ун çине каçă кăна кăтартмалла: [[Ӳкерчĕк:Файл]]. Движок ĕçĕн алгоритмĕ кун чух çакăн пек пулать: эхер те çак вырăнти файл, статьяна вара çавах кĕрет; эхер те вырăнта çак ӳкерчĕк çук, çак файла Викиампартан илеççĕ.
Викиампар музейсемпе тата архивсемпе пĕрле ĕçлет, ирĕклĕ усă курма материалсене вырнаçтарать. Тăтăшах нимĕç йĕркелĕвĕсем çак ĕç-пуçа хутшăнаççĕ, çакна Викимедиа фондăн нимĕç уйрăмĕн ĕçĕ çирĕплетет.
Чи масштаблă тĕслĕхсем:
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Викиампар, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.