Ӳкĕм (выр.
Шкулсенче вырăс терминĕпе усă кураççĕ. Унчен пĕр тапхăр «вĕçлев» терминпа усă курнă.
Чăвашла ÿкĕм термин вырăс чĕлхинчи «падеж» сăмаха калькăласа куçарни пулать.
Чăваш чĕлхинче пурĕ 8 ӳкĕме палăртма йышăннă. Вĕсен йĕрки, ыйтăвĕсем тата ӳкĕм системине тăвакан аффикссем çакăн пек:
Ӳкĕм | Латтин ячӗ | Ыйтусем | Аффиксем |
Тĕп | Nominativ | кам? мĕн? | — |
Камăнлăх | Genitiv | камăн? мĕнĕн? | -ăн (-ĕн) |
Пару | Dativ | кама? мĕне? | -а (-е) |
Вырăн | Locativ | камра? мĕнре? | -та (-те), -ра (-ре), -че |
Туху | Ablativ | камран? мĕнрен? | -тан (-тен), -ран (-рен), -чен |
Пĕрлелĕх | Commitativ | кампа? мĕнпе? | -па (-пе), -пала (-пеле), -палан (-пелен) |
Çуклăх | Caritiv | камсăр? мĕнсĕр | -сăр (-сĕр) |
Пирки | Causativ | камшăн? мĕншĕн? | -шăн (-шĕн) |
Юлашки виçĕ ӳкĕм хальтерех пулса кайнă, ыттисем — авалах пулса кайнисем, вĕсенчен кашни тĕрĕк чĕлхисенче пур.
Кашни ӳкĕм нумай пĕлтерĕшлĕ, вĕсем контекстра палăраççĕ. Пĕр пĕлтерĕшех темиçе ӳкĕм кăтартма пултарать. Тĕслĕхрен, вырăн пĕлтерĕшĕ пару (вăрмана), вырăн (вăрманта), туху (вăрмантан), пĕрлелĕх (вăрманпа) ӳкнисен пур.
Япала ячĕсен ӳкĕмĕ — чăваш чĕлхин морфологи тытăмĕнчи кăткăс категори. Япала ячĕ ӳкĕм тăрăх улшăннине вĕçленӳ теççĕ. Чăваш чĕлхинче пĕр вĕçленӳ çеç, мĕншĕн тесен кашни ӳкĕмĕн пĕр аффикс çеç. Кирек епле сăмахран та ӳкĕм форми çав аффикс хушăннипе пулать. Сингармонизм сакунне пула аффикссем икĕ вариантлă: хытă тата çемçе.
Япала ячĕ вĕçленнĕ чухне камăнлăхпа пару ӳкĕмĕнче чăваш фонетикин тĕп саккунне (икĕ уçă сасă юнашар тăма юратманни) пула морфемăсен чиккинче фонетика улшăнăвĕсем пулаççĕ:
Вырăс чĕлхинче 6 ӳкĕм, нимĕç чĕлхинче 4 ӳкӗм, удмурт чĕлхинче 15 ӳкӗм. Тапассарансен чӗлхинче вара хĕрĕх виççĕ.
▼
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Ӳкĕм, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.