Нимĕç чĕлхи (ним.
Deutsch , çапла илтĕнет: [ˈdɔʏ̯tʃ]; deutsche Sprache, илтĕнет: [ˈdɔʏ̯tʃə ˈʃpʀaːχə]) — нимĕçсен, австрисен, лихтенштейнсен тата чылай швейцарсен тăван чĕлхи, хĕвеланăç герман ушкăнне кĕрекен индо-европа чĕлхи. Германипе Австрире патшалăх чĕлхи шутланать. Çавăн пекех Швейцарире тата Люксембургра тĕп чĕлхесем йышне кĕрет.
Нимĕç чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Deutsch [dɔʏtʃ] |
Патшалăхсем: | Германи, Австри, Швейцари, Лихтенштейн, Бельги, Итали, Люксембург, Раççей Федерацийĕ тата 36 çĕршыв |
Официаллă статус: | Германи Австри Регионти е вырăнти официаллă чĕлхе: |
Йĕркелекен: | Нимĕç чĕлхи институчĕ Нимĕçле тĕрĕс çыру канашĕ |
Рейтинг: | 10 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Инди-европа çемьи
| |
Çырулăх: | латиница (нимĕç алфавичĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | de |
ISO 639-2: | ger (B); deu (T) |
ISO 639-3: | deu |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Литература чĕлхине Мартин Лютер хатĕрленĕ. Вăл библине нимĕçле куçарнă. Библине çырнă чухне вăл пĕтĕм нимĕç диалекчĕсемпе усă курнă, çавăнпа та унăн ку çырăвĕ нимĕç чĕлхин никĕсĕ пулса юлнă. Китай, арап, хинди, акăлчан, испан, бенгал, португал, вырăс тата япун чĕлхисем хыççăн тĕнчере калаçакансемпе чи йышлă чĕлхе шутланать. Нимĕç чĕлхи интернетре усă курнипе тăваттăмĕш вырăна (акăлчан, вырăс тата япун) йышăнать. Çаплах нимĕç чĕлхи — Европа Пĕрлешĕвĕ Европĕрлешӳ чĕлхисем пе темиçе тĕнчери урăх организацисен официаллă тата ĕçри чĕлхе пулать.
Индоевропа çемьинчи герман чĕлхисен анăç кĕçĕн группине кĕрет. Çурулăхăн никĕсне латин алфавитне, умлаутсене (ä, ö, ü) пĕлтерекен 3 графема тата эсцет лигатурине (ß) хушса, хунă. Авалранхи çыру палăкĕсене VIII ĕмĕрте хăварна теççĕ.
Нимĕç чĕлхи прагерман чĕлхи кăкĕнчен тухнă, лешĕ вара, хăй майĕпе, праиндоевропа чĕлхинчен уйрăлса кайнăскер пулать. Хупă сасăсем иккĕмĕшле куçăннă хыççăн чĕлхен фонетикăпа морфологи системисем улшăнни ăна тăванла герман чĕлхисенчен уйăрса янă. Вăтам ĕмĕрсенче тури нимĕç, унăн хыççăн — ирхи тури нимĕç фонетикипе морфологи, лексика йĕркеленчĕкĕпе синтаксис аталанса пыраççĕ. Хальхи нимĕç чĕлхин — унăн кунçулĕ XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнчен пуçланнă темелле —тепĕр ячĕ тури нимĕç чĕлхи. Ăна ура çине тăратма Мартин Лютерăн Библийĕ, Иоганн Вольфганг фон Гёте, Фридрих Готлиб Клопшток тата Иоганн Кристоф Готтшед çыравçăсен пултарулăхĕ, Иоганн Кристоф Аделунг, Гримм тăвансен тата Конрад Дуден лингвистика ĕçĕсем хăватлă ӳсĕм панă.
Хальхи литература нимĕç чĕлхин никĕсне тури нимĕç диалекчĕсене хунă. Унсăр пуçне уйрăмла нимĕç диалекчĕсем (сăмахран, анатри нимĕç е алеманн) пур, вĕсем хăйсен уйрăмлăхне упраса пыраççĕ. Австрипе Швейцарире хăйсен диалект никĕсĕпе йĕркеленнĕ нимĕç чĕлхин варианчĕсем пур, вĕсем фонетикăпа грамматика енчен хăйне евĕрлĕ йĕркеленчĕклĕ.
Нимĕç чĕлхин диалекчĕсем нумай. Вĕсем пĕр-пĕринчен самай уйрăлса тăнăран тĕрлĕ диалектпа калаçакансем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ. Диалектсен шучĕ пысăк пулнин сăлтавĕ çак çĕрсен историйĕнчен пырать. Романпа славян чĕлхисен ушкăнĕсемпе танлаштарсан герман ушкăнне кĕрекен чĕлхесен çĕрĕсем çинче мĕн авалтан уйрăммăн аталанма тăрăшнă. Ку паллах пĕр чĕлхене аталанма пулашман — тĕрлĕ çĕрсенче нимĕç чĕлхи тĕрлĕрен аталаннă май хальхи Германири диалектсен шучĕ питĕ пысăк. Малтан Германине пĕрлештерни те пĕр чĕлхе тупасси патне илсе çитереймен.
Нимĕç алфавитĕнче 26 мăшăр латин саспаллипе (пĕчĕк тата пысăк) усă кураççĕ; буквы, обозначающие умлаутланă сасăсене палăртакан саспаллисене (ä, ö, ü) тата ß (эсцет) лигатура алфавит йышне кĕртмен. Алфавит майĕпе ä, ö, ü сортланă чухне вĕсене a, o, u уйăрмаççĕ; умлаутпа кăна уйăрăлса тăракан сăмахсене майлаштарнă чухне умлаутлă сăмаха каярах лартаççĕ; ß паллăпа тăсăллă уçă сасăсемпе дифтонгсем хыççăн усă кураççĕ и приравнивается к сочетанию ss. Анчах та Однако при перечислении немецких букв буквы ä, ö, ü нимĕç саспаллисене a, o и u саспаллисемпе юнашар мар, ят-йышăн вĕçĕнче, лартаççĕ. Сăмахсарсенче нимĕç сăмахĕсене умлаута шута илмесĕр вырнаçтарнă.
саспалли | ячĕ | саспалли | ячĕ | саспалли | ячĕ | саспалли | ячĕ | саспалли | ячĕ | ||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
A a | а | F f | эф | L l | эль | Q q | ку | (Ü ü) | у-умлаут | ||||
(Ä ä) | а-умлаут | G g | гэ | M m | эм | R r | эр | V v | фау | ||||
B b | бэ | H h | ха | N n | эн | S s | эс | W w | вэ | ||||
C c | цэ | I i | и | O o | о | (ß) | эсцет (ss) | X x | икс | ||||
D d | дэ | J j | йот | (Ö ö) | о-умлаут | T t | тэ | Y y | ипсилон | ||||
E e | э | K k | ка | P p | пэ | U u | у | Z z | цет |
Латиницăна нимĕç чĕлхине кĕртиччен çырура рунăсемпе усă курнă, вĕсене герман çĕрĕсене христианланă хыççăн пĕтĕмпех пăрахăçланă. XX ĕмĕрчен официаллă готика шрифчĕпе (çав шутра урăх çĕршывсенче кăларнă сăмахсарсенче) усă курнă.
Çаплах ятарлă готика алçыру шрифчĕпе фрактура (шкулсенче 1941 çулчен вĕрентнĕ) пулнă. Антиквапа малтан официаллă мар XIX ĕмĕртенпе усă курнă, 1918 çулхи ноябрь революцийĕ хыççăн официаллă кĕртнĕ. Нацистсем хуçаланнă чухне готика шрифтне каялла тавăрнă, пĕр вăхăт унпа официаллă çырнă, анчах та тепĕртакран нацистсен пропаганди готика шрифчĕсене хĕстерме тытăннă, вĕсенче Еврейсен тăваткал çырăвĕн йĕрленчĕкĕсене асăрханă имĕш.. Халĕ вĕсене декарацилле илемлетме е кĕнекесене пичетлеме усă кураççĕ.
Шаблон:Хальхи герман чĕлхисем
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Нимĕç чĕлхи, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.