Тригонометрилле функцисем — элементарлă функцисем, вĕсем истори енчен пăхсан, чăн малтан тÿр кĕтеслĕ виçкĕтеслĕхсем тĕлĕшпе çуралнă: виçкĕтеслĕхĕн енĕсене гипотенуза çумĕнчи шĕвĕр кĕтес урлă палăртнă (е, ку вара çав пĕлтерĕшлех, хирлĕве тата çуллĕшсене çавракăшри пĕкке тивекен варринчи кĕтеспе çыхăнтарнă).
Каярахпа тригонометрилле функцисен палăртавне анлăлатнă: вĕсен аргуменчĕ хуть те мĕнле чăн хисеп е комплекслă хисеп пулма пултарать. Тригонометрилле функцисене тишкерекен ăслава тригонометри теççĕ.
Акăлчан тата Америка литературинче тангенс, котангенс тата косеканс ак çапла çырăнаççĕ: , , . Германире тата Францире вырăсла текстсенчи пекех пулнă, анчах та Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн Англи-Америка стандарчĕ çине куçнă.
Кунсăр пуçне сайра усă куракан тригонометрилле функцисем (версинус т.ыт.те) тата çавăн пекех кутăнла тригонометрилле функцисем (арксинус, арккосинус т.ыт.те) пур, вĕсене уйрăм статьясенче пăхса тухаççĕ.
Переиздание: М.: АСТ, 2006. — 509 с. — ISBN 5-17-009554-6 www.alleng.ru/d/math/math42.htm
Ку математикăпа вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Тригонометрилле функцисем, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.