Рений

Рени - Re — (лат.

Рени (Re)
Атом номерĕ 75
Ансат япалалăхăн курăмĕ РенийÇутă кĕмĕл тĕслĕ металл
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
186.207 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 137 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
759.1(7.87) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Xe] 4f14 5d5 6s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 128 пм
Ион радиусĕ (+7e) 53 (+4e) 72 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1.9
Электрод потенциалĕ Re←Re3+ -0.30В
Оксидлав капашĕсем 5, 4, 3, 2, -1
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх 21.02 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 0.138
Дж/(K·моль) 
Ăшăяраслăх 48.0 Вт/(м·K)
Шăрану температури 3453 K
Шăраннин пайлавла ăшши 34 кДж/моль
Вĕрев температури 5900 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ 704 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 8.85 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ гексагоналлă
Решетке периочĕ 2.760 Å
c/a танлашăнни 1.615
Дебай температури 416.00 K
Re 75
186.207
[Xe] 4f14 5d5 6s2
Рени

Истори

Д. И. Менделеев элементсен периодикăллă системипе килĕшӳллĕн Рени пулассине, ун химипе физика пахалăхĕсене, каласа хунă («двимарганец»). Элемента 1925-мĕш çулта нимĕç химикĕсем Ида тата Вальтер Ноддаксем Siemens & Halske компанин лабораториче тĕпчевсем тунă чухне тупнă. Вĕсем плтина рудипе колумбитра, каярах гадолинитпа молибденитра тупаççĕ. 1928-мĕш çулта вĕсем 600 кг молибденитран 1 г рени уйăрма пултарнă. Элемента Рейн провинцине (Ида Нодакăн тăван енне) халаласа ятне панă.

Рени геохимийĕ

Çĕр хуппиничи чи сахал элементсенчен пĕри. Кларкĕ 10−3 г/т. Геохими пахалăхĕсем периодика таблицири кӳршĕсем, анлăрах сарăлнă молибденпа вольфрам евĕрлĕ. Вĕсен минералĕсенче питĕ сахал сайра тĕл пулать. Хăшпĕр управсенчи молибден рудисем - ренин тĕп çăлкуçĕсем, вĕсен унта молибденпа çула май кăлараççĕ. Питĕ сайра тĕл пулнă Казахстанри Жезказган хули патĕнче тупнă джезказганит (CuReS4) минералта тĕл пулать. Рени сахал шайра тата колумбит, колчедан, циркон сайра çĕр элеменчĕсен минералĕсенче тĕл пулать. Раççейре экономикăлла тупăшлă пĕртен пĕр вырăн пур, унта 10-15 тонна яхăн рени пур. Ана 1992-мĕш çулта Итуруп утравĕ (Курил утравĕсем) Кудрявый (вулкан) патĕнче тупнă. . Унта рени рениит ReS2 пек тĕл пулать (чĕнтĕр тытăмĕ молибденит евĕр).

Тĕнчере рени кăларни

Рений 
Молибденит

Рени таса метал пек тел пулмасть. Молибденитра 0.2% таран тĕл пулать

2006-мĕш çулта тĕнчипе 40 тонна яхăн кăларнă. Чи нумай кăлараканни Чилири Molymet компани .

Хакĕ

Рени- хаклă металл. Хакĕ тасалăхĕпе тачă çыхăннă. Ренин 1 кг 1000 -тен 10 000 доллар таран тăрать .MinorMetal prices. minormetals.com. Тĕрĕсленĕ 17 Нарӑс уйӑхӗн 2008.

Тупăçлани

Рений 
Аммони перрениачĕ

Рени металне аммони перрениатне водородпа хĕртсе туса илеççĕ.

    2 NH4ReO4 + 7 H2 → 2 Re + 8 H2O + 2 NH3

Усă курни

Пысăк ирĕлӳ температури, химилле тĕреклĕх, катализ пахалăхĕсем (платиноидсене çывăх) пуррипе рение усă кураççĕ.

Ренине çак япаласене тума усă кураççĕ:

  • тетраэтилсвинец хушмасăр тăвакан бензин тумалли платинорени катализаторĕсем;
  • 2200 °C градус таран виçме пултаракан вольфрам-рени термопарасем.
  • вольфрам тата молибден шăранчăкĕсенче. Рени хушни çирĕплĕхĕпе пластичностьне пĕр вăхăтрах ӳстерет.
  • масс-спектрометрсенче тат ионн манометрсенче хĕрекен çип.
  • рективлă двигательсенче. Никĕль рени шăранчăкĕсенченгазтурбина двигательсен лопаткисене ăсталаççĕ.

Тата ренирен хăйне хăй тасалакан электричество контакчĕсе тăваççĕ.

188Re тата 186Re радиохастар изотопсем ӳпке ракне сыватма усă кураççĕ. Иккĕшĕ ӳте пĕр тарăнăшне кĕреççĕ (5 мм 186Re тата 11 мм 188Re), анчах 186Re çурма аркану тапхăрĕ пысăкрах (90 сехет 17 хирĕç). Технеципе химилле пахалăхĕсем пĕр пекрех пулнипе рение радиофармакологиче технеци çыхăнăвĕсене кĕртеççĕ, мĕншĕн тесен технецин çурма аркану тапхăрĕ питĕ пĕчĕк.

Рени изотопĕсем

Ренин çутçанталăкри хутăшĕнче арканман 185Re 37.4% тата радиохастар, пысăк çурма аркану тапхăрлă (1010 çул яхăн) 187Re 62.6%. 187Re бета-арканăвне рени-осми меслечĕпе рудасен ӳсĕмне тĕпчеме усă кураççĕ. Çак арканун хăваче 2,6 кэВ пĕтĕм пĕлнĕ радиониуклидсен хушшинчи чи пĕчĕкисенчен пĕри. Унсăр пуçне искуствелла тунă тата 27 радиохастар изотоп пулни паллă.


Асăрхатарусем

Каçăсем


Шаблон:Chem-element-stub

Tags:

Рений ИсториРений Рени геохимийĕРений ХакĕРений ТупăçланиРений Усă курниРений Рени изотопĕсемРений АсăрхатарусемРений КаçăсемРенийĂшăяраслăхАнгстремАнсат япалалăхВĕрев температуриВаттДебай температуриДжоульКельвинКристалл решеткиЛаттин чĕлхиМетрМольМоль калăпăшĕПăспулăмăн тата конденсациленнин пайлавла ăшшиРешетке константтиСантиметрШăраннин пайлавла ăшшиШăрану температуриЭлементсен периодикăллă системи

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

ПучинкеЮхма Мишши1899Конюшев Николай СтепановичСывлăх1470-мĕш çулсемСтерлинг ФунчĕНатураллă логарифмVПаймакФайлÇилВаршава.ggЕкĕМеркурийЛатвиРафаэльУрартуШăратавCitizendiumФондсен биржиПуш, 7Ĕпхӳ.baАрагон ЕкатериниСисĕм-илĕмНаоми УоттсНиколаев Андриян Григорьевич2010 EK139Ака, 1196БанкАкаНикитаМакаоШатраАртемьев Александр СпиридоновичНимĕç чĕлхиПатăрьел районĕАссошиэйтед ПрессПенза облаçĕOS XЭдгар Аллан ПоЦурцах (тăрăх)ТигрЧăваш пускăч хăмин калăпĕсемЙĕркелĕм (çар ĕçĕ)Левиафан (фильм, 2014)Америкăри Пĕрлешĕннĕ ШтатсемКельт чĕлхисем1972Раççей Федерацин федераци шайĕнчи хуласемПарăслă линилле карапМăкшă (юханшыв)Адольф ГитлерАтăлçи ПăлxарАйсин РусланЯжмаФумико ОрикасаИндиГаусс, Карл ФридрихÇӳллĕ шайри доменАрапсем1964Арсеньев Николай ЛаврентьевичАка, 22Benriach (виски)Чăваш хĕрарăм ячĕсем🡆 More