Самарий

Самари — лантаноидсен ушкăнĕнчи металл.

Самари / Samarium (Sm)
Атом номерĕ 62
Ансат япалалăхăн курăмĕ кĕмĕл тĕслĕ сайра çĕр металлĕ
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
150,36 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 181 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
540,1 (5,60) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Xe] 4f6 6s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 162 пм
Ион радиусĕ (+3e) 96,4 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1,17
Электрод потенциалĕ Sm←Sm3+ -2,30 В
Sm←Sm2+ -2,67 В
Оксидлав капашĕсем 3, 2
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх 7,520 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 29,5 Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх (13,3) Вт/(м·K)
Шăрану температури 1350 K
Шăраннин пайлавла ăшши 8,9 кДж/моль
Вĕрев температури 2064 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ 165 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 19,9 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ ромбоэдăрла
Решетке периочĕ 9,000 Å
c/a танлашăнни n/a
Дебай температури 166,00 K
Sm 62
150,36
4f66s2
Самари

Истори

Элемента самарскит ((Y,Ce,U,Fe)3(Nb,Ta,Ti)5O16) тупса уйăрнă. Ку минерал ятне 1847-мĕш çулта нимĕç химикĕ Розе Генрих сĕннипе В. Е. Самарского-Быховеца полковника, ту инженерне халаласа панă. Ă на Самарский-Быховец минерала тĕпчеме ярса панă пулнă.

Çĕнĕ элемента спектрометри майĕпе Франци химикĕсем Лафонтен 1878-мĕш çулта тата Лекоком де Буабодран 1879-мĕш çулта тупнă. 1880-мĕш çулта элемнта уçнине Швейцари химикĕ Ж. де Мариньяк çирĕплетнĕ. Самарин таса металне

XX ĕмĕр пуçламăшĕнче кăна уйăрма пултарнă.

Уйăрни

Самари металлне металотерми е электролиз майĕсемпе уйăраççĕ. Тĕнчипе çулталăка темиçе çĕр тонна туса кăлараççĕ, нумайрах пайне моноцит хăйăрĕнчен ионылмаштаракан смоласемпе усă курса.

Хими пахалăхĕсем

Сывлăшра самари майĕпен кислородпа хутшăнать. Малтан Sm2O3 оксид пленкипе витĕнет, кайран сарă тĕслĕ тусан пулса саланать.

Самари- хастар металл. Вăл йӳçĕксенче ирĕлет, сылăшра çунать, азотпа хутшăнса нитрид пулать, кăмрăкпа хутшăнса карбид пулать, халькогенсемпе хутшăнса 1,2,3- валентлă сульфид, селенид, теллурид), водородпа - гидрид, кремнипе - силицид, борпа - борид, фосфорпа - фосфид, мышьякпа - арсенид, сурьмапа - антимонид, висмутпа - висмутид тата пĕтĕм галогенсемпе.

Изотопĕсем


Усă курни

Магнит материалĕсем

Самари хăватлă магнитсем тунă çĕрте анлă усă кураççĕ. Кобальт тата ытти метал хутăшĕсенче.

Термоэлектрика материалĕсем

Нумай пулмасть SmSр пысăк КПД-па (50% яхăн) термоЭДС генерациленине палăртнă. ). 130°C таран ăшăтсанах (сахал потенциаллă ăшшă усă курассин малашдăхне палăртать) электроэнерги тăвакан КПД 67—85 % çитме пултарать (термоэлектронла эмиссипе е термоэлементсемпе пĕрле ĕçлетерсен).

Паянхи кунах опытла генераторсем ăшă двигатĕлĕсемпе (çав шутра Дизель тата Стилинг двигатĕлĕсемпе) тупăшма хатĕр.

Самари радиаци çирĕплĕхĕ пысăк пулнă май, самари моносульфичĕнчен ăшша тӳрех электричествăна куçаракан реакторĕсене тунă çĕрте усă курма пулать.

Пусăм туякан материалсем

Самари моносульфичĕ чи лайăх Пусăм туякан материалсен шутне кĕрет. Ăна пусăм туякан датчиксем тунă çĕрте усă кураççĕ.

Ядерлă энергетика

Самари ăшă нейтронсене лайăх çăтнине пула (6800 барн) ядерла энергетикăра атомни реакторĕсен хăватне ылмаштарма усă кураççĕ. Нейтронсемпе лайăх çăтакан ытти элементсемпе танлаштарсан (бор, кадми), вăл реактăрта "çунса каймасть". Нейтрон çăтнă хыççăн самари ытти изотопĕсем те нейтронсене лайăх çăтаççĕ. Нейтронсене чи вăйлă çăтакан изотоп Самари-149 (41000 барн).

Магнитокалори эффекчĕ

Самарипе стронци манганачĕсем питĕ пысăк магнитокалориллĕ эффектпа палăраççĕ, магнитла холодильниксем тунă çĕрте усă курма пултараççĕ.

Вуламалли

Асăрхаттурусем

Каçăсем


Самарий 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.


Лантаноидсем
Лантан | Цери | Празеодим | Неодим | Промети | Самари | Европи | Гадолини | Терби | Диспрози | Гольми | Эрби | Тули | Иттерби | Лютеци

Tags:

Самарий ИсториСамарий УйăрниСамарий Хими пахалăхĕсемСамарий ИзотопĕсемСамарий Усă курниСамарий Магнит материалĕсемСамарий Термоэлектрика материалĕсемСамарий Пусăм туякан материалсемСамарий ВуламаллиСамарий АсăрхаттурусемСамарий КаçăсемСамарий

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

C++Тома��Штаб-хваттерВикивулавăш1948Карл II (Англи патши)1965СунасМадуров Дмитрий ФёдоровичDon’t Worry, Be HappyСулланусемПуракМунчалаЯмпахГеографиАйташ Юрий ГригорьевичДелфтЙоханнесбургЧăваш ВикипедийĕРуçТибр1975УдмуртсемБританиГубкаДиафрагма (анатоми)Черняховск1911Чăваш чĕлхиРаштав, 7Никитин Анатолий Никитич1854ИсториКутузов Михаил ИлларионовичРоттердамДрозд Максим ГеоргиевичМобилизациФилонов Павел НиколаевичФутболТусанçăтăшШвейцер танмарлăхĕIMDBЗамбиÇипЛатин чĕлхиХысаВĕçенкайăкÇăмах шăрпăкĕБориМускавЖеневаРаççей ФедерацийĕÇĕрJavaScriptАхтубаСтарикова Светлана ИвановнаЮпа, 14СиднейКарап хумĕШăмăршă районĕЕртӳçĕКоков Валерий МухамедовичСаранскМольерАртур Конан Дойл🡆 More