Вĕрентевçĕ

Вĕрентевçĕ — ыттисене вĕрентес ĕçпе пурăнакан çын, професси.

Çавăн пекех ăна вĕрентекен, вĕрентӳçĕ, педагог е учитель теççĕ.

Вĕрентевçĕ
Вĕрнтекенпе вĕренекен (Вăтам ĕмĕрсенчи миниатюра)

Тăтăшах вĕрентекен кашни вĕренекен тата вĕсен йышĕ валли ятарлă методикана, педагогика ăслайĕсене шута илсе алла илет е вĕсене хăй шутласа кăларать.

Конфуций çапла çырать:

« Вĕрентӳçĕн сăвап ĕçĕ — вĕренкенĕн шухăшлавне çĕнĕ перспектива уçса парасси.
Конфуций
»

Профессин кунçулĕ

Вĕрентевçĕ 
Пĕлӳ кунĕ
Вĕрентевçĕ  Мы все учились понемногу,
Чему-нибудь и как-нибудь.
Александр Пушкин
Вĕрентевçĕ 

<Йĕркепĕрĕн куçарни: Эпир пурте кăшт-кашт вĕренкеленĕ, / Ăна-кăна, апла-капла.>

Вĕрентевçĕ  Каплах пулсан ытла инçе те каймĕ —

Кулсах пултарĕç педагог тума.
Анчах вăл халăх мансăрах нумай вĕт,
Ачи те çуралать те... Мĕн ĕç ман!

Аюх! Манран ача пăхса пулаймĕ <...>
Петĕр Хусанкай
Вĕрентевçĕ 

Учитель е вĕрентевçĕ

"Учитель" сӑмах чӑваш чӗлхишӗн ют пулнине тахҫанах асӑрханӑ эпир. Мӗнле калас, вӑл сӑмах "чӗлхе илемне пӑсать": ӗне ҫине вырнаҫтарнӑ йӗнер пек... Ентӗ журналистсем ку профессие "вӗрентекен" сӑмахпа палӑртма пуҫларӗҫ. Тӗпрен илсен, манӑн ку телӗшпе ӳпкев-тиркев таврашӗ ҫук. Калӑпӑр, ку сӑмахпа 80-90 ҫул каялла Хумма Ҫеменӗ анлӑн усӑ курнӑ /"Ача чухнехи" повеҫе аса илӗр/. Ҫапах та ку терминӑн ҫитменлӗхӗсем те пур: палӑртаслӑхӗ, татса каласлӑхӗ ҫителӗксӗр. "Вӗрентекен" тени япала ячӗ пек мар, эпитет майлӑрах янӑрать. Ара, -акан, -екен причасти тӑвакан аффикссем шутланаҫҫӗ. Хальхи вахӑтри причасти тӑваканнисем. Ҫавна кура учителе вӗрентекен мар, вӗрентевҫӗ темелле: "Тен, "вӗрентӳҫӗ" сӑмах вырӑнлӑрах?" — тейе тепӗр вулакан. Ҫук пулӗ. Мӗншӗн тесен "учитель" сӑмах профессие ҫеҫ мар палӑртать. Унӑн тепӗр — анлӑрах, "философиллерех" пӗлтерӗшӗ те пур. Калӑпӑр, "И.Я. Яковлев — учитель чувашского народа" тенинче вӗрентевҫӗ е вӗрентекен мар, шӑпах ВЕРЕНТӲҪӖ пирки сӑмах пырать. Пӗлтерӗшсем ҫапла пайланса е сапаланса кайни чӑваш чӗлхинче час-часах пулать: тӗслӗхшӗн е кӑсӑкшӑн "ҫыравҫӑ" тата "ҫыруҫӑ" ӑнлавсене танлаштарса аса илер.

Квалификаципе регистраци

Вĕрентекен пулас тесен малтан университетра е институтра вĕренмелле. Вĕренте пуçлас умĕн патшалăх вĕсене сертификацилет. Раççейре те Чăваш Енре те вĕрентекенсем пулас текеннисем 3-5 çул вĕренмелле.

Асăрхавсем

Çавăн пекех

Каçăсем

Tags:

Вĕрентевçĕ Профессин кунçулĕВĕрентевçĕ Учитель е вĕрентевçĕ[2]Вĕрентевçĕ Квалификаципе регистрациВĕрентевçĕ АсăрхавсемВĕрентевçĕ Çавăн пекехВĕрентевçĕ КаçăсемВĕрентевçĕ

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

МичĕтТранспортХасар хаканлăхĕКондотьерНеронАлфавитКобургОсиекКувейтАвстрали1962Хупăллă çĕрулмиРынокАстрофизикаАнтарктикăри историПавловоÇĕрпӳ уесĕФранциЛогарифмЖилина енĕЕвропаКит евĕрлисемФилиппинсемМопедКурăкОслоУэльсТирекОкеанЛаптăк тăрăх йĕркеленĕ патшалăхсен ят-йышĕАйсин РусланТашкентХип-хоп (мусăк жанрĕ)МеряБрянск облаçĕПатăрьел районĕЧăваш Республикин Наци библиотекиХырăмлăх ракĕÇурçĕр пăланӗДанте АлигьериМахатма ГандиЯпониÇăткăнниСеулМазхабĕ.skПуш, 20Хрущёв Никита СергеевичДреговичсемИслам.bg.myПарижПи хисепĕн кунĕДананг1905Джорджи1957Пельш Валдис ЭйженовичВысоцкий Владимир СемёновичГорбачёв Михаил СергеевичНенец автономиллĕ тăрăхĕWayback MachineТеннесин841Шунтал районĕĔлĕкхи вырăс чĕлхи1705ПольшаПитер ОппенгеймерОманКельт чĕлхисем🡆 More