Синтаксис Субъект

Субъект, — пуплерĕшĕн тĕп пайташĕсенчен пĕри.

Синтаксис Субъект Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Субъект пăхăр.

1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче хуçа терминпа усă курнă. Каярахпа, вырăс чĕлхи çине пăхса, подлежащи тенĕ. Ăна форма, грамматика пĕлтерĕшĕ, пуплерĕшĕн шухăш тытăмĕ тăрăх палăртаççĕ. Форма критерийĕ тăрăх подлежащи тĕп ӳкĕмре тăмалла: Аннушкин кухньăналла утрĕ (Талвир). Апла пулин те тĕп падежри кашни сăмахах подлежащи пулмасть. Тĕслĕхрен, Пĕр ирхине поезд вăрман хĕрринчи ял çумĕпе иртсе пычĕ (В.Алент.) пуплерĕшри паллă тунă япала ячĕсенчен поезд сăмах çеç подлежащи пулать, мĕншĕн тесен вăл ĕç субъектне пĕлтерет. Пуплерĕшĕн шухăш тытăмне Туслă çемьен тăваттăмĕш членĕ — Ергунова (Маяксем) йышши тĕслĕхсенче шута илмелле.

Подлежащин сăпатпа хисеп формисем нумай чухне каланăлăхра палăраççĕ: Кивви çĕннине хăй тĕллĕн, кĕрешӳсĕр парăнмасть (Г.Хл.); Пĕррехинче эпĕ хамăр пахчара шурă кăвакарчăн тупрăм (Илпек); Эпир пысăк юхăмран çăлăнса çыран хĕрне тухрăмăр, япаласене пушатрăмăр (В.Гол.). Сăпатпа хисеп формисем каланăлăхра сăнланмасан та пултараççĕ: Эпĕ нихçан та никама усал сунман, Инна (Маяксем).

Подлежащи вырăнĕнче хăй пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем тĕл пулаççĕ. Анлăн сарăлса выртать Атăл улăхĕ (Элкер); Кăнтăрла иртейнĕ(Трубина); Юрă-па пĕтĕм урам хушши янăраса пы-рать (Хумма Ç.); Чăнни яланах çиеле тухать (Агаков); Иксĕмĕр калаçкаласа ларатпăр (Трубина); Вăт кайăк тăк кайăк ку (Элкер); Ача-пăчана шанакан хăрах куçлă пулакан (Ват. сăм.).

Пуплерĕш хăй пĕлтерĕшлĕ тата пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсен пĕрлешĕвĕнчен те пулма пултарать: Михха майлисем утрава тара парасшăн (Н.Мр.).

Пуплерĕшре каланăлăх ушкăнĕсене пĕр-пĕринчен палăртса уйăрнине кăтартнă чухне тĕп пайташсем хушшине тире лартаççĕ: Халăх вăл — тӳре-шара та, улпут та, сутуçă та мар (Юхма); Платтун — лаша çулĕ çинче (Талвир). Палăртса калас тĕллев çук пулсан тиресĕрех çыраççĕ: Çырма сарлакăшĕ пилĕк-ултă метр (Б. Шор.); Эсĕ шурă пански носкипе, калушпа (Маяксем).

Ăнлав валли урăх сăмахпа усă курас ыйту

Подлежащи чăваш чĕлхишĕн варваризм е çурма варваризм пулса тăрать. Çавна кура унпа усă курма меллех мар. Тĕнчери чылай чĕлхере субъект теççĕ. Ку сăмахăн чăваш чĕлхишĕн варваризмала паларăмĕсем нумаях мар е вĕсем пачах та çук. Тĕрĕссипе каласан вăл, субъект тени, пурпĕрех пур, ăна чĕлхерен катертме май та çук. Скобкăсенче "лингвистика" е "синтаксис" тесе палăртма пулать.

Литература

  • Андреев И.А. Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем. I пайĕ. Ш., 1973;
  • Андреев И.А. Чăваш чĕлхи. Синтаксис. 8—9 классем валли. Ш., 2001;
  • Андреев И.А. Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕ. Тĕрĕс çырмалли правилăсем. 2-мĕш кăл. Ш., 1992.


Пуплерĕш пайташĕсем
Субъект | Каланăлăх | Туллилетев | Каланăлăхташ | Паллăлăх

Tags:

1920-мĕш çулсем1930-мĕш çулсемВырăс чĕлхиГрамматикаПуплерĕшĕн тĕп пайташĕсемӲкĕм

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Вӑрман чăрăш кайăкĕШут (финанс)Жавель шывĕАнтонова Наталия СергеевнаФотонАслă БританиАвтотиеттерĕш.thЯн ВермеерМеккаИккĕмĕш Тĕнче вăрçиВостротин Валерий АлександровичЫтларикунАссошиэйтед ПрессРуаль АмундсенЛыхы-ЯхаМари-Агнес Штрак-ЦиммерманТурциМинералЭминеАвăн, 6Мишина Ксения АлександровнаНепалЧĕлхеБухараМоцарт Вольфганг АмадейҪимӗҫХерсонХрущёв Никита СергеевичРичард НиксонМонгол-пăлхар çапăçăвĕ (1223 е 1224)НеронХаркамлăхЮпа, 29Артур Конан Дойл2008Айташ Юрий ГригорьевичЧăваш халаплăхĕ1809КочмаЕгипетИспаниЭукариотсем701Горбачёв Михаил СергеевичМрамор тинĕсĕБарак ОбамаУдмуртсемМикки МаусТвиттерПуракПрограммăлав чĕлхиГубкаMozilla FirefoxМонпельеМитта Ваçлей ячĕллĕ премиХистевлĕ пайăркалавБеларуçПыл курăкĕТуркменистанЧекист (фильм)Баума (Цюрих)Çу, 25Нехтă800🡆 More