Босфор

Босфор (туркк.

Дарданеллăпа пĕрле — Хура тинĕсе Вăтаçĕр тинĕсĕпе пĕрлештерет. Пролив хĕрринче вырнаçнă Стамбул (ĕлĕкрех Константинополь)ăн икĕ çыранне те йышăнать. Пролив тăршшĕ 30 çухрăм, чи сарлака вырăн — 3 700 метр, чи ансăр вырăн — 700 метр. Форватер тарăнăшĕ — 36-124 метр.

Босфор
Спутникран тунă Босфор сăнĕ

Ячĕ

Халапа ĕненес пулсан пролива Аргосри патша хĕрĕн ятне панă. Зевс Ио ятлă хĕре юратнă пулнă. Арăмне, Герăна, çиллентерес мар шухăшпа Зевс хĕртен ĕне туса хурать. Ио, çăлăнăç шыраса, шыва сикет. Çапла май пролива «ĕне каççи» теме пуçланă.

Кун-çулĕ

Пролив 7500-5000 пин çул каялла йĕркеленнĕ. Ăсчахсем шутланă тăрăх юлашки пăр тапхăрĕн вĕçнелле Вăтаçĕрпе Хура тинĕсри шыв калăпăшĕ самай нумайланса кайнă пулнă. Çав шыв вара çул шыраса пĕр-ик хушшинчех çак пролива туса хунă пулать.

Çул-йĕр

Пролив çыранĕсене икĕ кĕпер çыхăнтарать: Босфор кĕперĕ (1973 çулта тунă) тата Мехмет Фатих Султанăн кĕперĕ (1988 çулта тунă). Виççĕмĕш кĕпер тăвас шухăш пур, анчах та ăна ăçтарах вырнаçтарасси хальлĕхе паллă мар — Турци правительстви кĕпер тума шутланă вырăнти çĕр хакланса кайма пултарассинчен шикленсе пулас кĕпер вырăнне пĕлтересшĕн мар.

Çавăн пекех «Marmaray» чукун çул тоннелне ăсталаççĕ — ăна 2012 çул тĕлне туса пĕтерме палăртнă.

Tags:

Вăтаçĕр тинĕсĕГрек чĕлхиКонстантинопольМрамор тинĕсĕСтамбулТурккă чĕлхиХура тинĕс

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Юпа, 8ЙĕкевЛандшафтӲнер пĕлĕвĕЛазерПыл курăкĕĔнчĕ хăлха çаккиллĕ хĕрКурăнакан пайăркалавАпулиЛондонnxv5zПӑлхарсемЙытăGoogle Максимилиан КрахОпалФилонов Павел НиколаевичЛенфильмТихановская Светлана Георгиевна.li1193Николаев Андриян ГригорьевичФаулз Джон1921Раççейри чĕлхесен ят-йышĕ, калаçакансен шучĕпеВикипедиАлматыТуркменистанСулахай фронт (Раççей)Ультрафиолет пайăркалавВолгоград облаçĕЧулхулаСĕннĕлĕхЭрмениДиафрагма (анатоми)Алран кайми аки-сухи (юрă)Арапов Владимир ЯковлевичЧӑвашсемХСтарикова Светлана ИвановнаÇу, 9ЙывăрăшсăрлăхГубка800.crÇулăм (фильм, 2020)ЖеневаКоков Валерий МухамедовичФранциЮпа, 25ТанзаниНарăс, 3Антонова Наталия СергеевнаМадуров Дмитрий ФёдоровичАксуВырăс ВикипедийĕDon’t Worry, Be HappyОстеохондрозÇĕртме, 24СурьмаКосмогониGoogle (пĕлтерĕшсем)РембрандтУдмуртсемДелфтЮпа, 11🡆 More