Панама е Панама Республики — Тĕп Америкăра Кариб тинĕсĕпе Лăпкă океан хушшинче, Панама пымакĕнче вырнаçнă.
Анăç енче Коста-Рикăпа, тухăçра Колумбипе чикĕленет; çĕр лаптăкĕ — 75 517 тв. çм; шĕкĕр хули — Панама Сити.
Kунта тинĕсçум тропиклă климат; питĕ нӳрĕклĕ, пĕлĕтлĕ кунсем-каçсем тăраççĕ. Çу уйăхĕнчен кăрлача çити - çумăр тапхăрĕ, кăрлăчран çу уйăхĕ таран — типшек сезонĕ. Çĕр пичĕн чылайăшĕ пĕр пек тӳрĕ мар: тусемпе айлăмсем умлă-хыçлă. Чи çӳллĕ вырăнĕ - Де Чирики (Volcan de Chiriqui) вулканĕ (3,475 м). Çĕр айĕнче - пăхăр упранăвĕсем пур, вăрман-йывăç нумай, гидроэлектростанцисем туса лартма хăватлă юханшывсем пур, пулă тата креветка ĕрченĕ вырăнсем те чылай.
Панама çĕрĕсенче хăватлă урагансем тата вăрман çуннисем те пулса иртеççĕ. Юханшывсене ялхуçалăх ĕçĕсен мăшкăлтăк шывĕсене кĕртсе яраççĕ, çавсем пирки пулă ĕрчетес ĕçсене сиен кӳреççĕ. Ним шута илмесĕр тропик вăрманĕсене касни çĕр тухăçне-пуянлăхне начарлатать, тăприсем çумăр шывĕн юхăмĕпе Панама каналне çитсе тултараççĕ.
Йышлăхĕ 3 232 пинĕ çын (2005). Çав шутра:
Çĕршывра тĕн енĕпе:
Панамăра икĕ чĕлхе сарăлнă:
Шаблон:Панама темăсенче Шаблон:Панама президенчĕсем
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Панама, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.