Хура Аист

Хура аист — кайăк.

Çунаттин тăршшĕ 52,5- 59,6 сантиметр,сăмсин - 17,7- 19,5, йывăрăшĕ 2800- 3000 грамм. Хура аист- вăрăм мăйлă,вăрăм ураллă, пысăк та тӳрĕ сăмсаллă пысăк вĕçен кайăк. Çӳлти сăмси аялтинчен вăрăмрах тата аялалла çекел пек усăнса тăрать. Вăрăм çинçе урисем тексĕр. Пуçĕ тăрринче тата куçĕсем тавра çара ӳт- тир лаптакĕ пур. Çунаттисем вăрăм, вĕсен вĕçĕ çавракарах. Урисем пĕчĕк те хытă хупăсемпе витĕннĕ. Хура аист Африкăра хĕл каçнă хыççăн пирĕн тăрăха ака уйăхĕнче вĕçсе килме пултарать. Пурăнма вăл чи пысăк вăрмансене çеç суйласа илет. Йăвине вăрманти юхан шыв, кӳлĕ е шывлă шурлăх патенчен инçех мар çавăрать. Апатне те шыв çывăхĕнче тупаççĕ. Кунта пулăсене, йытпуллисене, шапасене, раксене тытаççĕ. Çавăнпа пĕрлех хурт-кăпшанкăна, ăмансене пуçтараççĕ. Асăрханă тăрăх, аистсем шапасене, калтасене, хурăн пуçлă çĕленсене те тытаççĕ.

Хура Аист

Хура аист ами çу уйăхĕнче йăвара 3- 5 çăмарта тăвать. Перремĕшне тусанах аистсем пусса ларма пуçлаççĕ. Çавăнпа çăмартаран тухакан чĕпсен ӳсĕмĕ пер пек мар. 35- 37 кунтан çăмартасенчен уçă куçлă, шурă мамăклă чĕпсем тухма пуёлаççĕ. Малтанах вĕсем питĕ имшеркке. 15- 16 кунтан тин ура сине тăма пуçлаççĕ. 35-70 кунхисем йăвара утса çӳреççĕ. Вĕсен çак вăхатра тĕкĕсем ӳссе çитĕнеççĕ, часах йăваран тухса çывахри йывăçсем çине куçса ларма тытçнаççĕ, вĕçме пуçлаççĕ, çемьерен уйрăлаççĕ. Майĕпен кăнтăралла куçма пуçлаççĕ.

Хура аистсен йышĕ тĕнчипех питĕ пĕчĕккĕ. Пирĕн тăрăхра вĕсене Сăр тавраш\нчи сĕм вăрманта çеç асăрханă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре çак вĕçен кайăксем йăва туса ĕрчеме пăрахнă пулмалла. Вĕсем çинчен нимĕнле хыпар та çук. Чăваш ене вĕсем вĕçсе килессе шанас килет.

Литература

  • Бейчек В., Штясны К. Птицы. Иллюстрированная энциклопедия. М.: Лабиринт-пресс
  • Акимушкин И. Мир животных. Птицы, рыбы, земноводные и пресмыкающиеся М.: Мысль 1995
  • Красная книга Российской Федерации М.: АСТ 2001
  • Ганзак Я. «Иллюстрированная энциклопедия птиц». Прага: Артия 1974
  • Жизнь животных т.6. Птицы М.: «Просвещение» 1986.
  • Н. Шпиленок «Белый аист. Посланец неба. Чёрный аист. лесной отшельник» М.: Издательство Белая ворона
  • Ивановский В. В., Самусенко И. Э. Привлечение чёрного аиста на искусственные гнездовья // Аисты: Распространение, экология, охрана: Материалы I и II Всесоюзных совещаний рабочей группы по аистам ВОО. — Мн. — 1990. — С. 212—214.

Каçăсем

Tags:

АкаАфрикаХурт-кăпшанкăШапасем

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

1899Çутçанталăк ресурсĕсемАвстриСӳленккеИ.Я.Яковлев халалĕĂста тата Маргарита (фильм, 2024)Викки-кĕнекеТăван Çĕршывăн Аслă вăрçиC++Кăрлач, 5Натураллă логарифмФайлКремль çăлтăрĕсемШтурмин Геннадий ВладимировичБельгиКалпакТуçи Карабахри хĕçпăшаллă хирĕçтăру (2020)Туçи мари чĕлхиGoogle (компани)548Карл II (Англи патши)URLUNIXАлматыЭстони.slВарай ВикипедийĕВăрçăХам (Цуг)Ĕмĕр сакки сарлака (роман)Кантăрла вĕлтĕренЛеопардКуала-ЛумпурЛютецийХарьковАка, 241922ОрганизмНиколаев Андриян Григорьевич1964Сисĕм-илĕмМесек1865Алран кайми аки-сухи (юрă)Елюккасси.zm1785ЫтларикунВикиманиThe New York TimesАвтор тивĕç-ирĕкĕ.mcISO 4217Хуран кукли.beКерамика1263Çуллахи вăхăтЮхма МишшиЭрнекунÇутçанталăкИрçе чĕлхиÇемен ЭлкерКорпускула-хум дуализмĕПанăлăхсемҪӗнӗ Ратуша (Ганновер)Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕĔпхӳÇӳллĕ шайри доменЛандшафт🡆 More