Сиктĕрме-Хусанкай (тут.
Чăвашсем пурăнаççĕ. Петĕр Хусанкай поэт çуралса ÿснĕ ял пулнипе паллă. 1981-мĕш çулччен яла Сиктĕрме тенĕ, 1981-2004-мĕш сулсенче — Хусанкай, 2004-мĕш сул хыççăн — Сиктĕрме-Хусанкай.
Ял Сиктĕрме-Хусанкай Сиктĕрме-Хусанкай
|
Ĕнчĕ шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Уй-хирлĕ, хура тăпраллă вырăн, вăрмансем питех çук. Район центрĕ, Пасарлă Матак, ялтан 16 километрта, çурçĕререх, ларать.
Ялти урамсен вырăсла ячĕсем: Магазинная улица, Клубная улица, Верхняя улица, Нижняя улица, Школьная улица, Молодежная улица, Майская улица. Чăвашла ятсем паллă мар.
2002-мĕш çулта ялта 250 çын пураннă, вĕсенчен 77% — чăвашсем.
Культура çурчĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул, аптека, пульницца, лавкка, Сăвапла Микулай Туррăн чиркĕвĕ, Петĕр Хусанкай музейĕ пур.
И.И.Казанков инвестор пулăшнипе (2004-мĕш çултанпа 1 миллиард тенкĕ ытла хывнă) "Хузангаевский" СХПК çĕкленнĕ. Вăл 14 гектар йышанать. Унта 14склад, арман, çанăх усравăшĕ, çăкăр пĕçереш, тип çу цехĕ тата макарон цехĕ (спагетти тăваççĕ) пур. Тĕп ĕç — Марий-Эл республикинчи "Звениговский" совхоз валли выльăх апачĕ хатĕрлесси.
Сиктĕрме ялне XVIII ĕмĕр Ерепьел , Хурата, Чăваш Пăрнай çыннисем никĕсленĕ. Асăннă ялсенчен малтанхи иккĕшĕ халĕ те пур, тепринче, Ерепьелте, 2002-мĕш çулта унта 7 (çичĕ) тутар çеç пурăннă. Паянхи кун тĕлне вăл ял пачах та çук. Çапла вара, Сиктĕрмене таврари чи ватă чăваш ялĕ тееймĕн. Апла пулин те ăна таврара "Кивьял" ятпа та пĕлнĕ.
Тутарстанти Элкел районĕнчи чăваш ялĕсен йышĕн пĕр версийĕ ак çапла: Анат Качаел (Нижнее Качеево), Анатри Ҫӗньял (Нижнее Колчурино), Аппак (Аппаково), Кивӗ Матак (Старые Матаки), Кивӗ Тахтал (Старая Тахтала), Кивӗ Тӑмпа (Старая Тумба), Пасарлӑ Матак (Базарные Матаки), Пурисел (Борискино), Сушка, Ҫӗнӗ Сиктерме (Новая Сихтерма), Ҫӗнӗ Тахтал (Новая Тахтала), Тури Ҫӗньял (Верхнее Колчурино), Тури Качаел (Верхнее Качеево), Тепелкей Матак (Верхние Матаки), Тутар Шапка (Татарское Шапкино), Тяжбердино, Хӑрата (Старая Худара), Хуракӳл (Каракули), Хусанкай (Хузангаево), Чӑваш Парнайӗ (Чувашское Бурнаево), Чӑваш Шапка (Чувашское Шапкино), Черная Речка, Чувашский Брод.
Петĕр Хусанкай (Хусанкай Пётр Петрович) (1907, кăрлач, 22 Сиктĕрмe (халĕ Хуcанкай ялĕ, Тутарстанăн Элкел районĕ), Хусан кĕперни — 1970, пуш, 4 Шупашкар, Чăваш АССР) — поэт, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач. СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх сăвăçи (1950). К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх премийĕн лауреачĕ (1967), Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лаурeачĕ (1969). Чăваш АССР тата РСФСР Аслă Канашĕсен депутачĕ пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех РСФСР тата СССР ÇП правленин пайташĕ пулнă. Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче, Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче, Мускаври аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ. Аслă Атилĕх вăрçине хутшăннă. Вăрçăра çар журналисчĕ, дивизи хаçачĕсен ĕçлевçи пулнă. Вăрçăри хаюлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тата медальсене тивĕçлĕ пулнă. 1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Сиктĕрме-Хусанкай, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.