Туркай Валери Владимирович

Воробьев Валерий Владимирович (Кĕскен: Валери Туркай, псевдоним) — (1961 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕ, Хырай Ĕнел ялĕ, Комсомольски районĕ, Чăваш АССР, СССР çур.) — чăваш сăвăçи, куçаруçи, публицисчĕ, пĕрлĕх ĕçченĕ.

Туркай Валери Владимирович Туркай хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

ССРП ÇП пайташĕ (1991), чăваш халăх сăвăçи (2003).

Туркай Валери
Воробьев Валерий Владимирович
Туркай Валери Владимирович
Валерий Туркай. 2014 çул, юпа уйăхĕ.
Çуралнă вăхăт: 1961 çулхи ака, 17
Çуралнă вырăн: Хырай Ĕнел ялĕ, Комсомольски районĕ, Чăваш АССР, ССРП
Гражданлăх: Туркай Валери Владимирович ССРП Туркай Валери Владимирович РФ
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, тăлмач, публицист, пĕрлĕх ĕçченĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1977 - х.в.
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс, тутар
Чыславсем: «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орденĕн медалĕ

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тутарстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премин лауреачĕ, Пушкăртстан Республикин М.Карим ячĕллĕ премин лауреачĕ, Остер хулин (Украина) хисеплĕ гражданинĕ.

Кун-çулĕ

Валерий Воробьев 1961 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă.

И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнче, ГИТИС çумĕнчи театр курсĕсенче вĕреннĕ. Чăваш АССР ÇП органĕсенче, «Молодой коммунист» хаçатра, «Хавхалану» тулли мар яваплă юлташлăхра, Чăваш Енри профессиллĕ çыравçăсен пĕрлешĕвĕнче ĕçленĕ.

2014 çулхи юпан 16-мĕшĕнче Валерий Владимировича Хыпар хаçатăн тĕп редакторĕ пулма çирĕплетнĕ.

Килйыш

Пултарулăхĕ

Пĕрремĕш сăвви 1977 çулта Комсомольски районĕн хаçатĕнче кун çути курнă. Унăн «Çăлкуç çути» (1989), «Шурă фарфор чашăк» (1994), «Турă питĕнчи куççуль» (1996), «Пурăнатпăр-ха!» (1999), «Вĕçленми Вĕçев» (1999), «Чунăм, манăн чунăм...» (2003), «Ночь-мелодия» (2004), «Ку эпĕ _ Валери Туркай» (2013) кĕнекисем тата ыттисем пичетрен тухнă. Унăн пьесисемпе Çамрăксен театрĕнче «Телейпе юнашар», Чăваш академи драма театрĕнче «Каçар мана», «Ăçта эс, çăлăнăç?» спектакльсем лартнă. 2010 çулта мăшăрĕпе Ольга Туркайпа пĕрле «Лауреаты Международной премии имени Михаила Сеспеля» кĕнеке кăларнă. 2011 çулхине вара «Моя бунтарская карма» публицистика кĕнеки кун çути курнă. Унăн сăввисемпе вуншар юрă хывнă. Муса Джалиль, Мустай Карим, Габдулла Тукай, Расул Гамзатов, Кайсын Кулиев, Алим Кешоков, Валентин Колумб тата ыттисен сăввисене чăвашла куçарнă, уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă. Туркайăн сăввисене вырăс, тутар, азербайджан, украин, латыш тата ытти чĕлхесене куçарнă.

Пĕрлĕх ĕçĕ

Валерий Туркай Шупашкарта официаллӑ мероприятисенче чӑвашла баннерсем ытларах кирлĕ тесе админстрацине çыру янӑ. Тӳре-шара поэт ыйтӑвне илтнӗ: ытларах та анлӑрах усӑ курма шантарнӑ.

Республикăри ялсенче Туркай вулавсем ирттерет.

Асăрхавсем

Çав. пекех

Каçăсем

Tags:

Туркай Валери Владимирович Кун-çулĕТуркай Валери Владимирович ПултарулăхĕТуркай Валери Владимирович Пĕрлĕх ĕçĕТуркай Валери Владимирович АсăрхавсемТуркай Валери Владимирович Çав. пекехТуркай Валери Владимирович КаçăсемТуркай Валери Владимирович1961Комсомольски районĕСССРХырай ĔнелЧăваш АССРЫйтусем

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Роберт Де НироСарăту облаçĕАПШ1964Лабрадор-ретриверЧăхХолоп (фильм)Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи.baГазпромХристианлăхЯпониХункăриМеркурийЮпа, 23Нуклонсаpла хĕçпăшалСефидрудАссошиэйтед ПрессКремль çăлтăрĕсем13481785Болгaр чĕлхиИрçесемАвторитаризмШывармань (опера)Хуран куклиАка, 23Харкамла харпăрлăхАлеут-медный чĕлхиВольфганг КубикиЧернобыль (фильм, 2021)ФотейÇăлтăрАлматыСывлăхМари-Агнес Штрак-ЦиммерманВикиампар1988КиреметÇутăТăрăх (координат)Амасья (ил)ИнтерстелларМаксимилиан КрахBenriach (виски)Ăста тата Маргарита (фильм, 2024)Юхма Мишши.aiЙĕркелĕм (çар ĕçĕ)Брэдбери Рэй1681Лаптăкӗсене кура йĕркеленĕ патшалăхсен ят-йышĕВикиверситетРуç королĕÇĕнтерӳ кунĕÇурăм шăммиПрозаГуманитарилле ăславсемМарсМакедони Александрĕ.ilСеливанов Дормидонт ИвановичЯпон шăланĕНиколаев Николай НиколаевичĔмĕр сакки сарлака (роман)Вăтам ĕмĕрсемII ĕмĕр🡆 More