Вăрçă

Вăрçă — политика пĕрлĕхĕсен (патшалăхсем, йăхсем, политика ушкăнĕсем тата ыттисем те) хушшинче тухнă хĕç-пăшаллă хирĕçӳ.

Карл Клаузевиц çырнă тăрăх, вăрçă вăл урăх мелсем çине куçнă политика çеç. Вăрçă вăхăтĕнче хĕç-пăшалпа кăна мар, çавăн пекех экономика, дипломати, тата ытти мелсемпе те усă кураççĕ.

Вăрçă пуçланса кайни, унăн тĕсĕсем

Вăрçăсем пуçланса кайнин тĕп сăлтавĕ — политикă ушкăнĕсем хăйсен тулашĕнчи тата шалти пулăмĕсене пурнăçа кĕртес шутпа хĕç-пăшаллă вăйĕсемпе усă курни.

Тепĕр енчен, европа обществисем, XX ĕмĕрте çав тери аркатуллă вăрçăсем алхаснă хыççăн, лăпкăлăхра пурăнма тăрăшаççĕ. Вĕсем темле улшăнусенчен питĕ хăраса пурăнаççĕ. Çакна совет обществинче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçленнĕ хыççăн «Вăрçă çеç ан пултăр» идеологема питĕ уçăмлă кăтартать.

XIX ĕмĕрте çарсене халăха вăрçма мобилизацилеме ксенофоби сĕмĕпе усă кураççĕ.

Вăрçă сăлтавĕсем тата тĕсĕсем

Ӳкĕтленӳ (пропагандă) енĕпе вăрçăсене икĕ ушкăна пайлаççĕ:

  • тĕрĕслĕхшĕн çапăçнисем. Ку вăрçăсем шутне ирĕке кăларакан вăрçăсене кĕртеççĕ.
  • тĕрĕсе хирĕç çапăçни. Ку вăрçăсен тĕллевĕ — çĕнĕ çĕрсене тытса илесси, е колонилесси. Тĕнче прави тăрăх ку вăрçăсем тĕнче шайĕнчи преступлени шутланаççĕ.

Вăрçăна сарални шайĕпе вырăнти тата тĕнче хирĕçĕвĕсем пулаççĕ.

Вăрçăн историллĕ тĕсĕсем

Авалхи вăрçăсем

Вăрçă 
«Зама патĕнче çапăçни» ӳкерчĕк, п.эрч. 202 ç. Корнелис Корт ӳкернĕ (1567)

Вăтам ĕмĕрсенчи вăрçăсем

  • Тĕн вăрçисем: Хĕреслĕ харçăсем, Джихад;
  • Династи вăрçисем (тĕслĕх, Йăм хĕрлĕ тата Шурă розă вăрçисем Анкăл);
  • Тĕп чăмăртануллă патшалăх тăвас вăрçăсем;
  • Çĕр ĕçченсен патшалăх тытăмлăхне хирĕç вăрçă-пăлхавĕсем (тĕслĕх, Жакери Францире, Раççейре Иван Болотников ертсе пынă хресчен вăрçи).

Вăрçă тапхăрĕ

Вăрçă пуçланса кайсан — вăрçакан çĕршывсем хушшинчи дипломатии ĕçĕсемпе урăх хутшăнусем чарăнса лараççĕ, вĕсем хушшинчи килĕшӳ хучĕсем тата ытти çыхăнусем хăйсен паллине çухатаççĕ. Çаплах, тĕслĕхрен, 1904—1905 çулсенчи Вырăс-япун вăрçи пуçлансан Раççейпе Япони хушшинчи XIX ĕмĕрте хучĕ Сахалинпа Курил утравĕсем çинчен çирĕплетсе çырнă килĕшӳ хучĕсем хăйĕн вăйне çухатнă пулаççĕ.

Этемлĕх кун-çулĕн вăрçисем

XIX ĕмĕрчен вăрçăсен экономика никĕсĕ ансăр пулнă, вара вĕсенче сахал çынлă çарсем çеç хутшăннă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурпайĕнче, уйрăмах XX ĕмĕртенпе вăрçă экономики çапăçакан енсен хăватне чылай туртать, хăйĕн тамăк кустарми çине нумай миллион халăх-çынна туртса кĕртме тытăнать. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине 70 млн. ытла çын хутшăннă, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче — 110 млн.

Этемлĕх кун-çулĕнче вăрçăсем пирки пĕр тĕслĕ сӳтĕ-яву çук.

Хирĕçекенсен тĕллевĕсем

Çавăн пекех пăхăр

  • Граждан вăрçи
  • Сивлек вăрçи
  • Сывлăш вăрçи
  • Тинĕс вăрçи
  • Вырăнти вăрçă
  • Атом вăрçи
  • Колони вăрçи
  • Вăрçăсен йышĕ

Вуламалли

Каçăсем

Tags:

Вăрçă пуçланса кайни, унăн тĕсĕсемВăрçă сăлтавĕсем тата тĕсĕсемВăрçă н историллĕ тĕсĕсемВăрçă тапхăрĕВăрçă Этемлĕх кун-çулĕн вăрçисемВăрçă Хирĕçекенсен тĕллевĕсемВăрçă Çавăн пекех пăхăрВăрçă ВуламаллиВăрçă КаçăсемВăрçă

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

COVID-19 пандемиАмасья (ил)Çăткăн вĕçен кайăксемЛазерАлăри укçаПольшаМаксим ГорькийСукачёв Игорь ИвановичКуçман пурлăх1964Лаптăкӗсене кура йĕркеленĕ патшалăхсен ят-йышĕГепардЕвропа2003ТоталитаризмСоциологиСалмаЭфиопиЛандшафтРаневская Фаина ГеоргиевнаВĕçенкайăкКăмпасемАтăл (хунсен çулпуçĕ)18921973ИспаниПарисПормаЧӑваш алфавичӗТашăХушаматDiary.ruХлорлă акшарЧĕмпĕрМаксимилиан Крах1915633Кĕркури календарĕ1992Хура тинĕсШерпсем1812ВикипедиКваркНаполеон I БонапартШанăçлани1995Pax MongolicaШвед чĕлхиПулаяслăхсен валеçĕвĕГеофизикаHTMLИнтернетМичиганВикихыпарРаштавÇеçпĕл МишшиСтарикова Светлана ИвановнаАйхи Геннадий НиколаевичMediaWikiШывÇеçенхирПельш Валдис ЭйженовичЛиндон ДжонсонЯпониПолитик🡆 More