Мускав, Вырӑс патшалӑхӗн, Раҫҫей империйӗн историллӗ тӗп хули (1728-1730 ҫулсенче), ССРП историллӗ тӗп хули. Хула-паттӑр. Мускавра Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх влаҫӗн федераци органӗсем (Конституциллӗ судсемсӗр пуҫне), ют ҫӗршыв патшалӑхӗсен элчелĕхĕсем, раҫҫей коммерци организацийӗсемпе пĕрлĕхӗсен нумайӑшӗн штаб-хваттерӗ пур.
Раҫҫейӗн хӗвеланӑҫ енче, Мускав юханшывӗ хӗрринче, Тухӑҫпа Европӑри тӳремлӗхĕ варринче, Окапа Атӑл шывӗ хушшинче вырнаҫнӑ. Федераци субъекчӗ пекех, Мускав Мускавпа Калукӑ облаҫӗсемпе чикӗленет.
Мускав — Раҫҫейри халӑх юратакан туризм центрӗ шутланать. Кремль, Хӗрлӗ лапам, Новодевичье мӑнастăрӗпе Вознесени Чиркӗвӗ Коломенскинче ЮНЕСКО пӗтӗм тӗнчери еткерӗн объекчӗсен йышне кӗреҫҫӗ. Çаплах вăл транспорт ҫыххи шутланать: хулара 6 аэропорт, 9 чугун ҫул вокзалĕ, 3 юханшыв порчĕ (Атлантика тата Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океансен бассейнӗсем ҫинчен ҫырмалли ҫыру пур). 1935 ҫултанпа Мускавра метрополитен ӗҫлет. Мускав — ҫӗршывӑн спорт центрӗ. 1980 ҫулта Мускавра XXII ҫуллахи Олимп вӑййисем иртнӗ, 2018 ҫулта вара футбол чемпионачӗн хуҫисенчен пӗри пулса тӑнӑ.
Анклăш чĕлхинчен Moscow вăл хăйне кура тутарпа-мăнхул карти вăхăтĕнче "Mosque" ятлă пулнă "мечете" палăртнă, тутарсен ставки пулнă унта ĕлĕк авал, унтан хула пулса каят.
Администрациллĕ пайлану
Мускав 10 тăрăхран тытăнса тăрать:
Хĕвелтухăç тăрăхĕ
Хĕвеланăç тăрăхĕ
Зеленоград
Çурçĕр тăрăхĕ
Çурçĕр-Анăç тăрăхĕ
Çурçĕр-Тухăç тăрăхĕ
Вар тăрăхĕ
Кăнтăр-Анăç тăрăхĕ
Кăнтăр-Тухăç тăрăхĕ
Кăнтăр тăрăхĕ
1992 çулччен Мускав районсене пайланнă. Халь тăрăхсемпемпе управăсенчен тытăнса тăрать.
Селиванов А. Ф., Забелин И. Е.Москва // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Москва : Энциклопедия / гл. ред. А. Л. Нарочницкий. — М. : Советская Энциклопедия, 1980. — 688 с., ил.
Колодный Л. Е. Москва у нас одна. — М. : Политиздат, 1991.
Москва : Энциклопедия / Гл. ред. С. О. Шмидт ; Сост. : М. И. Андреев, В. М. Карев. — М. : Большая Российская энциклопедия, 1997. — 976 с. : ил.
Москва — Петербург : Pro et contra. Диалог культур в истории национального самосознания. Антология. — Северо-Западное отделение Российской академии образования, Русский христианский гуманитарный институт; (Составитель К. Г. Исупов. Отв. ред. Д. К. Бурлака). — СПб. : Изд-во РХГИ, 2000. — 711 с. ISBN 5-88812-067-7
Самойлов Б. Л., Морозова Г. В. Красная книга города Москвы. — М.: 2001.
Гиляровский В. А. Москва и москвичи. — М. : АСТ Астрель, 2005. — 511 с.
Гиляровский В. А. Мои скитания / Москва газетная — М. : АСТ, 2007. — 508 с.
Пыляев М. И. Старая Москва: Рассказы из былой жизни первопрестольной столицы; (сост., предисл. и коммент. Ю. Н. Александрова). — Москва: АСТ Хранитель, 2007. — 762 c.
Большой атлас Москвы / Московский гос. ун-т им. М. В. Ломоносова; картогр. основа — Роскартография ; науч. рук. Н. С. Касимов, В. С. Тикунов. — М.: Феория, 2013. — ISBN 978-5-91796-032-6
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Мускав, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses. ®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.