Грамматика Хисеп

Хисеп, — япала ячĕпе глаголăн япала пĕчченнине е нумаййине тӳрех е унăн ĕçĕ урлă кăтартакан грамматика категорийĕ.

Чăваш чĕлхинче хисеп категорийĕ икке уйрăлать:

  • пĕрреллĕ хисеп
  • нумайлă хисеп.

Вĕсем пĕр-пĕрне хирĕçле ăнлавсем. Тĕслĕхрен, япала ячĕн хисеп категорийĕ япала е пĕчченнине, е нумаййине пĕлтерет. Япала ячĕ пĕрреллĕ хисеприне кăтартакан ятарлă аффикс çук (сĕтел, çын, лаша, юман). Япала нумаййине пĕлтерме пуçламăш формăри япала ячĕ çумне чăваш литература чĕлхинче -сем аффикс хушăнать: сĕтелсем, çынсем, лашасем, юмансем. Чăваш чĕлхинче шутласа кайма май пур кашни япала ятĕнченех нумайлă хисеп форми тума май пур. Яланах нумайлă хисеп форминчи япала ячĕсем чăваш чĕлхинче тĕл пулмаççĕ. Хăш-пĕр чухне япала ячĕн нумайлă хисеп форми япала нумаййине пĕлтермест, тĕсл.: Эпĕ Кольăсем патне кайрăм.

Глаголăн хисеп форми ĕçе тăваканни миçен (е пĕччен, е нумаййăн) пулнине пĕлтерет. Пĕрреллĕ хисеп форминче хисепе пĕлтерекен ятарлă паллă (аффикс) çук; япала ячĕ пекех, вăл нумайлă хисеп форминче çеç тĕл пулать. Танлаштарăр:

  • эпĕ вулатăп — эпир вулатпăр
  • эсĕ вулатăп — эсир вулатăр
  • эпĕ вуларăм — эпир вуларăмăр
  • эсĕ вуларăн — эсир вуларăр.

Глаголăн сăпатсăр формисем (причастипе деепричасти тата инфинитив) япала ячĕ пĕлтерĕшлĕ мар чухне нумайлă хисеп форминче пулмаççĕ.

Tags:

ГлаголЯпала ячĕ

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Хлорлă акшарПлаценталлисемСĕнтĕрвăрриПадонксен жаргонĕХамăрьялТусанçăтăшПсевдотырăЧӳк, 28СловениМĕрселинКалмăк чĕлхиБеларуç.keАПШ1925КлеопатраСăвăСукачёв Игорь ИвановичТăрăх (координат)NГрант капитана шырасаМаша тата УпаСадÇынРафаэльÇутă хăвăртлăхĕ1482Векторла капВельки КртишТăнăçИ.Я.Яковлев халалĕ19431862Назарбаев Нурсултан АбишевичРитенберга Дзидра АртуровнаНулле энергиМихалков Никита СергеевичАпартеидСавăт-сапа çумалли губкаРаштав, 31СеленаГазМардукРобот техникиКасăк (биологи)ТайнРаççей ФедерацийĕАвăн уйăхĕТĕп страницаКĕнеке2010Пăрчăкан йышшисемИранФараонТӗнчери патшалӑхсен списокӗСолимойнсМари-Агнес Штрак-Циммерман1783Хушма хак çине хуракан налукГвинейЛиндон ДжонсонРуç королĕСӳленккеЙ🡆 More