Еврази: континент

Еврази — Çĕр çинчи чи пысăк континент.

Еврази
Еврази

Географи

Континент Çурçĕр çуршаринче вырнаçнă, çапах та унăн хăш-пĕр утравĕсем Кăнтăр çуршарине лекеççĕ. Континент икĕ тĕнче пайĕнчен пулса тăрать: Европăран тата Азирен (çавăн пирки Александр Гумбольдт çапла ят панă). Европăпа Ази хушшинчи чикĕ йĕррисем Урал тăвĕсем, Атăл, Эмба шывĕсем, Каспи тинĕсĕ, Кума шывĕ, Кумо-Маныч впадина, Маныч шывĕ, Тан шывĕ, Арамаçин çурçĕр тăррисем, Босфорпа Дарданел проливсем урлă каяççĕ. Çакăн пек уйăрни историллĕ май пырса килнĕ. Çутçанталăк енчене пăхсан, Европăпа Ази хушшинче чикĕсем çук теме юрать. Пĕрçыххăллă тектоника улшăнăвĕсем пулса-иртнĕçем тата нумай климатлă ĕç-пулăмĕсен пĕрлĕхне пула Еврази континенчĕ паянкуна пĕр типçĕр пулса тăрать.

Континент анăçран Атлантика океанĕн, çурçĕртен — Çурçĕр Пăрлă океанĕн, тухăçран — Лăпкă океанĕн, кăнтăртан — Инди океанĕн, çапла та татах çав океансен çум тинĕсĕсен шывĕсемпе çăвăнать. Еврази анăçран тухăçа çити 16 пин çм, çурçĕртен кăнтăра — 8 пин çм тăсăлать, çĕр лаптăкĕ — 53,4 млн. çм2. Ку вăл планетăн типçĕрĕсен виççĕмĕш пайĕ пулать. Евразин утравĕсен пĕтĕм лаптăкĕ 2,75 млн. çм2 яхăн.

Халăх йышлăхĕ

Евразире 4,3 млрд. ытла çын пурăнать. Чылай шутлă этнос ушкăнĕсем — китаецсем, вырăссем, арапсем.

Tags:

ÇĕрКонтинент

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

БельгиЯковлев Иван Яковлевич1995PRISM (разведка программи)Çутă хăвăртлăхĕМаттео РенциСовет Социализм Республикисен ПĕрлешĕвĕЙĕкевНазарбаев Нурсултан Абишевич.neПаскаль (виçев пĕрчи)ЮникодПăспулăмăн тата конденсациленнин пайлавла ăшшиГуцулсемФирдоусиЧĕркашКарл Ясперс1147Полоний.kpPortable Document FormatМаша тата УпаXVI ĕмĕрАгулсемБотсвана1915Танлаштарулăх теорийĕĂслăхЭтнографиЛенинград облаçĕВикивулавăшЧулай ТунгускаНарочницкая Наталия АлексеевнаКамикадзеКаталогЛюдовик XIVШвейцари ФранкĕАдольф Гитлер1447ШĕвекП. эрч. 30ПăрачкавДрозд Максим ГеоргиевичЧӑваш алфавичӗВасильев Александр МихайловичНьютон, ИсаакЛандшафтТĕлĕш.muДмитриев Иосиф АлександровичРуç королĕСитим (ушкăн)Зельц1649Шыв ÿсентаранĕсемЛобачевский геометрийĕЛондонТĕлĕш (биологи)Чăваш хĕрарăм ячĕсемDiary.ruОпераци системиНацисен Тус-ЙышлăхĕКутузов Михаил ИлларионовичДжо БайденХаяр романс (фильм)ФотографКорольИранПĕрчĕлле культурăсемПутин Владимир Владимирович🡆 More