Сăвă хапи — уйрăм сăвă виçин (метрĕн) реализацийĕ, унăн харпăр вариацийĕ.
Сăмахран, ямб сăвă виçи икĕ картлă, виçĕ картлă, тăватă картлă, пилĕк картлă т.ыт.те пулма пултарать. Акă икĕ тĕслĕх:
Инçе çинçе уйра уяр
Карталанса чăлтăртатать,
Енчен енне çупса чупать...
Тăван çĕршыв чĕлхин малашнехи çинчен
Шухăшласа пуçа тĕрлĕ шухăш килсен, —
Сан иртнĕ ĕмĕрӳ, çĕре кĕнĕ поэт,
Чуна пăчăртаса ялан аса килет.
Икĕ сăвă. Иккĕшне те ямб виçипе çырнă. Анчах та малтанхинче тăватă картлă ямб, иккĕмĕшĕнче — ултă картлă ямб. Йĕркери картсен шучĕ тĕрлĕрен, çапла вара вĕсен хапи те пĕр-перинчен уйрăлса тăрать.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Сăвă хапи, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.