Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Сеспель, 1921-мĕш çулхи авăнчен Кузьмин) (1899 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕ, Чăваш Ен, Канаш районĕ, Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕ) — 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ, Украина, Чернигов облаçĕ, Старогородка сали) — чăваш литературин классикĕ, сăвă ăсталас реформаторĕ, прозăçă, драматург, тăлмач, ӳкерçĕ, патшалăх тата пĕрлĕх ĕçлевçи.
Çеçпĕл Мишши | |
Çуралнă чухнехи ят: | Михаил Кузьмич Кузьмин |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1899 çулхи чӳкĕн 16-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн: | Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Канаш районĕ, Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт: | 1922 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн: | Старогородка сали, Чернигов облаçĕ, Украина ССР |
Пăхăнулăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи, сăвăçи, пĕрлĕх ĕçлевçи |
Жанр: | повеç, роман, калав, поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
1899 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă.
Шăхасанти икĕ класлă шкулта, Теччĕри вĕрентевçĕсене хатĕрлекен семинарире, Мускавра агитаторсемпе пропагандистсен курсĕнче вĕреннĕ. 1920 çулта Чăваш облаçне тунă хыççăн ăна РКСМ Чăваш обкомĕн ĕçлекенне, Чăваш автономи облаçĕн ревтрибунал пуçлăхне суйланă. Çапла вара вăл Чăваш Енĕн пĕрремĕш "тĕп прокурорĕ" пулса тăнă. Çутĕç пайĕн куçару комиссийĕнче ĕçленĕ.
Литература ĕçне 1916-1917 çулсенче Шăхасанта вĕреннĕ вăхăтра тытăннă, алăпа çырнă «Çăлтăр» журнал редакторĕ пулнă, сăвăсем çырнă.
1921 çулта сывлăхĕ самай хавшанă хыççăн Крымри санаторине кайнă. Сипленнĕ хыççăн Остер уесĕн çĕр уйрăмĕнче ĕçленĕ.
Чăваш поэзин хĕрӳллĕ ĕçченĕ 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Украинăн Чернигов облаçĕнчи Старогородка хулинче çакăнса вилнĕ.
Революциллĕ хĕрӳлĕхпе вырăсла, чăвашла çырнă малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Унăн сăввисен пĕрремĕш кĕнеки 1927 çулта «Хурçă шанчăк» ятпа çапăнса тухнă. 1928 çулта Шупашкарта ун «Сăвăсем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухать. 1959 çулта — «Ĕçĕсен пухăвĕ». Чăваш чĕлхинчи пусăм нормисене ăсталаса, йĕркене кĕртсе силлабо-тоника меслечĕллĕ поэзие пуçласа янă.
Паллă сăввисем:
Унăн сăввисене тĕнчери 56 чĕлхе çине куçарнă.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Çеçпĕл Мишши, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.