Сэр Дэвид Фредерик Аттенборо (англ.
David Frederick Attenborough), OM, GCMG, CH, CVO, FRS (8 ҫу 1926, Лондон) — тӗнчери чи паллӑ телекурам ертӳҫисенчен тата натуралистсенчен пӗри.
Ҫутҫанталӑк ҫинчен каласа паракан документлӑ фильмсен пионерӗ. Вунӑ чаплӑ ҫутҫанталӑк ҫинчен ӳкернӗ документлӑ сериалсен (вуннӑмӑшне 2009 ҫулхи кӗркунне вӗҫленӗ) туса кӑлараканӗ тата ертӳҫи, вӗсенче Ҫӗр ҫинчи пур пурнӑҫ калӑпӑшӗсем ҫинчен тата вӗсен пӗр пӗрин хушшинчи ҫыхӑнусем ҫинчен каласа параҫҫӗ. 1960—70-мӗш ҫулсенче Би-би-си компанин аслӑ менеджерӗ пулнӑ.
Паллӑ режиссёр тата актёр барон Ричард Аттенборон шӑллӗ.
Ӑна чысласа тӗрлӗ ӳсентӑрансемпе чӗрчунсене унӑԋ ятне панӑ.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Дэвид Аттенборо, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.