Вĕçекен пакша - кĕлетки ахаль пакшанни евĕрлех.
Хӳри вара кĕске, кĕлетки те икĕ хут кĕскерех. Вĕçекен пакшан хăлха çунатти вăрăм мар, вĕçĕсенче те çăм пĕрчисем çук. Малти ик урипе кайри ик ури хушшинче çăмпа витĕннĕ тир хутламĕ пур. Вĕçекен пакша, хутламĕ тата çăмламас хӳри пулăшнипе, пĕр йывăç çинчен теприн çине 50 метр таран ярăнса вĕçме пултарать. Вĕçекен пакша Чăвашра питĕ сахал юлнă. Атăлăн сулахай енчи хыр вăрманĕсенче кăна тĕл пулать. Вĕçекен пакша ами çулталăкра пĕрре 2-3 çура тăвать. Ӗмĕрĕ 10-12 çултан иртмест.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Вĕçекен пакша, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.