Анатри Чăвашсем: Чӑваш халӑхӗн этнографи ушкӑнӗ

Анатри чăвашсем (Хирти; Аnаtri çävаşsеm) — чăваш халăхĕн этнографи ушкăнĕ.

Этнографсем виç ушкăна пайлаççĕ: çурçĕр (Енĕш тата Вăрăм юханшывĕсем хушшинчи); хĕвеланăç (Пăлапа Хырла хушшинчи); кăнтăр (Кĕтне, Хырла хушшинчи).

Анатри чăвашсем
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ

Пурӗ: ~ 750000 (2010 çул)
Раççей ФедерацийĕАнатри Чăвашсем: Пурăнакан тăрăхĕсем, Генезис, Антропологи Раççей Федерацийĕ:

Чĕлхе чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи, хăшпĕрисем тутар чĕлхине пĕлеççĕ
Кĕрет  чăвашсем
Пулса кайни пăлхарсем, сăварсем, ютран килнĕ кыпчаксем тата вырăнти фин укорсем
Анатри Чăвашсем: Пурăнакан тăрăхĕсем, Генезис, Антропологи
Анатри чăвашсем йăлана кĕнĕ тумтирĕсенче

Пурăнакан тăрăхĕсем

Анатри Чăвашсем: Пурăнакан тăрăхĕсем, Генезис, Антропологи 
Чăваш Республикин этноссен картти.

Анатри чăвашсем пурăнакан тăрăх анат енчи чăвашсен тăрăхĕпе чикĕленет, чикĕ Вăта юханшывĕ тăрăх вырнаçнă. Анатри чăвашсем пурăнакан тăрăха: Канаш, Кaçaл, Патăрьел, Шăмăршă, Тăвай, Йĕпреç тата Елчĕк районĕсем кĕреççĕ. Анатри чăвашсем Тутарстанра, Пушкăртстанра, Чĕмпĕр, Самар, Ĕренпур тата Сарăту облаҫĕсенче те пурăнаҫҫĕ.

Генезис

Анатри чăвашсем XVI ĕмĕрте пулса кайнă. Paççeй, Хусан ханлăха çĕнтернĕ хыççăн, Вырăс патша администрацийĕ, Чăваш Енĕн вăтам тавралăхăн, Хусан тавралăхăн халăха, Чăваш Енĕн кăнтăр енчи сахал пурăнакан çĕрĕсем çине хăваласа кăларнă.

Петр Третьяков тĕпчевĕсем тăрăх хальхи Чăваш Ен çĕрĕсен кăнтăр-хĕвелтухăç пайĕ, анатри чăвашсен пурăнакан вырăнĕ, Атăлçи Пăлхар патшалăхне çирĕп кĕрсе вырнаçнине палăртнă. Совет тухăç ăслăлăхĕ, тарихшы-арабист, Андрей Ковалевский этнограф çапла çырнă: монголсем XIII–XIV ĕмĕрте тапăннă хыççăн Пăлхар патшалăхне аркатса тăкнă. Çавăнпа та çак çĕрсем çине хĕвелтухăç енчен тарса килнĕ халăх, пăлхар компонентне, ку çĕрсенче тата ытларах вăйлатнă.

Антропологи

Анатри чăвашсене, Вирьял чӑвашсемпе танлаштарсан, европеоид компоненчĕ чылайрах курăнать. Патăрьелпе, Елчĕк районĕсенче пурăнакансен: тĕттĕм пигментаци, вăтам пӳллĕ, çӳллĕ сăмса кăкĕ пысăк, пит-куçа вăйлă асăрхаттармалли процент. Çак паллăсем понтика типне кăтартаççĕ.

Тумтир

Анатри Чăвашсем: Пурăнакан тăрăхĕсем, Генезис, Антропологи 
Анатри чăвашсен йăлана кĕнĕ хĕр тумтирĕ.

Чăвашсемпе тутарсен вăрах хутшăнăвĕсене пула, чăвашпа тутар тумтирĕсен пĕрпеклĕхĕсем нумай.

Ӳчĕ çине кĕпе тăхăннă. Кĕпесене тĕрлĕ пахалăхлă пиртен çĕленĕ, ку килйыш пуянлăхĕнчен килнĕ. Ĕлĕк, кĕл тунă чух, шурă кĕпе йӳле ярса тăхăнă, ун çине пиçиххи çыхнă.

Çавăн пекех пăхăр

Асăрхавсем

Kaçăсем

Tags:

Анатри Чăвашсем Пурăнакан тăрăхĕсемАнатри Чăвашсем ГенезисАнатри Чăвашсем АнтропологиАнатри Чăвашсем ТумтирАнатри Чăвашсем Çавăн пекех пăхăрАнатри Чăвашсем АсăрхавсемАнатри Чăвашсем KaçăсемАнатри ЧăвашсемВăрăм (юханшыв)Енĕш (Вăта юппи)КĕтнеПăла (юханшыв)ХырлаЧăвашсем

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

КанадаАйсин РусланЙывăç (йăмлăх)БотаникаФранци42Çуха (пĕлтерĕшсем)Испан чĕлхиХамăрьял2006Трубина Марфа ДмитриевнаMary MorrisseyКосмологи1992.lrYСифСоколовский Василий ДаниловичВырăс чĕлхиМикушкаMediaWikiСезам урамĕЧехиНормальСăраНидерландсемШкулOS X1686Сунь ЯтсенПриключения ФликаÇумăрÇĕрПротактиний19555ЛитийПакистанПрофессорÇурт-йĕр тăваслăхW1875195880АПШ долларĕUNIXИншааллахТĕнче Никита Андреевич2010C++Таиланд1898Интернет20221590Марк Твен1253Эрмени1988МультфильмМăкшă чĕлхиУйăх ачи тата унăн тусĕсем2361Итали🡆 More