Ту-134

Ту-134 (ÇАПУ классификацийĕпе: Crusty — «Чăрсăр») — совет пассажир самолёчĕ

Ту-134
Ту-134
Aviogenex авиакомпанин Ту-134 Цюрих аэропортĕнче, 1982
Тĕс пассажир самолёчĕ
Хатĕрлекен Туполевăн КБ
Тăвакан ХАĔП
Пĕрремĕш вĕçев утă, 29, 1963 çул
Статус эксплуацире
Тĕп эксплуатантсем ЮТэйр (34)
Кăларнă çулсем 19661984

Кĕске тата вăтам тăсăлăвлă авиалинисем валли, 1960-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Туполев ячĕллĕ ОКБра хатĕрленĕ те серилле 19661984 çулсенче Харьковри авиаци производство пĕрлешĕвĕнче кăларнă. Совет Союзĕнче пуçтарнă массăллă пассажир самолёчĕсенчен пĕри. Пурĕпе мĕнпур модификаципе 852 самолёт туса кăларнă. Пĕрремĕш вĕçеве 1963 çулхи утăн 29-мĕшĕнче хăпарнă, эксплуатацие 1967 çулхи авăн уйăхĕнче кĕртнĕ. Ту-134 Соцлагере экспортланă.

Вăрăм та çинçе фюзеляжне тата двигательсен çӳллĕ сассине пула авиаторсем хушшинче Ту-134 официалла мар «Шăхлич» ята тивĕçет.

Кун-çулĕ

Ту-134 
Чехословакире тунă Ту-134 («CSA»): штурман «чӳречи» çук

Конструкцийĕ

Двигатель техника пахалăхесем
Д-30
Хăпарнă чух туртăмĕ 12 000 кгс
Крейсер вĕçевĕн туртăмĕ 2750 кгс
Топливо тăкакĕ:  
  хăпарнă чух 0,5
  крейсер вĕçевĕнче 0,7
Турбина умĕнчи газ температури 1154 °C
Йывăрăшĕ, агрегатпа пĕрле 2 640 кг
Варăммăшĕ 6000 мм
Диаметр 1640 мм

Модификацисем

Ту-134 
Ту-134А (АК Пулково) Домодедово аэропортĕнче

Ту-134 (1966—1970)

Базăллă проект модификацийĕ кантăкланă сăмсăллă. Пĕрремĕш сери самолёчĕсем борт çине 64 пассажир илме пултарнă, каярах вăл 72 çитет. Пĕрремĕш Ту-134 самолётсем çине икĕ Д-20П-125 (2 х 5800 кгс) двигатель лартнă пулнă. Малтан самолёта Ту-124А палăртупа кăларнă. 1969 çулхи çуркунне Ту-134 самолёта Ле-Бурже авиасалонĕнче кăтартнă. Пурĕпе база версипе 78 самолёт, çав шутра 2 опытлине (1963) тата 9 сери-умĕнчисене (1964—1965 çулсем) кăларнă. Вĕсенчен 30-не ГДРпа Польшăна сутнă.

Ту-134А (1970—1980)

Ту-134А — пĕрремĕш сериллĕ модификаци. Самолёта 1970 çулхи акаран пуçласа 1980 çулчен кăларнă. Ту-134А çине лайăхрах иккĕмĕш серийĕн Д-30 двигатĕлĕсене (çунакан япалана перекетлĕ тăкаклакан тата реверс туртăмĕллĕ) лартнă, çавна пула тормоз парашютсемпе усă курма пăрахнă. Унсар пуçне, Ту-134А фюзеляжĕ 2,1 м ытларах варăм.

  • Ту-134А-2 — кантăк сăмсине урăхлатнă самолёт.
  • Ту-134А-3 — иккемĕш серийĕ, лайăхлатнă Соловьёвăн виççемĕш серийĕн Д-30 турбовентилятор двигателли.
  • Ту-134АК — 24 вырăнлă 1 класс тата 13 пассажир «люкс» салонĕ. Пассажирсем валли иккĕмĕш алăк тата ăшне кĕрекен трап пулнă. Хăш самолёчĕсем çине ятарлă çыхăну лартнă. Ытларах СÇВ валли кăларнă.
  • Ту-134А «салон» — пĕр алăклă, Ту-134АК аналогĕ.

Ту-134Б (1980—1984)

Ыттисем

Ăçта курма пулать

Ту-134 самолётсене чĕмпĕр хулин авиаци музейĕнче, çаплах Баден-Вюртемберг çĕрĕнчи Зинсхайм нимĕç хулинче харпăр музейĕнче курма пулать. Энгельс авиабазин инçет авиацин музейĕнче те вĕрентӳ Ту-134УБЛ самолёчĕ вырăнне усă кураççĕ. Кишинев аэровокзалĕн çурчĕ умĕнче «Air Moldova» авиакомпанин Ту-134 модельне ĕмĕрлĕхех вырнаçтарнă.

Вĕçев-техника пахалăхĕсем

Ӳкерчĕк:Shema tu-134.gif
Ту-134 схеми
Ту-134А Ту-134Б Ту-134Ш
Габаричĕсем
Вăрăммашĕ 37,1 м 37,1 м 37,1 м
Çунаттисен сарлакăвĕ 29 м 29 м 29 м
Çӳллĕшĕ 9,02 м 9,02 м 9,02 м
Фюзеляж диаметарĕ 2,9 м 2,9 м 2,9 м
Вырăн шучĕ
Экипажăн 4 3 3
Чи нумаййи 68 96 12
1-мĕш класс 8 8
Масса тата тиениллĕх
Хăпармалли 43 т 47,6 т 47 т
Коммерци 8,2 т 9 т
Анса лармалли 43 т 43 т 43 т
Çунăк япала янтти 14,4 т 13,2 т 16,5 т
Вĕçев хыпарĕсем
Крейсер хăвăртлăхĕ 850 км/ч 880 км/сех 885 км/сех
Инçе вĕçевĕ 2100 км 2020 км 1890 км
Эксплуатаци маччи 12 100 м 10 100 м 11 900 м
ХАЙ кирлĕ вăрăммăшĕ 2400 м 2850 м 2400 м

Самолёт çухатни тата катастрофăсем

2008 çул пуçламăш тĕлне Ту-134 тĕслĕ 69 самолёт çухатнă.

Хыпар Борт номерĕ Катастрофа вырăнĕ Инкеке лекнисем Кĕскен çырни
14.01.66 Ту-134 45076 Ту-134 х.ç. 8/8 Хăнăху вĕçевĕ
19.11.69 Ту-134 HA-LBA Ту-134 Стамбул 0/х.ç. Анса ларнă чух ВПП айккинелле тухса ӳкнĕ
23.05.71 Ту-134 YU-AHZ Ту-134 Риека 78/83 Кăткăс метео условисенче тĕп-тĕрĕс анма пултарайман
16.09.71 Ту-134 HA-LBD Ту-134 Киев 49/49 Ӗçлемен генераторпа анса ларнă чух виççĕмĕш хутĕнче çапăнать.
16.07.72 Ту-134 65607 Ту-134 Мускав ячĕллĕ канал 0/х.ç. Экипаж йăнăшне пула самолет тĕрĕслев вĕçевне Мускав ячĕллĕ канал тĕпĕнче вĕçлет. Фюзеляжне çекленĕ, çăлавçăсем валли тренажер вырăнне усă курнă.
30.06.73 Ту-134 65668 Шаблон:Иордани ялавĕАмман 7+2/84 Вĕçсе хăпарайман
01.09.75 Ту-134 DM-SCD Ту-134 Лейпциг 27/34 Çӳлтен анса пынă чухне çӳллĕшне тĕрĕслеме маннă, самолет глиссадăран аялтарах анма тытăннă та çапăннă. СКК 5 çуллăха, экипажăн чĕрĕ юлнă ытти пайташĕсене – 3 çуллăха тĕрмене хупнă.
02.01.77 Ту-134 OK-CFD Ту-134 Прага 0/48 Хăпарма пуçланă Ил-18 машинăпа ВАЙ çинче çапăнать
02.04.77 Ту-134 YU-AJS Шаблон:Габон ялавĕЛибревиль 8/8 Япала турттаракан рейс, аннă чух çапăннă
21.09.77 Ту-134 HA-LBC Ту-134 Румыни 29/53 Анса ларнă чух экипаж двигательсен хăвачĕ чакнине асăрхаман
22.11.77 Ту-134 DM-SCM Ту-134 Берлин 0/74+ Анса ларнă чух автопилота чĕртмен
16.03.78 Ту-134 LZ-TUB Ту-134 Враца патĕнче 73/73 Эшелонран тухса ӳкнĕ. Пĕтĕмпех паллă мар.
22.05.79 Ту-134 65031 Ту-134  Лиепая 4/5 Ытлашши тиенĕ самолет кăткăс метеоусловисенче анса ларайман.
19.05.79 Ту-134 65839 Ту-134 Ӗпхӳ 0/х.ç. Анса ларнă чух шасси хĕсĕннĕ пирки ВАЙ йĕрĕнчен тухса ӳксе çулăма кĕнĕ.
31.05.79 Ту-134 65649 Ту-134 Тĕмен 0/н.д. Анса ларнă чух шасси шини çурăлса кайнă, гидравлика çĕмĕрĕлнĕ. Самолет çунса кайнă.
11.08.79 Ту-134 65816 Ту-134  Днепродзержинск 94/94 Диспетчер йăнăшĕпе сывлăшра тепĕр Ту-134 çапăннă.
11.08.79 Ту-134 65735 Ту-134  Днепродзержинск 84/84 Диспетчер йăнăшĕпе сывлăшра тепĕр Ту-134 самолётпа çапăннă.
23.01.80 Ту-134 SP-LGB Ту-134 Варшава 0/х.ç. Анса ларнă чух ВАЙ йĕрĕнчен тухса ӳкнĕ.
06.01.81 Ту-134 65698 Ту-134 Адлер 0/х.ç. Анса ларнă чух чарак (тормоз) ĕçлеме пăрахнă
28.06.81 Ту-134 65871 Ту-134 Симферополь 0/н.д. Анса ларнă чух шасси шини çурăлнă
17.06.82 Ту-134 65687 Ту-134 Североморск 18/19 ВТИ самолет - лабораторийĕ. Экипаж диспетчер асăрхаттарнине итлемен, ана-лару курсне улăштарнă та сăрт çинчи радиомачтана пырса çапăннă. СКК чĕрĕ юлнă.
14.08.82 Ту-134 65836 Ту-134 Сухуми 11+0/н.д. Ту-134 вĕçсе хăпаракан йăрăм çине L-410 тухнă
17.06.83 Ту-134 65657 Ту-134 около Гали 0/н.д. Турбулентлăх йăрăмне лекнĕ, ăнăçлă анса ларнă, анчах та хытă çĕмĕрĕлнĕ.
30.08.83 Ту-134 65129 Ту-134 Алма-Ата 90/90 Анса пынă чухне экипаж çӳллĕш приборне пăхса пыман.
18.11.83 Ту-134 65807 Ту-134 Тбилиси 8/н.д. Лайнера туртса илесшĕн пулнă. СКК самолет курсне çивĕччĕн пăрнă. Кабинăри террористсем пăшалран тĕл пеме пултарайман та вĕсене унтан тĕксе кăларнă. Аэропорта çитсен Ту-134 салонне спецназ штурмланă. Лайнер кăткăс манёвр пирки питĕ туйăмлă çĕмĕрелнĕ те ĕçрен кăларнă.
10.01.84 Ту-134 LZ-TUR Ту-134 Софи 50/50 тăвăлра анса ларнă чухне çапăнать.
25.05.84 Ту-134 х.ç. Ту-134 около Донецка н.д. Çар самолечĕ кăлтăка лекет те сывлăшрах арканса каять. Лайăх юсаман пулнă.
01.02.85 Ту-134 65910 Ту-134  Минск патĕнче 58/80 Çуначĕсем пăрланнине пула Неживка ялĕ патĕнче ӳкет.
03.05.85 Ту-134 65856 Ту-134 Львов патĕнче 15+79/79 Сывлăшра Ан-26 çулăннă
22.06.86 Ту-134 65142 Ту-134 Пенза 1/59 Татăлнă вĕçев, самолет ВАЙ айкинелле тухса ӳкнĕ. Пĕр пассажирăн чĕре хĕсни пулса тухать.
02.07.86 Ту-134 65120 Ту-134  Сыктывкар 54/94 Борт çинчи вут-кăвар.
19.10.86 Ту-134 C9-CAA Ту-134 Вĕрçĕлен тăвĕсем 34/44 Аçа çумăрта анса ларнă чухне çапăннă. Мозамбик президенчĕ Самора Машел сарăмсăр вилет.
20.10.86 Ту-134 65766 Ту-134 Куйбышев 70/92 СКК приборсене пăхса лартатăп тесе тавлашнă. 6 çуллăха тĕрмене хупнă.
12.12.86 Ту-134 65795 Ту-134 Берлин 72/82 Диспетчера ăнланса илеймен те хупăнчăк йăрăма анса ларасшăн пулнă.
23.07.87 Ту-134 65874 Ту-134  Иваново н.д. пĕтĕмпех паллă мар
17.02.88 Ту-134 VN-A108 Ту-134 Ханой 0/х.ç. пĕтĕмпех паллă мар
27.02.88 Ту-134 65675 Ту-134 Сургут 20/51 Анса ларнă чух çапăннă.
09.09.88 Ту-134 VN-A102 Ту-134 Бангкок патĕнче 76/90 Аслатиллĕ чух анса ларнă
11.10.88 Ту-134 OK-AFB Ту-134 Прага 0/н.д. Хыттăн анса ларнă. Каярах лайнер фюзеляжĕнче буфет туса хунă.
28.07.89 Ту-134 65670 Ту-134 Улан-Удэ 0/н.д. Çар самолёчĕ. Каçпа аннă, ВАЙ йĕрĕнчен 300 м аякра анса ларнă.
13.01.90 Ту-134 65951 Ту-134 Первоуральск патĕнче 27/71 Борт çинче вут-кăвар сиксе тухнипе анса лармалла пулнă.
12.01.91 Ту-134 VN-A126 Ту-134 Хошимин 0/76 Анса ларнă чух сасартăк çӳллĕшне çухатнă
24.01.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65053 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)Батуми 0/х.ç. Анса ларнă чух юртан тасатман ВАЙ çинчен тухса ӳкнĕ.
27.08.92 Ту-134 65058 Ту-134 Иваново 84/84 Аннă чух, ВАЙ йĕрĕнчен 2 çм сылтăм тĕлне тухнă. Иккĕмĕш çаврана çĕкленеймен.
29.08.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65810 Ту-134 Харьков х.ç. ВАЙ айккинелле тухса ӳкнĕ, пайсене сапаланă.
20.09.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65809 Шаблон:Абхази ялавĕСухуми 0/н.д. Абхази çарĕсем хăпарнă чух персе антарнă.
21.09.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65893 Шаблон:Абхази ялавĕСухуми 27/27 Абхази ракета катерĕ персе антарнă. Тинĕсе ӳкнĕ.
23.09.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65001 Шаблон:Абхази ялавĕСухуми 1/х.ç. Абхази çарĕсен миномёт çулăмĕпе çĕмĕрнĕ.
22.02.94 Ту-134 HA-LBP Ту-134 Будапешт 4+0/0 Вĕçеве хатĕрлекен ангарта çулăма лекнĕ.
07.05.94 Ту-134 65976 Ту-134 Архангельск 0/62 Анса ларнă чух гидравлика системинче сахал пусăма пула шассин сылтăм ури тухман.
09.09.94 Ту-134 65760 Ту-134 Жуковский патĕнче 7/7 Ту-22 бортпа çапăннă, çав самолёт тĕрĕслев вĕçевĕнче хыççăн вĕçсе пырса тепловизор çине ӳкерсе пымалла пулнă.
18.11.94 Ту-134 HA-LBK Ту-134 Будапешт 0/н.д. Хăнăху вĕçевĕнчен анса ларнă чухне шассин малти урапине тытаканĕ тухмасть.
11.12.94 {{Ичкери ялавĕ}65896 {{Ичкери ялавĕ}Грозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94 Ту-134 65858 Ту-134 Грозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94 Ту-134 65030 Ту-134 Грозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94 Ту-134 65014 Ту-134  Грозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94 Ту-134 65075 Ту-134 Грозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
15.04.95 Ту-134 OB-1553 Ту-134 Лима 0/73 Анса ларнă чухне шасси хĕсĕнсе ларать.
24.06.95 Ту-134 65617 Ту-134 Лагос 16/80 Шалкăм çумăрта ВАЙВ айăккине тухса ӳкнĕ.
05.12.95 Ту-134 65703 Ту-134 Нахичевань 52/82 Сулахай двигателĕ çӳлле хăпарнă чух чарăннă, çапах та экипаж йăнăшпа сылтăм двигательне чарса лартнă. Аварилле анса ларнă..
16.11.96 Ту-134 VN-A114 Ту-134 Дананг 0/х.ç. малти ури руль çулĕпе пынă чух хуçăлнă
03.09.97 Ту-134 VN-A120 Ту-134 Пномпень 65/66 шалкăм çумăр вăхăтĕнче аннă чух çапăннă.
23.09.99 Ту-134 65626 Ту-134 Грозный 0/0 Авиатапăну вăхăтĕнче Грозный аэропортĕнче çĕмĕрнĕ
18.01.02 Ту-134 65004 Ту-134 Пулково н.д. пĕтĕмпех паллă мар
04.03.02 Ту-134 х.ç. Ту-134 Моздок 0/х.ç. ВАЙ айккинче 450 м анса ларнă, ĕçрен кăларнă
24.06.03 Ту-134 65929 Ту-134 Нягань 0/11 япăх юсанă хыççăн вĕçсе хăпарайман.
24.08.04 Ту-134 65080 Ту-134 Тула облаçĕ 44/44 Террорист-вилĕмçĕ сирпĕтнĕ.
10.07.06 Ту-134 05 Ту-134 Симферополь патĕнче 0/29 Çар самолечĕ. Гвардейское аэродромран вĕçсе хăпарнă чухне сулахай двигательне кайăк лекет; самолет ВАЙ ярăмĕнчен тухса ӳкет те ăна çулăм тивет.
17.03.07 Ту-134 65021 Ту-134 Самар 6/57 Диспетчер тата экипаж йăнăшăвпе анса ларнă чух çапăннă. Самолетăн иккĕмĕш çаврана каймалла пулнă.

Çавăн пекех пăхăр

Пĕр пек самолётсем

  • Каравелла
  • Дуглас ДС-9
  • Ту-334
  • Sukhoi Superjet

Асăрхавсем

Каçăсем


Туполев ОКБ самолёчĕсем
АНТ серийĕ:АНТ-1 | АНТ-2 | АНТ-3 «Пролетарий» | АНТ-4 «Страна Советов» | АНТ-5 | АНТ-6 | АНТ-7 | АНТ-8 | АНТ-9 | АНТ-13 | АНТ-14 | АНТ-16 | АНТ-17 | АНТ-20 «Максим Горький» | АНТ-21 | АНТ-22 | АНТ-23 | АНТ-25 | АНТ-26 | АНТ-27 | АНТ-29 | АНТ-31бис | АНТ-37 | АНТ-40 | АНТ-42 | АНТ-44 | АНТ-46 | АНТ-58 | АНТ-68 | АНТ-69

Вăрçă тĕллĕ:ДИ-8 | ДИП | И-1 | И-2 | И-3 | И-4 | И-5 | И-8 | И-12 | И-14 | МИ-3 | Р-3 | Р-6 | Р-7 | СДБ | ТБ-1 | ТБ-3 | ТБ-4 | ТБ-6 | ТШ-Б | ФБ | Ту-1 | Ту-2 | Ту-4 | Ту-6 | Ту-8 | Ту-10 | Ту-12 | Ту-14 | Ту-16 | Ту-22 | Ту-22М | Ту-24 | Ту-28 | Ту-64 | Ту-73 | Ту-75 | Ту-78 | Ту-80 | Ту-81 | Ту-82 | Ту-85 | Ту-88 | Ту-89 | Ту-91 | Ту-95 | Ту-96 | Ту-98 | Ту-107 | Ту-119 | Ту-121 | Ту-126 | Ту-128 | Ту-135 | Ту-138 | Ту-142 | Ту-148 | Ту-160

Пассажир:Ту-70 | Ту-104 | Ту-110 | Ту-114 | Ту-116 | Ту-124 | Ту-134 | Ту-136 | Ту-144 | Ту-154 | Ту-155 | Ту-156 | Ту-164 | Ту-204/Ту-214 | Ту-234 | Ту-244 | Ту-324 | Ту-330 | Ту-334 | Ту-414 | Ту-444

Амфиби:МДР-2 | МДР-4 | МК-1 | МР-6 | МРТ-1 | МТБ-1 | МТБ-2 | МЭР

Вĕçевçĕсĕр аппаратсем ВР-2 | ВР-3 | Ту-123 «Ястреб» (ДБР-1) | Ту-130 | Ту-141 «Стриж» | Ту-143 «Рейс» | Ту-243 «Рейс-Д» | Ту-300 «Коршун»

Tags:

Ту-134 Кун-çулĕТу-134 КонструкцийĕТу-134 МодификацисемТу-134 Вĕçев-техника пахалăхĕсемТу-134 Самолёт çухатни тата катастрофăсемТу-134 Çавăн пекех пăхăрТу-134 АсăрхавсемТу-134 КаçăсемТу-134ÇАПУ классификацийĕСССР

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

.huКит евĕрлисемНекрасов Виктор ПлатоновичПроцессорHTMLВикиампарCOVID-19 коронавирусла инфекциÇĕрпӳ уесĕКомпьеньФеррараВикипедиТаль (тăрăх)Çу, 21Наоми УоттсСтерлинг ФунчĕАнимациТăвайИллинойс (штат)Юлиан календарĕӲкерчĕкДоренко Сергей ЛеонидовичКăрлач, 29Авăн, 11Кăнтăр Китай тинĕсĕМасайсемАрхимед спиралĕВикихыпарЛиндон Джонсон330 çул1154Ункă2000Артвин (ил)ТвиттерМилан (футбол клубĕ)ЭволюциСтарикова Светлана ИвановнаЛадушкинАка, 11ГуанчжоуСăртăшОксфорд университечĕКулидж Джон КалвинОидиумЙытă хӳриАПШ Демократи партийĕ970Александров Алексей ГеннадьевичЭквадорMozilla FirefoxВикиманиШуйтанЭлектронвольтСанкт-Петербург патшалăх университечĕ.joКавказри АлбаниБирмингемКалевалаУтă, 16БильбаоФурье Жан Батист ЖозефОслоПичкеСӳретле ӳнерЛаптăк🡆 More