Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр — XX ĕмĕр вĕçĕнче, XXI ĕмĕрте чăвашсем хушшинче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри.
Кам ăсталани, текст тата кĕвĕ вăхăт иртнĕ майăн еплерех аталанса пыни паллă. мар. Эппин, ку хайлава фольклор палăрăмĕ темелле.
Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр | |
Юрă | |
---|---|
Альбом | «паллă мар» |
Каларнă вăхăт | паллă мар |
Жанр | лирикăлла юрă |
Продюсер | паллă мар |
«паллă мар» альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
Тутарсем ку юрра Сара Садыкова композитор (1906-1986) тата Ахмет Рашитов поэт (1936 çур.) çырнă тесе шутлаççĕ. "Халăх юрри" текенсем те пур.
Çапла вара "Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр" хайлав кавер-верси, ремейк йышши пулăмсене çывăх тăрать теме пулать.
Тетелте "Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр" юррăн тексчĕсем пур. Фольклор пулнăран çав текстсенчен нихăшне те канонланă япала темелле мар. Ытти вариантсене илес пулсан, уйрăмах юррăн пуçламăшĕ кăсăклă. Ытларах чухне — "Вăрмана кĕнĕ чух шăхăрса кĕр" теççĕ. Анчах та "Вăрмана кĕнĕ чух юрласа кĕр" тени те пур. Петĕр Яккусен сăвăçăн пĕр хайлавĕнче вара, Атнер Хусанкая халалланăскерте, "Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр" тенĕ.
Сарлака-и кунçулăмăр сакĕ?
Ан шарла, курăнать, ав, ĕшне.
Вăрмана кĕнĕ чух — савăнса кĕр,
Илсе кĕр пурăну савăшне.
Ахăртнех, çакна чи ăнăçлă вариант темелле пуль (Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçлевçи Геннадий Борисов çинчен çырнă статьяра та çав вариантах асăннă). Вара эпир статьяра пăхса тухакан юррăн пуçламăшĕ ак çапла курăнать:
Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр,
Сарă кайăк тăтăр шăхăрса...
Калас пулать, "сарă кайăк тăтăр тĕлĕнсе..." текен вариант та пур.
Юррăн "канона çывăх" тексчĕ (сăвви):
Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр,
Сарă кайăк тăтăр шăхăрса
Савни, вăййа тухсан, лăпкăн çÿрĕ
Çĕнĕ хĕру тăтăр сăнаса.
Хĕрлĕ çырлийĕсем пиçсессĕн те,
Хура çырли часах пиçес çук
Савни, эсĕ мана мансасăн та,
Эпĕ сана нихçан манас çук.
Манас çук пирвайхи юратăва
Манас çук пирвайхи каçсене
Пирвайхи юрату аса килсен
Ик куçăмран куççуль тăкăнать
Сад пахчи, сад пахчи, сад турачĕ,
Сад турачĕ çине ан ларăр
Кăмăлăра кайсан, чунăр савсан,
Çын сăмахе хыççăн ан кайăр.
Хĕрлĕ çырлийĕсем пиçсессĕн те,
Ăна татса çимен çын пур-ши?
Ачаран выляса пĕрле ÿссен,
Уйрăлнă чух йĕмен çын пур-ши?
Кунти виççемĕш тата тăваттамĕш куплетсем хушшине ак çак йĕркесене кĕртсе хуни тĕл пулать:
Каçас тенĕ пулсан каçми пурччĕ —
Юлас терĕм çыран ку енне.
Каяс тенĕ пулсан каччи пурччĕ —
Кĕтес терĕм çарти савнине.
"Канонла" текен текста ку йĕркесене мĕншĕн кĕртменнине ăнланма пулать: "çар" пирки калани çапах та юрра вĕтетсе ярать, анлă курăмран уйрăмми патне илсе пырать.
Юррăн кунçулĕ уçăмлах мар. 1960-мĕш çулсен вĕçĕнче çуралнă пуль теме пулать. Хăшпĕр хыпарсем тăрăх, авторĕ Елчĕк районĕнчи Патреккелти халăх хорĕн ертÿçи Геннадий Борисов текенсем те пур. Сăмахран, Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнчи концертра кун пирки Полина Борисова та пĕлтерет. Тен, тĕрлĕ çăлкуçсене шута илсен, кÿнтеленсемпе калаçсан, чăнлăх патне çывхарма май килĕ. Халлĕхе вара Геннадий Арсентьевич Борисова çак юрра чăвашсем хушшинче сарас тĕлĕшпе палăрнă çын пек курмалла.
Çак хайлавăн кĕввипе юрлакан юрăсем тутарсем хушшинче те пур. Сăмахран, Сергач мишерĕсен хушшинче. Ăçтан лекнĕ вăл вĕсен хушшине — каллех паллă мар. Тутарсем чăвашсенчен йышăннă-ши, е тепĕр майлă пулнă — ку ыйтусене никамах та тĕпчемен.
Мусăк: Сара Садыкова, сăвă: Ахмет Рашитов.
Тутарла | Чăвашла йĕркепĕрлĕх | Чăвашла поэзилле куçару | Паллă мар чĕлхепе |
---|---|---|---|
Беренче мэхэббэт
|
|
|
|
Ку юрра чылай юрăç тата ушкăн хăйсен репертуарне кĕртнĕ. Вăл шутра: "Çавал" ушкăн, Алексей Шадриков, Алексей Московский, Николай Ключников, Иван Шинжаев, Константин Евруков.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр (юрă), which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.