Хусанкай Атнер Петрович

Хусанкай Атнер Петрович (1948, юпа, 8, Чăваш Ен, Шупашкар çур.) — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1977), профессор, чĕлхеçĕ, литература тишкерӳçи, публицист, пĕрлĕх ĕçченĕ, ЧНК пĕрремĕш президенчĕ, ЧНК хисеплĕ президенчĕ.

Хусанкай Атнер Петрович Хусанкай хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Атнер Петрович Хузангай
чăв. Атнер Петĕр Хусанкай ывăлĕ
Хусанкай Атнер Петрович
Çуралнă вăхăт: 1948, юпа, 8
Çуралнă вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР, СССР
Патшалăх:

Хусанкай Атнер Петрович ССРПХусанкай Атнер Петрович РФ

Ăслăх сфери: филологи
Ăсчах степенĕ: филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
Альма-матер: Ленинграри А. А. Жданов ячĕллĕ патшалăх университечĕ

Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ (1989), Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ (1998), Латви журналисчӗсен Пĕрлешĕвӗн премийӗн лауреачӗ (1987), «Дружба народов» журнал лауреачӗ (1987), И.Я. Яковлев ячӗллӗ преми лауреачӗ (2002).

Пурнăçĕ

1948 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шупашкар хулинче çуралнă.

Амăшĕ - чăваш халăх артисчĕ Вера Кузьмина, ашшĕ - чăваш халăх сăвăçи Петĕр Хусанкай.

1966-1972 çулсенче Атнер Хусанкай Ленинград патшалăх университечĕн тухăç факультетĕнче, 1973-1976 çулсенче СССР Ăслăх Академин Тухăç пĕлĕвĕн институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ. 1978—1990 çулсенче Атнер Хусанкай Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçленĕ. 1990 çултанпа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлӑхĕсен институтĕнче чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ.

Атнер Петрович Хусанкай чăваш тата вырăс чĕлхисемсĕр пуçне акăлчан, арап, франс, нимĕç, турккă чĕлхисене аван пĕлет, арап чĕлхин диалекчĕсенчи пĕр тата икĕ хутăш йышлă сĕнӳсене, сĕнĕвĕн тĕп пайĕсене, чăваш чĕлхинчи арап-перс элеменчĕсене тишкерет.

Кун çути курнă ĕçĕсем

  • Поиск слова. Ч., 1987;
  • Проблема языкового существования чувашского этноса и перспективы языковой политики // Проблемы национального в развитии чувашского народа. Ч., 1999;
  • Поэт Айги и художники (опыт философской интерпретации поэтического и художественного сознания). Ч., 1998;
  • Путешествие по периферии к центру языка // Библиотека журнала «Халăх ăс-хакăлĕ», № 5(9). Ч., 2003.

Вуламалли

  • Хусанкай А.П. Поиск слова. Литературно-критические статьи. - Чебоксары: Чувашгосиздат., 1987. 191 с.
  • Атнер Хусанкай. Поэт Айги и художники (Опыт философской интерпретации поэтического и художественного сознания. - Чебоксары, 1998.
  • Текст, метатексты и путешествия. - Чебоксары: Руссика, 2003. 387 с.
  • Хусанкай А. П. Без иллюзий: мой временник. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2017. 255 с. ISBN 978-5-7670-2615-9

Асăрхавсем

Каçăсем

Tags:

Хусанкай Атнер Петрович ПурнăçĕХусанкай Атнер Петрович Кун çути курнă ĕçĕсемХусанкай Атнер Петрович ВуламаллиХусанкай Атнер Петрович АсăрхавсемХусанкай Атнер Петрович КаçăсемХусанкай Атнер Петрович19481977Чăваш ЕнЧНКШупашкарЮпа, 8

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Диана, Уэльс еликĕТĕрлемесФутболДиафрагма (анатоми)Çу, 21Латин чĕлхиВутлан (Çĕрпӳ районĕ)ВăхăтШпалерMediaWikiИонио тинĕсĕЕвропа ПĕрлешĕвĕАнтонова Наталия СергеевнаЭльбшеЫтарлă пĕрчĕЧӳк, 3Адюков Виталий ИвановичHTMLКилйыш (математика)Нарăс, 29Мишина Ксения АлександровнаКăрлач, 25П. эрч. 238Текирдаг (ил)КалифорниСан-ФранцискоТухсатăрансен таблициМускавТĕс (биологи)Авалхи тĕнчеХĕрлĕ эрехШвециАмерикăпа Мексика хушшинчи вăрçăФашизмМари-Агнес Штрак-Циммерман1401Нуби.laШахнамеИллинойс (штат)ОидиумAldiАлимова Матлюба Фархатовна.myКуала-ЛумпурМонгол чĕлхисем.il695Авăн, 29Кăрлач, 29Diary.ruКатетЖилина енĕКозенцаЛеонардо да ВинчиАхмеев Селивестр НиколаевичАПШ Демократи партийĕ1576Португал чĕлхиПапанов Анатолий ДмитриевичВикихыпарАвăн, 11Новодевичье çăвиТăван Çĕршывăн Аслă вăрçиАлексей МосковскийÇĕрпӳ уесĕ🡆 More