Чÿрече е кантăк, çавăн пекех витраж теме пултараççĕ — çуртсене çутă кĕртме тата уçăлтарса вентиляциме ятарласа тунă конструкцисем.
«Кантăк» тата «чÿрече» тенисем — синонимсем. Вĕсен хушшинче пĕртен-пĕр нюанс — «кантăк» тесе çавăн пекех кĕленчене те (материал) калаççĕ, «чÿрече» тенин унашкал пĕлтерĕш çук.
Цивилизаци аталанӑвӗн малтанхи тапхӑрӗнче ун пеккисем пулман. Тӗрлӗ çĕрте тата тĕрлĕ климат ярăмĕнче авалхи ҫуртсен чӳрече пулман. Вӑтам ĕмӗрсем çитиччен шăтăклă хӳмесем çеç пулнӑ, вӗсене чӗрчун тирӗпе е пирпе витнĕ. Ҫавӑн пекех шал енчен çутă кĕртекен вăкăр хăмпине карнă.
Авалхи Римре чӳречесем кантӑксӑр пулнă. Формипе тӳркӗтеслӗ, ятарлса капăрлатнă, ҫав шутра чулран та. Кантăкран тунă пĕрремĕш чӳречесене Рим империйӗн тапхӑрӗнче лартма тытăннӑ, анчах та ҫакӑн пек чаплӑ япаласем пур граждансен те пулман. Францире 1330 ҫул тĕлнелле, унтан Германире "уйӑх кантăкĕ" тенĕ япалана шутласа кӑларнӑ. Кантăк хӑмпине кантăка вӗрмелли пăрăхпа сарнă та чул плита çине хурса каснă, лапчӑтнă. Çапла вара ытла тикӗсех мар, ытла янкăрах мар диск тунӑ. Ҫакнашкал "уйӑх кантăкĕсене" тӑхлан хытарчăкĕсемпе çыпăçтарса тулли чӳрече пуçтарнă, вĕсем ĕнтĕ вăтам ĕмĕрсенче тата ренесанс тапхăрĕнче интерьере капăрлатнă. Халĕ те Европӑра авалтанпа упранса юлнă нумай çуртра çав чӳречесене курма пулать. Уйӑх кантăкне кабинет витражĕсене периметрĕпех лартаҫҫӗ. Яка тикĕс кантăка ярăнтарса сармалли меслете XVI ĕмĕрте венеци маçтăрӗсем шутласа кӑларнӑ, анчах та унашкал япала питӗ хаклӑ шутланнӑ.
XI-XIII ӗмӗрсенче Руçре йывӑҫлă архитектурӑра сăлăп чӳречесемпе усӑ курнӑ. Горизонт енĕпе вăрăм, çӳллĕшĕпе пĕр-икĕ пӗрене калăпăш каснă та чусран тунă сӑлӑппа хупланӑ. Каярахпа, XVII ĕмерте ăстасем хулӑн та ҫаврака 20-30 см çити диаметрлă чӳрече тума вĕреннĕ, ҫавӑн пекех тирпейленĕ слюда татӑкӗсене те усӑ курнӑ. Унашкаллисем çутăна тĕксĕм хулӑм кантăкран лайăхрах витĕр яраҫҫӗ.
Йывăçран, поливинилхлоридран (ПВХ), кантăкпластикран, хурçăран е алюминирен, е вĕсен комбинацисенчен тунă погонажлă япалана (вĕсенчен чӳрече элеменчĕсене — рамăсене тата хупмасене — хатĕрлеççĕ) профиль теççĕ. Касса тунисене механика майĕпе е сваркăпа чӳречен рамкине пӗрлештереҫҫӗ.
Ялан тенӗ пекех, чӳрече тумашкăн чӳречен тĕрлĕ профилӗсем кирлӗ. Профильсемпе чӳречесене тӑвакансем профиль артикулсене тĕп (рама (коробка), хупма, импост, штапик) тата хушма (çыхăнтаракансем, аслатакансем, декораци профилĕсем т. ыт. те) уйăраççĕ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Чӳрече, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.