Танкăр Тĕнĕ

Танкăр тĕнĕ, е танкăрлăх— вӑтам ӗмӗрсенче Евразири тата Тĕп Азири çеçенхирсенче тĕрĕк -монгол халăхĕсем ĕненнĕ тĕн.

Çак халăхсем, тĕн йĕркипе килĕшÿллĕн, Танкăр-тÿпене патшалăх этепĕн турри вырăнне хурса хисепленĕ. Кунсăр пуçне тпнкăр тĕнĕ çĕнĕ йышши ырă-хаяр ĕненĕвĕсен (халăхăн çĕнĕ тĕнĕ) пĕр юхăмĕ шутланать. Акӑлчан чӗлхипе çырнă литературăра Танкăр тĕнне палăртма Tengriism термин йышӑннӑ. Тӗрӗк чӗлхисенче, сăмах май, икӗ ӑнлавпа усӑ кураҫҫӗ: "Тенгир дин" тата "Тенгиршилик", е Tengricilik. "Тенгризм" термин авторӗ XIX ӗмӗрте ĕçленĕ казах этнографĕ Чокан Валиханов шутланать. Францири тухăçа пĕлекен специалист Жан-Поль Ру вара ăна анлă сарăлма пулăшнă. Совет ҫулӗсенче "танкăрлăх" сăмах пĕрремĕш хут казах сăвăçĕ тата тюрколог Олжас Сулейменов çырнă АЗ тата Я кĕнекинче вырăн тупнă.

Танкăр Тĕнĕ
Тенгри тĕнĕн символӗсенчен пӗри — Шанырак (ункӑр хӗресĕ) тата руна мелĕпе çырнă Танкăр сăмах.
Танкăр Тĕнĕ
Ордосри Танкăр чиркĕвĕ (Шалти Монголи, Китай).

Тахçанхи танкăрлăх

Танкăр Тĕнĕ 
Орхон çырăвĕпе çырнă "Танкăр" сӑмах

Вӑтам ӗмӗрсенчи танкăрлăх ҫинчен калакан паха ҫӑлкуҫсем вĕсем: авалхи тĕрĕк чĕлхин руна мелĕпе çырнă çыру палăкĕсем. Пайăррăн кунта Юмăçлăх кĕнеки (Книга гаданий) тата Монголсен вăрттăн юмахĕ (Сокровенное сказание монголов) хайлавсене палăртса хăвармалла.

Хӑшпӗр тӗпчевҫӗсен шухăшĕпе, тӗрӗк-монгол халăхĕсен ĕненĕвĕнче икӗ модус пулнӑ: халӑх модусĕ тата импери модусĕ(шăпах эпир калаçакан Танкăр тĕнĕ). Тÿпе кульчĕпе ҫыхӑннӑ халӑх ӗненӗвӗсем (шаманизм) ӗмӗрсем хушши аталаннă пулсан, монотеизмла импери тапхăрĕ Тӗрӗк каганачӗ вăхăтĕнче е, монголи академикĕ Шагдарын Бира шутланă пек, Монгол империйӗ паркаланнă саманара йĕркеленнĕ.

Танкăр тĕнне тĕнчери чи авалхи тĕнсенчен чи тарăн аталанни тесе каласан йăнăш пулманнине нумай тĕпчевçĕ палăртать.

Асăрхавсем

Tags:

Акăлчан чĕлхиВăтам ĕмĕрсемЕвразиКазахстанМонголсемСовет Социализм Республикисен ПĕрлешĕвĕТĕп АзиТĕрĕк чĕлхисемТĕрĕксемТанкăрФранци

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Ионизаци энергийĕЮпа, 18Максимилиан Крах9КуçаруТвиттерМардукШыв ÿсентаранĕсемТуркай Валери ВладимировичВикиФрида БелинфантеЯпониАзиЕвклидла метрикаВырăс ВикипедийĕИрçе ÇармăсВикен (авалхи тӑрӑх)Хирургилле сиплевКубаЛазер2004Файрушина Ангелина ЕгоровнаАка, 2Хлорлă акшарАнтонова Наталия СергеевнаВикиампарШноль Симон Эльевич1216Тăрăх (координат)Çăмарта (апат-çимĕç)320-мĕш çулсемРешетке (геометри)Ĕмĕр сакки сарлака (роман)АпартеидСлобода районĕ12191547ПăрИспан чĕлхиПуш, 28Упа йышшисемАссошиэйтед ПрессТăрăм18181696Ватт.ne1649РамблерВиçĕ фазăллă токШупашкарC++ЙĕкевШыв илниСадЧейнЫсаИнтернетГалилей, ГалилеоКорольАнглиПлаценталлисемШотланди майра-корольне Марийăна экзекуцилениХушма хак çине хуракан налукТопинамбурТЮникод🡆 More