Мегре́л чĕлхи (тăван ячĕ მარგალურ ნინა, margalur nina) —çурçĕр-анăç Гризири картвел çемйинчи мегрелсен чĕлхи.
Калаçакан йышĕ — 650 пине яхăн çын.
Патшалăхсем: | Грузи, Абхази |
Статус: | тăнăç мар |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Картвел çемйи
| |
Çырулăх: | грузин алфавичĕ |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | — |
ISO 639-2: | — |
ISO 639-3: | xmf |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Ят варианчĕсем: мингрел, ивер, эгер. Грузинла ячĕсем: მეგრული ენა (megruli ena), кивелнĕ odišuri, iveriuli ena. Абхазла агыршәа.
Тахçанах Грузин 7 районĕнче Анăç (Зугдидире, Цаленджих, Хоба, Чхороцка, Мартвил, Сенака, Абаш) тата Поти хулинче, объединяемых в историческую область Мегрелия; çаплах Абхазин чикĕ çумĕнчи районĕсем (Гал тата Ткуарчали районĕн пайĕ, Очамчыра х.). Унсăр пуçне, мегрел чĕлхине епле те пулин пуплеме абхаз Очамчыра районĕн çитĕннĕ çулти çыннисем пĕлеççĕ. Мегрелин чи тухăçĕнче, Цхенисцкалипе Ногела (Абаш тата Мартвил районĕсен тухăçĕнче) юханшывĕсем хушшинче мегрел чĕлхи вырăнне XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕ тĕлне пĕтĕмпех грузин челхи улăштарать.
Абхазире, 2003 çулхи халăх çыравĕпе, 44 пин мегрелпе грузин (вĕсенчен чылайрахăшĕ мегрел чĕлхипе пуплет), çав шутра Гал районĕнче 28919 çын (пурнан халăхăн 99 %), Ткуарчали районĕнче — 8155 çын (55 %). Вăрçăччен вĕсен шучĕ питĕ нумайрах пулнă, тĕслĕхрен 1989 çулхи çыравпа 239.872 «грузин» (Абхазири пурнан халăхăн 45,7 %), вĕсенчен 2/3 пайĕ мегрел чĕлхипе калаçаççĕ.
Раççейре, 2002 çулхи çыравпа, мегрел чĕлхипе 2590 çын пупленĕ. Чăннипе, вĕсен шучĕ вуннă хут ытларах пулмалла, мĕншĕн тесен Абхазирен Раççее тарса килнисен ытларахăшĕ — мегрел тымарĕнчен.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Мегрел чĕлхи, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.