Лакшми (санскр.
लक्ष्मी, Lakṣmī IAST — «телей») — индуизмра ырлӑх, чаплӑх, пуянлӑх, ӑнӑҫу тата телей турри. Вӑл — хӳхӗмлӗхе, илемлӗхпе ытарлӑха пӗлтерет. Лакшми Вишну арӑмӗ, ҫапла вара унӑн хӑватне пӗлтерет. Вишнуизм тенне ӗненекенсем шутланӑ тӑрӑх, Лакшмине хисеплени вӗсене пурнӑҫри телейсӗрлӗхрен тата чухӑнлӑхран хӑтарать. Лакшми хӑйӗн упӑшкине, лешӗ пур виҫ тӗнчесенче ӑҫта пулсан та, яланах унпа юнашар пулассине сӑмах панӑ. Ҫӗр ҫинчи сӑнарта вӑл Вамана (Падма е Камала пулса), Рама (Ситапулса пулса) тата Кришна (Радха, каярах Рукмини пулса) аватарасен арӑмӗ. Хӑш чух Лакшмине «Шри» (Sri, «чаплӑх», «телей», «мухтав») тесе чӗнеҫҫӗ, ирхи вайшнавизмра Шри уйрӑм турӑ та пулма пултарнӑ, анчах вӑхӑт иртнӗ май унӑн сӑнарӗ Лакшми сӑнарӗпе пӗрешкел пулса хутӑшса кайнӑ.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Лакшми, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.