Рэй Чарльз (тулли ячĕ Рэй Чарльз Ро́бинсон, акăл.
17 хутчен «Грэмми» парнине илме тивĕçнĕ, рок-н-ролл, джаз, кантри тата блюз мухтав пÿлĕмĕсене, Джорджи штатĕн мухтав пÿлĕмне лекнĕ, вăл вылякан кĕвĕ çырнине АПШ Конгресĕн кĕнеке пуххине кĕртнĕ.
Рэй Чарльз | |
Тĕп хыпар | |
---|---|
Тулли ят | Ray Charles Robinson |
Çуралнă вăхăт | 1930 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | Олбани, Джорджи, АПШ |
Вилнĕ вăхăт | 2004 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн | Беверли-Хиллз, Калифорни, АПШ |
Патшалăх | |
Профессисем | американ кĕвĕ вылякан |
Жанрсем | соул, ритм-н-блюз, поп музыка, джаз, блюз, кантри, госпел |
Фрэнк Синатра Рэя «пултарулăх кăтарту ĕçĕнчи пĕртен пĕр чăн генийĕ» тенĕ. Унăн талантне Пол Маккартни, Элтон Джон, Стиви Уандер, Том Круз, Брюс Уиллис, Билли Престон, Ван Моррисон, Хью Лори тата ытти те çÿллĕ шая лартнă.
2004-мĕш çулта Rolling Stone журнал Рэя Чарльза хăйĕн 10-мĕш вырăнне лартса «Вилми Шута» кĕртнĕ: пур вăхăтри 100 чи аслă артистсен «пур вăхăтри 100 чи лайăх юрăçсен» шутри 2-мĕш вырăнне кĕртнĕ. Унăн What’d I say юрри çав журналăнах «пур вăхăтри 500 чи лайăх юрă» рейтингĕн 10-мĕш вырăнне йышăнма тивĕçнĕ. 1960-мĕш çулсенчи чылай кĕвĕ вылякансен хушшинче Рэй пĕлтерĕшлĕ вырăнта тăрать тата час-часах хальхи вăхăтри музыка аталанувĕн XX-мĕш ĕмĕрти чи лайăх кĕвĕ ăстисен тĕрлĕрен палăртуллă шутне кĕрет.
Билли Джоэл юрăç каланă тăрăх: «Ку тен лайăх мар илтĕнме пултарать, анчах эпĕ Рэй Чарльз Элвис Преслинчен те пахарах пулнă тесе шутлатăп. Пĕлместĕп, Рэй рок-н-рол шутласа кăларнисенчен пĕри пулнă-ши, анчах та вăл чăннипех нумай япаласенче пĕрремĕш пулнă… Кам, шуйттан илес, хăçан та пулин çавăн чÿхлĕ тĕрлĕ ĕç тĕсĕсене хутăштарса пĕрле ĕçлеттернĕ?!»
Икĕ хутчен авланнă, унăн тăхăр хĕрарăмран вуникĕ ача.
Рэй Чарльз Викиампарта? |
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Рэй Чарльз, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.