Рерихизм

Рерихизм (акăл.

Roerichism) — Елена тата Николай Рерихсем пирĕн вăхăта çитернĕ вĕрентӳ çинче никĕсленекен тĕн тата культура юхăмĕ. Рерихизм хăйĕн шухăшлавне теософирен, хĕвелтухăç тата хĕвеланăç тĕнĕсенчен, сĕм авалхи тата будда йăлисенчен илсе вĕсене вырăс культурипе вырăс космизмĕ урлă кăтартать. Рерихизм ăс-хакăлĕн тĕшшийĕ Агни Йога пулса тăрать.

Рерихизм
ПНО тата Рерихизм символĕсем.
Почтă марки, 1986.

Йĕркелекенĕсем тата вĕсен вĕрентĕвĕ

Рерихизм 
Елена Рерих. 1909 çул.
Валентин Серов ӳкерчĕкĕ

Елена Рерих

Елена Ивановна Рерих (1879–1955) — вырăс философĕ, çыравçи тата пĕрлĕх ĕçченĕ. 20-мĕш ĕмĕрте вăл Авалхи ăс-хал вĕрентекенĕсемпе тачă хутшăнса ĕçлесе Чĕрĕ Этика (Агни Йога) философилле вĕрентĕве йĕркелесе ярать.

Елена Санкт-Петербургри паллă архитектор - Иван Иванович Шапошников - çемйинче çуралнă. Еленăн амăшĕ Голенищев - Кутузовсен авалхи йăхĕнчен тухнă пулнă. Раççей Империйĕн генерал-фельдмаршалĕ Михаил Кутузов кнеç, 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи Арсений Голенищев-Кутузов поэт, Модест Мусоргский паллă композитор — çак паллă çемье пайташĕсем. Ку дворян çемйи мухтавлăхĕпе анчах мар, пуян культура йăлисемпе те палăрса тăнă. Елена В. М. Бехтеревпа, Александр Блокпа, Сергей Дягилевпа, А. И. Куинджипе, В. Соловьевпа, В. В. Стасовпа, Игорь Стравинскийпе тата Михаил Врубельпе - çав вăхăтри ӳнерçĕсемпе тата ăсчахсемпе — час-часах хутшăннă.

1901 çулта Елена Николай Рериха качча тухать. Çавăнтанпа вĕсем пурнăçра та, ăс-хакăл пултарулăх çулĕ çинче те яланах пĕрле пулнă. Елена упăшкин культурăри тата халăх хушшинчи мĕпур пуçарăвĕсен ĕçтешĕ пулса тăрать. 1920-мĕш çулта Николайпа Елена Рерихсем АПШра Нью-Йорк штатĕнче саккунпа килĕшÿллĕн шута илнĕ Агни Йога коммерцилле мар вĕрентӳ организацине пуçарса яраççĕ. 1924-1928-мĕш çулсенче Елена упăшкипе пĕрле трансгималай паттăрла экспедициине хутшăнать. Рерихсен çемйи Гималайри Кулу айлăмĕнче вырнаçсан Гималай Наука тĕпчев институчĕ уçăлать; йĕркелекенĕ, Елена Рерих, унăн хисеплĕ президенчĕ пулать. Индире пурăннă çулсем Еленăшăн чи тухăçлă ĕçленĕ çулсем пулса тăраççĕ. Кунта Агни Йога кĕнеке ярăмĕн пысăк пайне çырнă, çав ярăмри 14 тома пичетлесе кăларнă. Кĕнекесен хуплашкисем çинче автор ячĕ çук, мĕншĕн тесен Елена Ивановна халăхăн пархатарлă ăс-хакăлĕ уйрăм çын харпăрлăхĕ пулма пултараймасть тесе шухăшланă.Вăл хăйне мĕнпурĕ те виçĕ кĕнеке авторĕ анчах тесе шухăшланă. Вĕсем тĕрлĕрен псевдонимсемпе пичетленсе тухнă: «Буддизм никĕсĕсем» (1927), «Тухăç криптограммисем» (1929), «Хисепе тивĕçлĕ Сергий Радонежский ялавĕ» (1934). Унсăр пуçне вăл Европăри, Азири тата Америкăри чылай çынпа çыру çӳретнĕ. Çырусен икĕ томĕ (Елена Рерих çырăвĕсем) 1940 çулта Ригăра пичетленсе тухнă. Елена çавăн пекех куçарусемпе те ĕçленĕ. Вăл «А. П. Синетт патне Махатмăсем янă çырусем» (Чаша Востока) кĕнекери сыпăксене тата Елена Блаватскаян «Тайная доктрина» кĕнекисен икĕ томне вырăсла куçарнă.

Рерихизм 
Джавахарлал Неру, Николай Рерих
Рерихизм 
Н. К. Рерих, Е. И. Рерих, Ю. Н. Рерих, С. Н. Рерих

Николай Рерих

Николай Константинович Рерих (1874–1947) — вырăс ӳнерçи, çыравçи, археологĕ, теософĕ, философĕ, пĕрлĕх ĕçченĕ. Чылай çын ăна тĕн енĕпе ăс параканĕ тата вĕрентекенĕ пек йышăнать.

Николай Рерих малтан Карл Май Гимназийĕнче, ун хыççăн пĕр харăсах Император Ӳнер Академийĕнче тата Петербург университечĕн юридици факультетĕнче вĕреннĕ. Рерих икĕ хутчен, 1924-мĕш тата 1934-мĕш çулсенче, Тĕп тата Хĕвел Тухăç Азире пулнă; кайран, Монголири Гоби пушхирĕпе Алтай тата Гималай тăвĕсем тăрăх экспедицире пулнă хыççăн, «Сердце Азии» тата «Алтай - Гималай» кĕнекесем çырнă. Ку кĕнекесем, чылай çĕршывра пичетленнĕскерсем, рерихизм юхăмне тата Анăçра никамах та питех пĕлмен Тухăç халăхĕсен культурине анлă сарма май панă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче, А. Эйнштейн, Р. Тагор пĕтĕм тĕнчери паллă çынсемпе пĕрле, Тĕнче культурин чи паха япалисене упраса хăварас тĕллевпе Рерих пактне пуçарса ярать.

Н. К. Рерихăн Индири тĕрлĕ енлĕ ĕçне Джавахарлал Неру пысăка хурса хакланă. 1947-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче Н. К. Рерихăн çĕре кĕнĕ хыççăнхи Делири куравĕнче вăл çапла каланă:

Рерихизм  Николай Рерих пирки шухăшланă чухне унăн ĕçĕ-хĕлĕн анлăшĕпе пуян пултарулăхĕнчен çав тери тĕлĕнетĕп. Аслă ӳнерçĕ, аслă ăсчах тата çыравçă, археолог тата тĕпчевçĕ, этемлĕх ăнтăлăвĕн тĕрлĕ енĕсене çутатса панă. Унăн ӳкерчĕкĕсен шучĕ тĕлĕнтерет — пинĕ-пинĕпе ӳкерчĕк, вĕсенчен кашниех паллă ӳнер хайлавĕ пулса тăнă. Унăн ӳкерчĕкĕсем пирĕн истори витĕмĕпе, пирĕн шухăшлавпа, пирĕн культура еткерĕпе пуян, вĕсем пире Индин ĕлĕххи кунçулĕ пирки анчах мар, яланхи-ĕмĕрхи лару-тăру çинчен каласа параççĕ, çавăнпа пирĕнтен кашниех çак куçа курăнман пысăк вăя пир çине куçарма пултарнă Николай Рерих умĕнче хăйне парăмлă туять. Рерихизм 

Юрий Рерих

Юрий Николаевич Рерих (1902–1960) — вырăссен востоковед-ăсчахĕ, лингвисчĕ, искусствовечĕ, этнографĕ, философи наукисен докторĕ, профессор, Урусвати наука тĕпчевĕсен Гималай институчĕн директорĕ, СССР Наука Академийĕн Тухăç институчĕн тĕн философийĕпе истори секторĕн заведующийĕ.

Рерихсен аслă ывăлĕ Карл Май шкулне пĕтернĕ хыççăн тĕнчери паллă университетсенче вĕреннĕ. 1919-мĕш çулта Лондон университечĕ çумĕнчи Тухăç чĕлхисен шкулĕн индо-иран уйрăмĕнчен вĕренсе тухса санскрит тата персид чĕлхисене алла илет, 1922-мĕш çулта АПШри Гарвард университечĕн инди филологийĕн уйрăмне бакалавр степенĕпе пĕтерет, 1923-мĕш çулта Париж хулинчи Сорбоннăри Тухăç чĕлхисен шкулĕнчен вĕренсе тухать, инди филологийĕн магистрĕн ятне илет. Лондонри Ази Патшалăх обществин пайташĕ пулать.

Святослав Рерих

Святослав Николаевич Рерих (1904–1993) — вырăс тата инди ӳнерçи, литераторĕ, çутçанталăк ăслăхĕсен сăнавçи, пĕрлĕх ĕçченĕ.

Рерихсен кĕçĕн ывăлĕ Карл Май шкулне пĕтернĕ хыççăн АПШри Колумби тата Гарвард университечĕсенче малалла пĕлӳ пухнă. «Урусвати» институтра Святослав çутçанталăк ăслăх уйрăмне ертсе пынă. Ăслăх-тĕпчев ĕçĕ орнитологи, ботаника, минералоги, тибет фармакопеи, химипе алхими пуçламăшĕ, тĕне пĕлни, философи, ӳнере пĕлни, культурологи, астрологи çинче никĕсленнĕ. Сятослав Рерихăн литературăри, çавăн пекех тĕпчев ĕçĕнчи, педагогикăри тата халăх хушшинчи ĕçĕ-хĕлĕ Агни Йога идейисемпе çыхăннă.

Рерих Пакчĕ тата Мир Ялавĕ

Рерихизм 
Рерих Пактне Вашингтонра алă пусни. (варринче Франклин Рузвельт)

Рерих Пакчĕ, çавăн пекех наука, истори тата ӳнер учрежденийĕсене упрамалли — этемлĕх историйĕнчи культура эткерне хӳтĕлемелли пĕрремĕш килĕшӳ пулса тăрать. Çаванпа килĕшӳллĕн, вăрçă тухма пултарас хăрушлăх вăхăтĕче культурăшăн сумлă та паха япаласене чи малтан хӳтĕлемелле. Килĕшĕве Вашингтонра 1935 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче 12 сехетре Çурçĕр тата Кăнтăр Америкăри çирĕм пĕр çĕршывран килнĕ уйрăм çын алă пуснă. 1948 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пакта Инди Республикин правительстви ырланă. Совет Союзĕн икĕ хут геройĕ А. А. Леонов, космоса пĕрремĕш тухнăскер, Рерих Пактне хак парса çапла çырнă:

Рерихизм  Культура тата ăс-хакăл шайне çӳле çĕклени пире экономикăна çирĕплетме, политикăна кăмăл-сипетпе килĕшӳллĕн тытса пыма, хĕç-пăшаллă хирĕçӳсене чарса ларма пулăшать. Çакă Рерих Пакчĕн паянхи кунри пĕлтерĕшĕ пулса тăрать те. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл пĕтĕм планетăшăн тата пĕлтерĕшлĕрех пулса пырать. Рерихизм 

Наукăпа истори тата культура палăкĕсене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери килĕшĕвĕн (1935 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕ), Рерих Пакчĕн символĕ — Мир ялавĕ. Ку палла культурăшăн паха та сумлă япаласене хӳтĕлеме май паракан пĕтĕм тĕнчери Рерих Пакчĕ валли Николай Константинович хăй сĕннĕ. Ун шучĕпе çак паллă:

Рерихизм  Сĕм авалтан килсе пĕтĕм тĕнчипех тĕл пулать, çавăнпа ăна нихăш секта, религи е йăла-йĕрке те чараймасть, мĕншĕн тесен вăл шухăш-тăн аталанăвĕн пур тапхăрне те палăртать. Рерихизм 

Пирĕн вăхăтри рерихизм

Çĕнĕ космос тавракурăмĕпе çыхăннă Агни Йога вĕрентĕвĕ ăс-тăн аталанăвĕнче халĕ те пысăк вырăн йышăнса тăрать. Аталану тапхăрне тӳсекен кирек хăш общество юхăмĕн пекех, рерихизмăн та хăйĕн йывăрлăхĕсем пур. Рерихсен пур çемье членĕсем те çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн нумай çул иртсен рерихизм шухăшĕ çинче никĕсленнĕ хăш-пĕр тĕнче тата регион шайĕнчи ушкăнсем йĕркеленнĕ.

Чăваш Республикинче рерихизм шухăшĕ çинче никĕсленнĕ ушкăнсенчен пĕри «Культура урлă Сывлăх патне» тĕнчери пĕрлĕх юхăмĕн Регионти организацийĕ пулса тăрать. «Культура урлă Сывлăх патне» тĕнчери пĕрлĕх юхăмĕ 1994 çулта йĕркеленнĕ. Тĕнчери «Культура урлă сывлăх патне» пĕрлĕх юхăмĕн Президент-йĕркелӳçи пулма Виктор Андреевич Скумина суйланă. Организаци Раççей Федерацийĕн Юстици министерствинче шута илнĕ Уставпа килĕшӳллĕн ĕçлет. Сывă пурнăç йĕркин ӳт-пӳ, кăмăл-сипет, ăс-тăн çирĕплĕхне тĕпе хуракан çĕнĕ программисене пурнăçа кĕртни «Сывлăх культурин» чи малтанхи тĕллевĕ пулать.

Рерихизм 
Тĕнчери «Культура урлă сывлăх патне» пĕрлĕх юхăмĕн
йĕркелӳçĕ-президенчĕ В. А. Скумин.

В. А. Скуминăн сывлăх культурин доктринипе рерихизмăн хире-хирĕçле çыхăнăвне хăш-пĕр ăсчахсем те çирĕплетеççĕ, вĕсенчен пĕри Горащук В. П. (Харьковри Г. С. Сковорода ячĕпе хисепленекен наци педагогика университечĕн прфессорĕ). 2004-мĕш çулта вăл наука докторĕн степенне илес тĕллевпе «Общая педагогика и история педагогики» специальноçпе çырнă диссертацире В. А. Скумин, Н. Рерих философийĕн контексчĕ урлă сывлăх культурин проблемисене уçа панă, тесе каланă.

В. А. Скуминăн «Культура урлă сывлăх патне» гимнĕ тăватă строфаран тăрать. Строфари кашни йĕркери сăмах пуçламăшĕнчи сас паллисене çӳлтен аялалла вуласан Агни сăмах вуланать. Тепĕр гимн «Урусвати» ятлă. Агни Йогăра тата Рерихизмра Елена Рерих Тара Урусвати пек паллă. Гимн «Чĕре çулăмĕ Урусватие чĕртет — чун вара Ырăлăх Çунатти çинче вĕçме чĕнет» фразăпа пуçланать.

Скумин чун эволюцийĕ çинче тĕплĕ чарăнса тăрать те 1990 çулта сакăр хушма ушкăнран тăракан улттăмĕш тĕп расăн Homo spiritalis тĕсĕн классификацине сĕнет — HS0 Anabiosis spiritalis, HS1 Scientella spiritalis, HS2 Aurora spiritalis, HS3 Ascensus spiritalis, HS4 Vocatus spiritalis, HS5 Illuminatio spiritalis, НS6 Creatio spiritalis, HS7 Servitus spiritalis.

Тĕнчери «Культура урлă сывлăх патне» пĕрлĕх юхăмĕн издательствинче сывлăх культурин теорийĕпе тата практикăра усă курмалли аспекчĕсемпе çыхăннă кĕнекесем пичетленеççĕ. Çавăн пекех «Культура урлă сывлăх патне» журнал тухса тăрать.

«Культура урлă сывлăх патне» журнал 1995 çулта Çĕнĕ Шупашкарта йĕркеленнĕ. Малтанхи çулсенче унăн тĕп редакторĕ «Культура урлă сывлăх патне» тĕнчери пĕрлĕх юхăмĕн йĕркелӳçĕ-президенчĕ В. А. Скумин профессор пулнă. Каярахпа редколлегине çак пĕрлĕх организацийĕн правлени председателĕ Л. А. Бобина ертсе пынă. Çынна сыватнă чухне унăн пĕр-пĕр чирне анчах мар, çынна хăйне пĕтĕмĕшле сыватассине пурнăçа кĕртессине (холистическая медицина), рерихизм, сывлăх культурин идейисене тата Агни Йога шухăшĕсене анлă сарасси журналăн тĕп темисем пулса тăраççĕ.

Çавăн пекех пăхăр

Асăрхавсем

Вуламалли

Видео

Tags:

Рерихизм Йĕркелекенĕсем тата вĕсен вĕрентĕвĕРерихизм Рерих Пакчĕ тата Мир ЯлавĕРерихизм Пирĕн вăхăтри рерихизмРерихизм Çавăн пекех пăхăрРерихизм АсăрхавсемРерихизм ВуламаллиРерихизм ВидеоРерихизмen:RoerichismАгни ЙогаРерих Елена ИвановнаРерих, Николай Константинович

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Çурла, 6Исикава ТакубокуКельтсем1917ÇĕрВики1977ЛогарифмЕИДПЮпа, 1919521915ПатшалăхХорватиJ1910Атăл1979284Пуш, 26421990Литва63Людовик I Ырă ЧыслăскерМартин Лютер КингЛюксембург (патшалăх)Авалхи РимСоколовский Василий Данилович175816Китай Халăх Республики19221918ИракТурциМăн Чăтлăх районĕ185715СингапурÇутăСаксони-АнхальтСапсан (электропуйăс)Windows XP1978Нарăс, 6Ботаника194919885Мускав1410Алексей ШадриковBБерклиНамибиАндорраИнтернетАвстралиПротактинийТурккă чĕлхиРеволюциВермонт.gaÇуха (пĕлтерĕшсем)Шуйсем1811Пакистан🡆 More