Монголи

Монголи (монг.

Монгол Улс, класс. монг.:Монголи Monggol ulus) официаллă ячĕ Монгол Республики — Тĕп Азире вырнаçнă патшалăх. Çурçĕр енче чикки Раççейпе, кăнтăр енчи — Китайпа юнашар иртет, çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухмаççĕ. Çĕр лаптăкĕ — 1 564 116 км². Тĕп хули — Улан Батор.

Монгол Улс

Монголи

Монголи ялавĕ
Монголи ялавĕ Монголи гербĕ
Монголи тĕнче картти çинче
Патшалăх чĕлхисем монгол чĕлхи
Тĕп хула Улан Батор
Чи пысăк хула Улан Батор, Эрдэнэт, Дархан, Чойбалсан
Президент Намбарын Энхбаяр
Премьер-министр Ухнаагийн Хурэлсух
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
18 вырăнта
1 564 116 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2006)
 - Йышлăхĕ
139 вырăнта
3 532 980
1,8/км²
Валюта ячĕ Монголи тугрикĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +7 пуçласа +8 таран
Патшалăх гимнĕ «Монголи гимнĕ»
Тетел доменĕ .mn
Тел. префиксĕ +976

Географи

Рельеф

Ӳкерчĕк:Физ. карта Монголии.png
Монголин çутçанталăк картти
Монголи 
Гоби пушхирĕ — Кăнтăр-Гоби аймакĕ, Монголи
Монголи 
Гурвансахан наци паркĕ, Гоби, Монголи

Пурăнан халăх

Халăхĕ — 2 832 млн çын (2006, утă). Халăхăн 85% — монголсем, нумайăшĕпе халха-монголсем (çав шутра элжгин тата дариганга ушкăнĕсем (31 900 çын, 2000), татах хотогойт-монголсем, дархатсем, сартулсем, зун-узумчинсем (1700 çын, 1945), урянхайсем (25 200 çын, 2000), хотонсем, бурятсем (70 пин), шинэ-баргутсем (1000 çынна патнелле, 1947), захчинсем (29 800 çын, 2000), торгутсем, баятсем (50 800 çын, 2000), хошутсем, мянгатсем, олётсем, харачинсем, чахарсем, тумэтсем), 7% — казахсемпе кăркăссем, 4,6% — дурбетсем (анăç-монгол йăхĕ) тата 3,4% — ытти халăх ушкăнĕсем (хамнигансем, цаатансем, уйгур-урянхайсем, тывасем, вырăссем, китайсем). 5 миллион ытла монгол Монголи тулашĕнче (çав шутран 4,8 млн. çын ытла Китайра) пурăнаççĕ. Официаллă чĕлхе — монгол чĕлхи, аслă ăру хуласенче вырăсла калаçать. Монгол чĕлхине халăхăн 85% ытла пĕлет.

Истори

Авалхи истори

Тахçанхи вăхăтра Монголи территорине вăрман та, шурлăх та хупланă, тӳремсенче улăхсемпе çеçенхирсем сарăлса выртнă. Монголи территоринче пĕрремĕш гоминидсен юлашкисен çул ӳсĕмĕ 850 пине яхăн çул шутланать.

Хун империне туни

П. эрч. IV ĕмĕрте Гоби айăккинчи çеçенхирте çĕнĕ халăх — хунсем — пулса тухаççĕ. П. эрч. III ĕмĕрте хунсем, хальхи Монголи территорине йышăнса пурăннăскерсем, китай патшалăхĕсемпе кĕрешме тытăнаççĕ.


Пирĕн эрăччен 202 çултаюркăн халăхсен пĕрремĕш империне — хунсен империне — туса хунă. Империе çеçенхир юркăнĕсен ывăлĕ Модун Шанью ертсе пынă. Хунну импери пирки тĕрлĕ эпохăри китай çăлкуçĕсем пĕлтереççĕ. П. эрч. 93 çулчен хунсем монгол çеçенхирĕнче хуçаланнă, вĕсен хыççăн темиçе монгол, тĕрĕк, уйгур тата кăркăс ханлăхĕсем (Сяньби, Жужань хаканлăхĕ, Тухăç Тĕрĕк хаканлăхĕ, Уйгур хаканлăхĕ, Кăркăс хаканлăхĕ тата Кидань хаканлăхĕ) пулса юлнă.

Монгол патшалăхĕ никĕсленни

XII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче чухăна тухнă монгол йăхĕсем патшалăха йĕркеленме хăтланнă, тытăмлăхĕпе вăл йăхсен пĕрлешĕвĕ пулнă, историе Хамаг Монгол ятпа кĕнĕ. Пĕрремĕш тăрамçи Хайду-хан пулнă. Унăн мăнукĕ — Хабул-хан — Цзинь империнчи кӳршĕлле пурăнан йăхсене çĕнтерме пултарнă.

Ăнчах унăн хыççăнхи Амбагай-хана тăшман тутар йăхĕ (малашне «тутарсем» ятпа тĕрĕк халăхлăхĕсене палăртма тытăннă) тыткăна илнĕ те чжурчжэньсене панă, лешсем вара ăна асаплантарса вĕлернĕ. Темиçе çул иртсен тутарсем Есүгей баатара (монг. Есүхэй баатар) вĕлернĕ, унăн ывăлĕ — Темучжин (монг. Тэмүүжин) — пулас Чингисхан.

Влаçа Темучин майĕпен ярса илнĕ. Малтан ăна Ван-хан — Вăта Монголири кереитсен тăрамçи — пулăшса тăнă. Темучин хăйĕн майлисене чылаях пуçтарсан, Монголири йăхсен виçĕ пĕрлешĕвне — тухăç енчи тутарсене (1202 çул), хăйне унчен хӳтĕленĕ Вăта Монголири кереитсене — (1203), тата анăçри наймансене (1204 çул) — пăхăнтарать. 1206 çулта монголсен паллă çыннисен пуçтарăвенче, Курултайра — ăна мĕнпур монголсен çӳлти хан ята панă, Чингисхан титула тивĕçнĕ.

Чингисхан империне туса хуни, Монгол империйĕ

Монголи 
XIII ĕмĕрти Монгол империйĕ (оранж тĕслĕ) тата монголсем халĕ пурăнан территори (хĕрлĕ)

Хĕçпăшаллă вăйсем

Монголи 
Монголи CÇВ эмблеми
Монголи 
КАП тытнă монгол салтакĕ
    Тĕп статья: Монголин хĕçпăшаллă вăйĕсем

Хĕçпăшаллă вăйсен йышĕ — 10,3 пин çын (2012). Çара йĕкĕтсене (18-25 çултисене) йыхравласа комплектлеççĕ, хĕсметре 12 уйăх тăмалла. Мобилизаци ресурсĕсем — 819 пин çын, çав шутра вăрçă ĕçне юрăхлисем — 530,6 пин çын.

Çав. пекех

Асăрхавсем

Литература

  • Даревская Е. М. Сибирь и Монголия. Очерки русско-монгольских связей в конце XIX начале XX в. — Омск, 1994.
  • Овчинников Д. Монголия сегодня // География и экология в школе XXI века. — 2015. — Номер 9. — С. 12-23.
  • Овчинников Д. Монголия сегодня // География — Первое сентября. — 2016. — Номер 1. — С. 23-33.
  • Поспелов Е. М. Географические названия мира. Топонимический словарь / отв. ред. Р. А. Агеева. — 2-е изд., стереотип. — М.: Русские словари, Астрель, АСТ, 2002. — 3 000 экз. — ISBN 5-17-001389-2
  • Пржевальский Н. М. Путешествие в Уссурийском крае. Монголия и страна тангутов. Москва, Дрофа, 2008. — ISBN 978-5-358-04759-4, 978-5-358-07823-9
  • Юсупова Т. И. Монгольская комиссия Академии наук. История создания и деятельности (1925—1953). — СПб: Изд-во «Нестор-История», 2006. — 280 с.
  • Рыбы Монгольской Народной Республики. — М.: 1983.
  • «HISTORIA MONGALORUM», Giovanni da Pian di Carpine, 1245—1247, («История Монголов» Плано Карпини), пер. с ит. на монг. Л. Нямаа. — Улан-Батор: Интерпресс, 2006.
  • Ling, Elaine. Mongolia: Land of the Deer Stone. Lodima Press. 2009. — ISBN 978-1-888899-57-3, 2010. — Шаблон:ISBN с опечаткой.
  • Isaak Levin. La Mongolie historique, géographique, politique: Avec une carte. — Paris: Payot, 1937. — 252 p.

Каçăсем

Tags:

Монголи ГеографиМонголи Пурăнан халăхМонголи ИсториМонголи Хĕçпăшаллă вăйсемМонголи Çав. пекехМонголи АсăрхавсемМонголи ЛитератураМонголи КаçăсемМонголиКитайМонгол чĕлхиПатшалăхРаççейТĕп АзиУлан Батор

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Çара çерçи евĕрлисемАмасис IIИоган Вольфганг ГётеМулкач евĕрлисемКĕркуннеЮрлавКалендарьТель-АвивВоймегаШăхчаФинистерПутин Владимир ВладимировичИндиКараккаКăшИисус Христоса пăталаниСтакканЙывăç (панăлăхсен тытăмĕ)Шри-ЛанкаУйăхАслă БританиПресс-папьеЯт (пĕлтерĕшсем)2002Тӳт1200Библи377Нимĕç ВикипедийĕГостюхин Владимир ВасильевичАкăлчан чĕлхиУтă, 18Исланд чĕлхиЯт1878Кил-çурт шăшийĕВологда (юханшыв)ЮрПĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕАтлант (анатоми)Чăваш пускăч хăмин калăпĕсемВырăс чĕлхиСельТитовка (Свислочь юппи)СингапурСысна евӗрлисемПангеяКультураДаляньКолумбиЯкутиЭнциклопедиПерсиБотаникаКазах чĕлхиURLЗельцМумбаиАлманчăкСывлăш карапĕАлбан чĕлхиСубботник🡆 More