Виталий Петрович Иванов (1952, çĕртме, 3, Вишнёвка ялĕ, Пишпӳлек районĕ, Пушкăрт АССР, СССР) — этнограф, патшалăх ĕçченĕ, истори ăслăхĕсен тухтăрĕ .
Виталий Петрович Иванов | |
Çуралнă вăхăт: | 1952, çĕртме, 3 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Вишнёвка ялĕ, Пишпӳлек районĕ, Пушкăрт АССР, СССР |
Ăслăх сфери: | этнографи |
Альма-матер: | ЧПУ (1976); СССР ĂА этнографи институчĕ (аспирантура, 1980) |
Чыславсемпе парнесем |
|
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2008); Чăваш Республикин патшалăх парнин лауреачĕ (2001, ăслăх, техника); Чăваш Республикин патшалăх парнин лауреачĕ (2001, ӳнер, литература (2006). «Тăван Çĕршыв умĕнчи тивĕçлĕхĕн» 2 степеньлĕ орденĕн медалĕ
1952 çулхи çĕртмен 3-мĕшĕнче Пушкăрт АССР йышне кĕрекен Пишпӳлек районĕнчи Вишнёвка ялĕнче çуралнă.
Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче (1976) аслă пĕлӳ илнĕ, СССР ĂА этнографи институтĕнче аспирантурăра (1980) вĕренсе тухнă.
1981–92 çулсенче Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче ăсчах-секретарь, археологи тата этнографи уйрăмĕн ертӳçи, директорăн çумĕ (ăслăх ĕçĕпе), 1997-па – ертӳç-ĕçтеш, 2006–15 – ăслăх тĕп ĕçтешĕ, 2013-па — этнологи тата социум тĕпчевĕсен уйрăмĕн ертӳçи.
1993–96 çулсенче Чăваш Республикин культура тата нацисен ĕçĕн министрĕ вырăнĕнче тăрăшнă.
Ăслăх-тĕпчев ĕçĕсенчи тĕп тĕлĕшĕсем: чăвашсен генезисĕ, этносăн кунçулĕ, вырнаçни тата этнодемографи, хальхи этнос процесĕсем, чăваш диаспорин этнокультурине упрани тата аталанни, социум-политика процесĕсен аспекчĕсем, ЧР нацисем хушшинчи хутшăнусем.
Тухтăр диссертацине 2005 çулта «Расселение и численность чувашей в России: историческая динамика и региональные особенности» темăпа хӳтĕленĕ.
Халĕ - К.В. Иванов ячĕллĕ историпе культорологи фондĕн директорĕ.
170 ытла ăслăх ĕçне, çав шутра 25 монографипе брошюрă çырнă.
Паллăраххисем:
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Иванов Виталий Петрович, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.