Вырăс патшалăхĕ е висанти варианчĕпе Раççей патшалăхĕ — 1478 - 1721 çулсенчи официаллă ячĕ 1721 çулхи юпан 22-мĕшĕнче Петербургри Виçпĕрлев соборĕнче Петĕр I патшана „император“ титула панă.
1547 çулта Пĕтĕм Руç патши тата Аслă Мускав кнеçĕ Иван IV ХаярскернеПатша тесе кăшăлланă, тулли титулпа тивĕçтернĕ: «Аслă хуçа, Турă кăмăлĕпе пĕтĕм Руç патши тата Улатимĕр, Мускав, Новгород, Псков, Рязань, Тĕвер, Югор, Перĕм, Вятка, Пăлхар тата ыттиисен аслă кнеçĕ», каярахпа, Вырăс патшалăхĕн чиккисем сарăлса пынипе, титул çумне «Хусан патши, Аçтăрхан патши, Çĕпĕр патши», «тата Çурçĕрти пĕтĕм çĕршывсен тытăмçи хушăннă».
Титулатура йĕркелĕшĕпе Вырăс патшалăхĕ умĕн Аслă Мускав кнеçлĕхĕ, хыççăн Раççей империйĕ пулнă. Çапах та тепĕр, историографире ытларах тымар янă, вырăс историне тапхăрлани тăрăх, пĕрлĕ те ирĕклĕ чăмăртаннă Вырăс патшалăхĕ çур ĕмĕр маларах — Иван III Васильевич астулра ларнă чухне çуралнă, çак ĕнтĕ Пĕтĕм Руç патши тутулĕпе çыхăннă.
Вырăс çĕрĕсене пĕрлештерес (çав шутра монголсем тапăннипе Аслă Литва кнеçлĕхĕпе Польша йышне кĕнисене те) тата авалхи вырăс патшалăхне çĕнĕрен тăвас шухăш Вырăс патшалăхĕн историнче çухалман, ăна Раççей империйĕ те малалла тăснă.
Тĕп статьясем: Руçе пĕрлештерни, Вырăс патшалăхĕн территорине йĕркелени
XIV—XV ĕмĕрсенче вакланнă вырăс çĕрĕсене темиçе политика центрĕ таврашĕнче пуçтарма тытăннă, юлашкинчен çак процесс чăмăртаннă Вырăс патшалăхĕ патне çитерет, тулашĕнчи политика конкуренчĕсене Руç çĕрĕсеншĕн кĕрешнĕ ĕçре пусарма май парать. Çурçĕр-тухăç Руçе пĕрлештерни Иван III тата Василий III астулра ларнă чухне вĕçленет. Иван III çаплах монгол-тутар пусмăрлăхĕ хыççăн, урта ханне пăхăнма пăрахнă Руçĕн пĕрремĕш суверен-тăрăмçи пулса тăрать. Вăл пĕтĕм Руç хуçи титула йышăнать.
Богоявленский С. К., Веселовский С. Б. Местное управление // Очерки истории СССР. Период феодализма, XVII в. / А. А. Новосельский тата Н. В. Устюгов ред.. — М.: 1955.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Вырăс патшалăхĕ, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses. ®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.