Ахрат Иван Васильевич

Ахрат Иван Васильевич (чăн хушамачĕ Константинов) (1934, çĕртме, 3, Чăваш АССР, Йĕпреç районĕ, Энтриел ялĕ — 2004, Çĕнĕ Шупашкар хули, Чăваш Ен — чăваш прозăçи, сăвăçи, журналисчĕ.

Çырнисенчен ытларахăшĕ мусăк тĕнчипе çыхăннă.

Иван Ахрат
Ахрат Иван Васильевич
Çуралнă чухнехи ят: Константинов Иван Васильевич
Çуралнă вăхăт: 1934, çĕртме, 3,
Çуралнă вырăн: Ахрат Иван Васильевич Энтриел ялĕ, Йĕпреç районĕ Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2004, çĕртме, 4
Вилнĕ вырăн: Çĕнĕ Шупашкар хула, Чăваш Республики
Пăхăнулăх: Ахрат Иван Васильевич Ахрат Иван Васильевич
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ
Жанр: повеç, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985)
Ахрат Иван Васильевич Константинов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1994)

Пурнăçĕ

1934 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Энтриел ялĕнче çуралнă.

Çиччĕ класлă вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ кĕвĕ училищине вĕренме кĕнĕ. Кайран Чăваш педагогика институтне пĕтернĕ. Улатăрти, Сĕнтĕрвăрринчи, Çĕнĕ Шупашкарти мусăк шкулĕсенче тата Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ шкул-интернатĕнче вĕрентнĕ. Республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн методисчĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. 1970-1990 çулсенче Чăвашрадиовĕн кĕвĕ ярăмĕсен редакторĕ тата тĕп редакторĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

2004 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

1971 çулта унăн пĕрремĕш ĕçĕсем пичетленнĕ. «Топольсем» (Тополя) хайлавĕ «Çамрăк коммунист» хаçатра кун çутине курнă.

Иван Ахрат сăввисем çине нумай юрă хывнă. Вĕсен шучĕнче Л. Жуковскийĕн «Сарă хĕр юрри», Н. Карлинăн «Пĕрле ӳснĕ туссем», И. Степановăн «Çул юхать, юхать», «Ай, юрлар-и?» тата ыттисем.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Шурăмпуç шăпчăкĕсем» (1971);
  • «Çичĕ юлташ çулĕпе» (1987);
  • «Кăвак çутă килсен» (1991);
  • «Çул юхать, юхать» (2000).

Чыславсем

  • Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985)
  • Чăваш Республикин мусăк пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
  • Чăваш Республикин композиторĕсен Ассоциацин пайташĕ

Вуламалли

  • Антонова, E. Пурнăç çулĕ – анлă çулĕ / E. Антонова // Ахрат, И. Çул юхать, юхать.../ И. Ахрат. – Шупашкар, 2002. – С. 5-9.
  • Ахрат, И. Çынсен телейĕпе савăнатăп пулсан // Ахрат, И. Çул юхать, юхать... / И. Ахрат. – Шупашкар, 2002. – С. 162-182.
  • Иван Ахрат // Ахрат, И. Cул юхать, юхать.../ И. Ахрат. – Шупашкар, 2002. – С. 3.
  • Прокопьев, В. Иван Ахратăн çăлтăрĕ / В. Прокопьев // Тăван Атăл. – 2014. – № 12. – Прил.: с. 30-35 : сăн ӳкерчĕк.
  • Ахрат (Константинов) Иван Васильевич // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 161.
  • Жирнов, Н. Т. Ахрат (Константинов) Иван Васильевич / Н. Т. Жирнов // Ибресинский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2011. – С. 30.

Асăрхавсем

Каçăсем


Tags:

Ахрат Иван Васильевич ПурнăçĕАхрат Иван Васильевич Пултарулăх ĕçĕсемАхрат Иван Васильевич ЧыславсемАхрат Иван Васильевич ВуламаллиАхрат Иван Васильевич АсăрхавсемАхрат Иван Васильевич КаçăсемАхрат Иван Васильевич19342004Çĕнĕ ШупашкарÇĕртме, 3Йĕпреç районĕКонстантиновМусăкСăвăçЧăваш АССРЭнтриелЯл

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

ПормаЛипецк облаçĕÇу, 25Арапов Владимир ЯковлевичСулахай ПарнУка-ЮЙоханнесбургОкеаниЫтларикунРуаль АмундсенПатшаАдюков Виталий ИвановичУлатЕртӳçĕÇурла, 2716701841Герасимов Валерий ВасильевичХрущёв Никита Сергеевич1219АнглиДостоевский Фёдор МихайловичÇăпатаÇĕрПельш Валдис ЭйженовичГерман йăхĕсемТуçи Карабахри хĕçпăшаллă хирĕçтăру (2020)1974АвтотиеттерĕшНипигон (кӳлĕ)КубаТайнМартышка йышшисемЧăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет РеспубликиÇеремШлюзWindows XPÇĕртме, 23ВергилийСтрасбургБернхард ЦимниокАстрономилле пĕрчĕРентгенла пайăркалавНарăс уйăхĕМускав чукун çулĕВолынь синкерĕПăхăр çĕленМагниАссошиэйтед ПрессЮпа, 28Гостюхин Владимир ВасильевичЮпа, 12ЙӳçамăшMediaWikiУтă, 7ЭнциклопедиБориЯлУйгур чĕлхи1921КосмогониЧӗрӗлӳХĕвеланăç славян чĕлхисем1656ЙывăрăшсăрлăхЭукариотсемТутарстанСулейман IБайкал-Амур магистралĕ🡆 More