Ян Сибелиус

Ян Сибелиус (финн.

1865 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Финляндири Хяменлиннта çуралнă. 1957 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ярвенпяя хулинче вилнĕ.

Ян Сибелиус
Ян Сибелиус

Кун-çулĕ

Кристиан Густав Сибелиуспа Мария Шарлотта Борг кил-йышĕнче вăл вăтам ачи пулнă. Çемье шведла пурăннă пулсан та Яна финнсен вăтам шкулне вĕренме янă. 1885 çулта вăл Хельсинкинчи Импери университетне пĕлӳ пухма кĕнĕ. Анчах та юрист пуласси ăна килĕшмен пирки вăл часах ку университета Музика институчĕ çине улăштарнă. Институтра вара Мартин Вегелиусăн чи лайăх вĕренекенĕ пулса тăнă. 1889 çулта ăна патшалăх шучĕпе Берлина, А. Беккер патне вĕренме янă. Малаллахи çулсенче вăл Венăра К.Гольдмаркпа Р.Фукс урокĕсене итленĕ.

Финляндине таврăннă хыççăн ăна кĕвĕçĕсем шутне кĕртнĕ. Вăл килнĕ вăхăтра çĕршывра наци юхăмĕ çĕкленме пуçланă май ăна тӳрех халăх шанчăкĕ теме пуçланă. Часах вăл Айно Ярнефельтăна качча илнĕ, унăн ашшĕ наци юхăмĕн ертӳçи, генерал-кĕпернаттăр пулнă.

Хисепĕсем

Пурăннă çулĕсенчех ун ячĕпе тĕрлĕ парсен, урамсен ячĕсене панă. 1939 çулта музика институчĕ ун ятне илнĕ.

Тĕп ĕçĕсем

  • 1891 — «Lemminkäinen», оркест валли çырнă симфониллĕ поэма
  • 1891 — E-dur увертюра
  • 1891 — a-moll увертюра
  • 1892 — «Kullervo», оркест, соло татахор валли çырнă симфониллĕ поэма
  • 1897 — арçын ачасемпе оркест валли çырнă «Афинсен юрри»
  • 1899 — 1-мĕш симфони (e-moll)
  • 1902 — 2-мĕш симфони (D-dur)

Tags:

18651957Авăн, 20КĕвĕçĕРаштав, 8ФинляндиФинн чĕлхиФиннсем

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Вăтам ЕвропаWindows XPКилти вăкăр1933GШăрçаĔмĕр19295514Дан чĕлхиПаскаль БлезЯковлев Иван Яковлевич23653Марк ТвенThe DoorsВан Гог ВинсентМарко ПолоЯпони историйӗДезоксирибонуклеин йӳҫекӗJavaScriptБрошь1952ПолониАфрикаÇĕрпӳ уесĕ1940-мĕш çулсемБруней1968Леонард Эйлер20061970-мĕш çулсемЙывăç (йăмлăх)ТеннисВенесуэлаТефлонКăмăскаТĕне кĕртниАтăлКёльнВатиканХăвăртлăх1920Малти АзиТĕп АзиГейдрих РайнхардКатовицаДецибел200759ШупашкарАнтика.ne1951OOS XКăрлач, 30ДаниСтрабонАстрономиИзраильMСезам урамĕМартин Лютер КингÇулçă50Профессор🡆 More