Морриконе Эннио

Э́ннио Моррико́не (итал.

Чылайрах кинопа инçекурав валли кĕвĕ хайлать.

Морриконе Эннио

Кун-çулĕ

Эннио Морриконе 1928 çулхи чӳкĕн 10-мĕшĕнче Римра, Марио Морриконе джаз трубачĕпе Либера Ридольфин çемьинче çуралнă. Вăл пиллĕк ачаран асли пулнă. Эннио 9 çула тултарсан Римри Таса Цецили консерваторине вĕренме кĕрет, унта пĕтĕмпе 11 çул хушши ăсталăха ӳстерет, 3 диплом — труба класĕпе 1946 çулта, оркестр (фанфар) класĕпе 1952 çулта тата композици класĕпе 1953 çулта — тивĕçет.

16 çулти Эннио Альберто Фламини ансамблĕнче иккĕмĕш труба ĕç вырăнне йышăнать, çак ушкăнра унăн ашшĕ вылянă. Ансамбльпе пĕрле Эннио Римри каçхи клубсемпе хăна çурчĕсенче укçа тупăшлать. Тепĕр çултан Морриконе театăра ĕçе вырнаçать, пĕр çул хушши мусăкçă, виçĕ çул хушши композитăр пулса тăрăшать. 1950 çулта вăл радио валли паллă кĕвĕçĕсен халăх кăмăлне кĕнĕ юрăсене капăрлатнă. Çак ĕçпе вăл 1960 çӳлчен хăтланать, 1960 çулта Морриконе телешоу валли мусăка илемлес ĕçе пикенет.

Фильмсене кĕвĕпе илемлетме Эннио Морриконе 1961 çулта çеç пуçлать, ун чухне вăл 30 çултан иртнĕ ĕнтĕ. Малтан итал вестерн жанрĕпе çыхăнать. Чаплăх ун патне пĕр классра вĕреннĕ Серджио Леоне режиссёрпа пĕрле тăрмашнă хыççăн килет. Леоне/Морриконе режиссёр/композитор пултаруллă пĕрлĕхне тăтăшах Эйзенштейн/Прокофьев, Хичкок/Херрманн, Миядзаки/Хисаиши тата Феллини/Рота дуэтсемпе танлаштарсан, нумайрахăше шухăшĕпе Леоне-Морриконе ĕçле туслăхĕ çӳллерех шутланать. Каярах Морриконене хăйсен фильмĕсене кĕвĕлеме Бернардо Бертолуччи, Пьер Паоло Пазолини, Дарио Ардженто тата нумай режиссёрсем ĕç хушаççĕ.

1964 çултанпа Морриконе «RCA» сасă çыракан компанинче ĕçлет, темиçе çĕр юрă капăрлатать, Джанни Моранди, Марио Ланц, Миранда Мартино тата урăххисем валли мусăк хатĕрлет.

Морриконе Эннио 
Эннио Морриконе ПНО штаб-хваттерĕнче вылять. 2007 çулхи нарăс, 2

Европăра паллăха тухса, Морриконе холливуд синематографĕнче ĕçлеме каять. Америкăра Морриконе Роман Полански, Оливер Стоун, Брайан Де Пальма паллă ăстасен фильмĕсене кĕвĕ сассине кĕртет.

Пултарулăхĕ

Эннио Морриконе — хальхи паллă композиторсен пĕри тата тĕнчери кинора ĕçлекен чи хастар композитор. Хăйĕн вăрăм та хевтеллĕ пурнăçĕн ĕç-хĕлĕнче вăл Италире, Испанире, Францире, Германире, Раççейре тата АПШ-ра ӳнерленĕ 400 фильм тата телесериал валли юрă-çемĕ кĕвĕленĕ. Морриконе хăй миçе саундтрек çырнине ас тумасть, çапах та вăтамран вăл уйăхра пĕр кĕвĕ шăрçаланă теме пулать.

Кинокомпозитор шайĕпе ăна пиллĕк хутчен «Оскар» парнине илме палăртнă, 2007 çулта вара вăл «Оскара» синематографа пысăк çитĕнӳ тунăшăн тивĕçет. Унсăр пуçне, 1987 çулта «Тĕкĕнме юраманнисем» (акăл. «The Untouchables») фильмăн кĕввишĕн ăна «Ылтăн глобус» тата «Грэмми» парнине тивĕç пулать. Морриконе кĕввипе капăрлатнă фильмсем хушшинче уйрăмах çаксене асăнмалла: «Пĕр ывăç долларшăн», «Темиçе доллар ытларах», «Лайăххи, япăххи, усалли», «Пĕррехинче Тискер Анăçра», «Пĕррехинче Америкăра», «Мисси», «Декамерон», «Багси», «Профессионал», «Тĕкĕнме юраманнисем», «Çĕнĕ кинотеатр „Парадиз“», телесериал «Спрут» тата «Пианист пирки калани».

Эннио Морриконен мусăк чухлавне çырса, каласа кăтартма çав тери кăткăс. Унăн аранжировкисем яланхилле тĕрлĕ ïăрануллă, вĕсенче классикăн та, джазăн та, итал фольклорĕн те, авангардăн та, рок-н-роллăн та, иçмасса, еккийĕ янрать. Морриконе тĕрлĕ тĕслĕ инструментсене — купăсран пуçласа электрогитарă таран — выляттарать, çапах та унăн хăй евĕр стайĕ — хĕрарăм сассине мусăк хатĕрĕ вырăнĕнче усă курса оркестрăн сĕткен çеммипе пĕрле шăрантарасси.

Морриконе саундтрексем кăна мар, вăл камера инструмент мусăкне те хайланă. 1985 çулта вăл Европăра тур ирттернĕ, концертсенче хăйех оркестра дирижёр пулса ертсе пынă.

Хăйĕн карьеринче икĕ хутчен Эннио Морриконе фильмсенче вылянă, 1995 çулта маэстро пирки тулли документлă фильм ӳкерсе илнĕ. Эннио Морриконе авланнă, унăн тăватă ача, Рим хулинче пурăнать. Ывăлĕ — Андреа Морриконе — çаплах кино валли мусăк çырать. «Metallica» этеп американ ушкăнĕ 80-мĕш çулсен вĕçенчен пуçласа хăйĕн кашни концертне «Лайăххи, япăххи, усалли» классика вестернĕнчи «The Ecstacy Of Gold» композиципе уçать. 2000 çулта ăна «S&M» проектра пĕрремĕш хут чĕррĕн (кавер-верси) шăрантарнă.

Фильмографи (тулли мар)

  • 1959 — Юлташăн вилĕмĕ
  • 1961 — Фашист йăх пуçĕ / Il federale
  • 1962 — ? / La voglia matta
  • 1962 — Лолита
  • 1962 — ? / La cucagna
  • 1963 — ? / La monachine
  • 1964 — Усал тĕнче / I malamondo
  • 1964 — ? / El Greco
  • 1964 — Маньяксем / I maniaci
  • 1964 — Пĕр ывăç доллар / A fistful of dollars
  • 1964 — Революци пуçланиччен / Prima Della Rivoluzione
  • 1965 — Ринго таврăнать
  • 1965 — ? / Slalom
  • 1965 — ? / Agent 055: Todesfalle Beirut
  • 1965 — ? / Agente 077: missione Bloody Mary
  • 1965 — ? / Altissima pressione
  • 1965 — ? / Thrilling
  • 1965 — Кĕсьери чышкăсем / I pugni in tasca
  • 1965 — ? / Idoli controluce
  • 1965 — ? / Se non avessi piu te
  • 1965 — ? / Menage all’italiana
  • 1965 — Çĕр айĕнчи еркĕнсем
  • 1965 — Темиçе доллар ытларах /Per Qualche Dollaro in Piu
  • 1966 — Навахо Джо / Navajo Joe
  • 1966 — Флоренци Валли / Per Firenze
  • 1966 — Алжир çапăçăвĕ
  • 1966 — Библи
  • 1966 — Ылтăн пульă
  • 1966 — Этемех
  • 1966 — Вăран та вĕлер
  • 1966 — Кайăксем: пысăккисемпе пĕчĕккисем / Uccellacci E Uccellini
  • 1966 — Парăн та тӳле
  • 1966 — Лайăххи, япăххи, усаллли
  • 1967 — Нимӗнпе танлаштарайми / Matchless
  • 1967 — Коннери / OK Connery
  • 1967 — Арҫынтан арҫынна ил / Da uomo a uomo
  • 1967 — Арабелла
  • 1967 — Гарем
  • 1968 — Астив çакна
  • 1968 — Пĕррехинче Тискер Анăçра
  • 1968 — Партнёр
  • 1968 — Чикакă евĕр Рим
  • 1968 — Сицили кланĕ / Le Clan Des Siciliens
  • 1968 — Теорема / Teorema
  • 1969 — Алиби
  • 1969 — Галилео
  • 1969 — Кеймада
  • 1969 — Тĕкĕнме юраманнисем
  • 1969 — Ун пирки пĕлмен
  • 1969 — Илемлĕ ноябрь
  • 1969 — Анне чĕри
  • 1969 — Хула çумĕнчи тӳлек вырăн
  • 1969 — Мĕн тунă Сталин хĕрарăма?
  • 1969 — H2S
  • 1970 — Пусмăр хула
  • 1970 — Грязные фото для дамы вне всяких подозрений
  • 1970 — Калиффа
  • 1970 — Каннибалсем
  • 1970 — Метелло
  • 1970 — Напарники
  • 1970 — Юрăç
  • 1970 — Вăрттăн сăнаканскер
  • 1970 — Хрусталь хӳрелллĕ вĕçен кайăк
  • 1970 — Чи хӳхĕм арăм
  • 1970 — Шикленчĕксĕр гражданина шыраса тĕпченĕ ĕç /Indagine Su Un Cittadino Al Di Sopra Di Ogni Sospetto
  • 1969 — Сара аппа валли икĕ мул / Two Mules For Sister Sara
  • 1971 — Салтавсăрах / Sans Mobile Apparent
  • 1971 — Çаратакан хурахсем / Le Casse
  • 1971 — Тĕлпулу
  • 1971 — Пултăрах санăн вилĕм
  • 1971 — Декамерон / Il Decamerone
  • 1971 — Ӳкĕнмелле — эсĕ йĕксĕк хĕрарăм
  • 1971 — Усал пӳрнесем
  • 1971 — Кентербери калавĕсем / I racconti di Canterbury
  • 1971 — Кантăк пуканесен кĕске каçĕ
  • 1971 — Тăхăр хӳреллĕ кушак
  • 1971 — Хĕрлĕ палатка (СССР тулашĕнче кăтартмалли варианчĕ)
  • 1971 — Маддалена
  • 1971 — Алăри динамитпа (тепĕр ячĕ: Пĕр ывăç динамит)
  • 1971 — Сакко тата Ванцетти
  • 1971 — Тĕпчев-шырав ĕçĕ вĕçленнĕ, манса кайăр
  • 1971 — Шикĕн сив куçĕсем
  • 1971 — Сăрă бархат çинчи тăватă шăна
  • 1971 — Тарантулăн хура хырăмĕ
  • 1971 — 1870 ырлăх тав çулĕ
  • 1971 — Хĕрарăм тирĕллĕ калта
  • 1972 — Автомобиль
  • 1972 — Вĕрçĕлен таврăнать (мусăкне Серджио Леонăн пĕр вестернĕнчен илнĕ)
  • 1972 — Пурнăçăн икĕ сезонĕ
  • 1972 — Вăл епле вилнине кам курнă?
  • 1972 — Мастер тата Маргарита / Il maestro e Margherita
  • 1972 — Манăн хаклă вĕлерекен
  • 1972 — Вĕлернĕ пирки пĕрремĕш йăрăма
  • 1972 — Сарăн юлашки арçынĕ
  • 1972 — Парисре çынна вăрлани
  • 1972 — Пире мĕн, йĕри-тавра революци!?
  • 1972 — Рабочий класс çăтмаха каять
  • 1972 — Синкер мăйăх / Bluebeard
  • 1972 — Римри вĕлерӳ / Massacre In Rome
  • 1972 — Вĕлерекен
  • 1972 — Фиорина
  • 1972 — Хисеплекен ҫын
  • 1972 — Мĕн турĕç вĕсем Соланжпа?
  • 1973 — Аллонзанфана
  • 1973 — Джордано Бруно
  • 1973 — Çĕлен /Le Serpent
  • 1973 — Мана Никам теççĕ
  • 1973 — Револьвер
  • 1973 — Харпăрлăх малашне вăрланăскер мар
  • 1974 — Спазм / Spasmo
  • 1974 — Тамăкри трио
  • 1974 — Антихрист
  • 1974 — Сăпайлă çынсен ĕçĕ-хĕлĕ
  • 1974 — Çын тенĕ пекех
  • 1974 — Секрет
  • 1974 — Пин те пĕр каç чечекĕ
  • 1975 — Вырсарникун хĕрарăмĕ
  • 1975 — Гений, икĕ янташ тата чĕпĕ
  • 1975 — Космос: 1999
  • 1975 — Леонор
  • 1975 — Кив пусама картлашкипе
  • 1975 — Хӳхĕм нимфа
  • 1975 — Хула шик айĕнче / Peur Sur La Ville
  • 1975 — Каçхи пуйăсри вĕлерӳ
  • 1975 — Чыслă çынсем
  • 1975 — Этем факторĕ
  • 1976 — Аньезе вилме каять
  • 1976 — Çирĕммĕш ĕмĕр / Novecento
  • 1976 — Юратушăн
  • 1976 — Феррамонти еткерлĕхĕ
  • 1976 — Тутар пушхирĕ
  • 1976 — Сало, е Садомăн 120 кунĕ / Salo o le 120 giornate di Sodoma
  • 1976 — Сан-Бабила лапамĕ, 20 сехет / San Babila ore 20: un delitto inutile
  • 1976 — Фильм
  • 1977 — Монстр / Il Mostro
  • 1977 — Изгоняющий дьявола 2 /Exorcist 2: The Heretic
  • 1977 — Корлеоне
  • 1977 — Рене-тросточка
  • 1977 — Тодо модо / Todo modo
  • 1977 — Холокост 2000
  • 1978 — Аморальность
  • 1978 — Тухăç экспресĕ
  • 1978 — Грязные руки
  • 1978 — Дни жатвы /Days Of Heaven
  • 1978 — 122 Рю де Прованс / 122 rue de Provance
  • 1978 — Клетка для чудиков / Cage Aux Folles
  • 1978 — Кот / Il Catto
  • 1978 — Оставайся сама собой
  • 1979 — Вояж с Анитой (Путешествие с Анитой)
  • 1979 — Çапла… Икар евĕр
  • 1979 — Юн йĕрри /Bloodline
  • 1979 — Уйăх
  • 1979 — Лайăх çĕнĕ хыпарсем
  • 1979 — Гуманоид /L’Umanoide
  • 1980 — Банкирша
  • 1980 — Синкер куçлă бандит
  • 1980 — Клетка для чудиков-2 / Cage Aux Folles 2
  • 1980 — Арçын е арçын мар / Uomini e no
  • 1980 — Чӳречесем / Windows
  • 1980 — Утрав / An Island
  • 1981Лĕпĕш / Butterfly
  • 1981 — Вор
  • 1981 — Пăхăнманлăх
  • 1981 — Истинная история дамы с камелиями
  • 1981Профессионал / Le Professionnel
  • 1981 — Трагедия смешного человека /La Tragedia Di Un Uomo Ridicolo
  • 1982 — Вилме вăхăт çитрĕ / A Time to Die
  • 1982 — Шурă йытă / A White Dog
  • 1982 — Майя Плисецкая
  • 1982 — Марко Поло
  • 1982 — Нана
  • 1982 — Темĕскер / The Thing
  • 1982 — Шпион, тăр / Espion, Leve-toi
  • 1983 — Йăм хĕрлĕ тата хура
  • 1983 — Андра / Hundra
  • 1983 — Богач / Le Ruffian
  • 1983 — Клетка для чудиков-3
  • 1983 — Ключ / La Chiave
  • 1983 — Полицейский-убийца / Copkiller
  • 1983 — Сокровища четырёх корон
  • 1983 — Человек за гранью / Le Marginal (В советском прокате — «Вне закона»)
  • 1984 — Кодовое имя: Дикие гуси
  • 1984 — Не убивай Бога
  • 1984 — Однажды в Америке / Once Upon A Time in America
  • 1984 — Сахара / Sahara
  • 1984 — Смертельный порядок / Corrupt
  • 1984 — Каçхи хурахсем / Les Voleurs de la nuit
  • 1984 — Спрут
  • 1985 — Клетка
  • 1985 — Раскаявшийся
  • 1985 — Рыжая Соня / Red Sonja
  • 1986 — Венецианка
  • 1986 — Миссия /The Mission
  • 1986 — Спецназ «К. Э. Т.» / C.A.T. Squad
  • 1987 — Вор
  • 1987 — День сначала
  • 1987 — Неистовство
  • 1987 — Неистовый
  • 1987 — Неприкасаемые /The Untouchables
  • 1987 — Очки в золотой оправе
  • 1987 — Секрет Сахары /Secret Of The Sahara
  • 1988 — Анне чĕри
  • 1988 — Непрощённый /Frantic
  • 1988 — Çĕнĕ кинотеатр «Парадиз» / Nuovo Cinema Paradiso
  • 1989 — 12 режиссёр 12 хула пирки / 12 registi per 12 citta
  • 1989 — Предместье
  • 1989 — Пушхир тикки
  • 1989 — Патăрла вилнисен ят йышĕ /Casualties of War
  • 1989 — Спрут 4
  • 1989 — Мăнтăркки тата пĕчĕкки /Fat Man And Little Boy
  • 1990 — Вĕçĕмсĕр вăйă
  • 1990 — Гамлет /Hamlet
  • 1990 — Укçа /Money
  • 1990 — Палермăна ман
  • 1990 — Çых мана!
  • 1990 — Состояние исступления /State of Grace
  • 1990 — Спрут 5
  • 1990 — Борт çинчи террор
  • 1990 — Хронкăри виçĕ колонкă
  • 1990 — Вĕсен пурĕ те йĕркеллĕ / Stanno Tutti Bene
  • 1990 — Эннио Морриконе: Хăлха мусăкĕ
  • 1991 — Багси /Bugsy
  • 1991 — Пысăк çын — переступая черту /Big Man — Crossing The Line
  • 1991 — Возможности карьеры
  • 1991 — Вĕлерме самант
  • 1991 — Манăн хаклă тухтăр Граслер
  • 1991 — Уйрăмах вырсарникунсенче
  • 1991 — Хусах
  • 1992 — Киленĕç хули /La citta della gioia
  • 1992 — Юрату сĕткенĕ № 9
  • 1992 — Упăшкасем тата еркĕнсем
  • 1992 — Правосудие бессильно
  • 1992 — Спрут 6
  • 1993 — Сыхлав/ La scorta
  • 1993 — Чистая формальность
  • 1993 — Ачалах çулĕсем (Тӳпене пăх)
  • 1993 — Чылай шаралманни
  • 1993 — Çулăм йĕрĕнче
  • 1993 — Америкăра тунă
  • 1994 — ? / Disclosure
  • 1994 — Авраам /Abraham
  • 1994 — Кашкăр /Wolf
  • 1994 — Юрату кун-çулĕ / Love Affair
  • 1994 — Тăрă шыва кăларни
  • 1995 — ? / Pasolini, un delitto italiano
  • 1995 — Барон / Il Barone
  • 1995 — Джозеф
  • 1995 — Пазолиние кам вĕлернĕ?
  • 1995 — Каçхи самант
  • 1995 — Спрут 7
  • 1995 — Эннио Морриконе
  • 1995 — Яков
  • 1996 — Пăвса хуна пурнăçсем
  • 1996 — Нимфа
  • 1996 — Смерч
  • 1996 — Кашкăр ами / La Lupa
  • 1996 — Самсон тата Далила
  • 1996 — Çурçĕр çăлтăрĕ / Tashunga
  • 1996 — Çăлтăрсене тăвакан
  • 1996 — Стендаль синдромĕ /The Stendhal Syndrome
  • 1996 — Перейра килĕшнипе
  • 1997 — Лолита /Lolita
  • 1997 — Пăрăнчăк /U-Turn
  • 1997 — Соломон
  • 1998 — ? / Ultimo
  • 1998 — Булворт /Bulworth
  • 1998 — Ӗмĕтсем чĕнеççĕ
  • 1998 — Темĕскер: Шик ĕлки
  • 1998 — Опера ĕмĕлки / Il Fantasma dell’opera
  • 1999 — ? / Ultimo 2: La sfida
  • 1999 — Пианист çинчен кăссай /La leggenda del pianista sull’oceano
  • 1999 — Нана
  • 2000 — Ватель /Vatel
  • 2000 — Малена /Malena
  • 2000 — Марс патне вĕсни /Mission to Mars
  • 2001 — Урăх тĕнче пур
  • 2001 — Çывăракан арăм
  • 2002 — Рипли вăййи
  • 2002 — Карло Джиулиани йĕкĕт
  • 2002 — Вăрттăнлăх пĕтрĕ
  • 2002 — Хура пирĕшти
  • 2003 — Икс
  • 2004 — ? / Ultimo 3: L’infiltrato
  • 2004 — 72 метр
  • 2005 — Телейсĕр шăпа
  • 2005 — Лючия
  • 2005 — Револьвер
  • 2005 — Кароль. Рим паппи пулса т анă çын
  • 2006 — Кароль. Çын пулса юлнă Рим паппи
  • 2006 — ? / A crime
  • 2006 — ? / Libertas
  • 2008 — Ленинград
  • 2008 — Тĕкĕнме юраманнисем: Капоне мăнаçа тухни
  • 2009 — Чапăр йĕксĕксем

Парнесем

  • Оскар парни киноӳнере тупăш тунăшăн (2007 ç.)
  • Итали Республики умĕнчи тивĕçшĕн» орден аслă офицерĕ (2005)
  • Итали Республики умĕнчи тивĕçшĕн» орден командорĕ (1995)
  • Этеплĕхпе ӳнер облаçĕнче тивĕçшĕн ылтăн медаль (2000)

Асăрхавсем

Каçăсем

Tags:

Морриконе Эннио Кун-çулĕМорриконе Эннио ПултарулăхĕМорриконе Эннио Фильмографи (тулли мар)Морриконе Эннио ПарнесемМорриконе Эннио АсăрхавсемМорриконе Эннио КаçăсемМорриконе Эннио1928Итал чĕлхиИталиКинематографКомпозитор

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

АББААлексей МосковскийМарк ТвенВӗрентӳПушкин Лев СергеевичКадыров Рамзан АхматовичТĕнчери халăх йышĕ1991БразилиШупашкарИнди (элемент)Изабелла I (Кастили патши)Windows XPБерклиSkypeАзотMozilla Firefox.shГеографиПӳлевS1898VТефлонКаспи тинĕсĕÇуран çарМалти Ази2698Афинсем87Тĕрĕк чĕлхисемГризайльАтăл1857АнглиАвстриОлкашБрунейАндорра1994Хайдеггер МартинХура тăхлан581935Дезоксирибонуклеин йӳҫекӗ649ПакистанВан Гог ВинсентIВатиканАтлантика океанĕ654ГерманиНобелиМальта (патшалăх)МехикоФранс чĕлхиЕвропаЛюблянаÇурла, 6Кувейт2000Сапсан (электропуйăс)ВикипедиМускавТурци1978Велосипед.cl🡆 More