Лив Чĕлхи

Лив чĕлхи — ливсен чĕлхи— балти-финн ушкăн пайĕн финн-укăр чĕлхисен йышне кĕрет.

Ливсен тăван чĕлхи пулнă, халĕ калаçура усă курмаççĕ, çапах та Балти патшалăхĕсен энтузиасчĕсем вĕренеççĕ, çаплах Европăн, Латвин тата Эстонин (Тарту хули) аслă пĕлӳ керменĕсен чĕлхе факультечĕсенче ăслăх объекчĕ шутланать. в первую очередь. Хальхи ливсен чылайăшĕ леттиленнĕ е вырăсланнă. Тăван чĕлхе вырăнне 92% хальхи лив латыш чĕлхине, 8% - вырăс чĕлхине йышăнать. Лив чĕлхи калаçакан сахал пулнипе çухалма патнех çитнĕ. Чĕлхене пур енлĕ пĕлекен хĕрарăм Лив çыранĕ этнос-культура управĕнче пурăнать. 50 çын лив чĕлхине тĕрлĕ шайстепени, чĕлхене тĕпчекенсен йышĕ лив кăкĕнчен тухнă 400 яхăн çын. Тăванлă çывăх чĕлхесем — вепс, эстон, водь тата финн чĕлхисем.

Патшалăхсем: Латви
Регионсем: Курземе çурçĕрĕ
Статус: пĕтес патне çитнĕ
Классификаци
Категори: Еврази челхисем
Урал çемйи
    Финн-укăр турачĕ
      Финн-пермь турат пайĕ
        Финн-атăлçи ушкăнĕ
          Балти-финн ушкăн пайĕ
Çырулăх: латиница
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3: liv
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Çырулăхĕ

Лив алфавичĕ эстон тата латыш орфографи хутăшăвĕ пулать.

Лив алфавичĕ:

Aa, Āā, Ää, Ǟǟ, Bb, Dd, Ḑḑ,
Ee, Ēē, Ff, Gg, Hh, Ii, Īī, Jj,
Kk, Ll, Ļļ, Mm, Nn, Ņņ, Oo,
Ōō, Ȯȯ, Ȱȱ, Öö, Ȫȫ, Õõ, Ȭȭ,
Pp, Rr, Ŗŗ, Ss, Šš, Tt, Țț,
Uu, Ūū, Yy, Ȳȳ, Vv, Zz, Žž
.

Кун-çулĕ

Малашне лив чĕлхипе каламçа тытăннă Балтине куçса килнĕ финн-укăр йăхĕсем кунта тахçанах пирĕн эрăччен Х ĕмĕр тĕлне хальхи Померани территоринчен балти-славян йăхĕсем киличчен пурăннă пулнă . Йышăннă йăлапа индии-европа мар чĕлхесем Балти тĕс çумĕнчи территорире пирĕн эрăччен 9.000 çулта саралнă пулнă. Финн-укăр, çаплах балт чĕлхисен аталанăвĕ пирки ĕненмелле хыпар çук, мĕншĕн тесен çак чĕлхесен чылайăшĕн XVI ĕмĕрчен çырулăхĕ пулман. Кăнтăр енчен килнĕ пирĕн эрăччен 2000—1500 çулсенче килнĕ хальхи латышсемпе литвасен аслашшĕсем — балтсем —финн-укăр йăхĕсене тата вĕсен чĕлхине хальхи Латвин çурçĕрнелле тата хальхи Литван тухăçнелле темиçе ĕмĕр хушши хĕстерсе пыраççĕ. Лив чĕлхи те чакма тытăнать. Çапах та унăн субстрат сĕмĕ латыш чĕлхинче, çаплах Латвин, уйрăмах Курлянди, топонимикинче курăнать.

Статус

1991 çултанпа Латви республика ертӳçлĕхĕ лив челхине Латвин автохтон чĕлхи вырăнне хурать.

Каçăсем

Лив Чĕлхи 
Wiki Incubator



Лив Чĕлхи 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Tags:

Лив Чĕлхи ÇырулăхĕЛив Чĕлхи Кун-çулĕЛив Чĕлхи СтатусЛив Чĕлхи КаçăсемЛив ЧĕлхиВепс чĕлхиВодь чĕлхиВырăс чĕлхиЛатыш чĕлхиЛивсемТартуФинн чĕлхиФинн-укăр чĕлхисемЭстон чĕлхи

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Китай Халăх РеспубликиЛогарифмĂс-тăнÇурла, 664АляскаЮрВатикан2022194629НидерландЦин империйĕПăлхар чĕлхи42Алина Варна17Сивлек вăрçăРязанова Раиса ИвановнаHTMLКĕпĕрнаттăрÇурт-йĕр тăваслăх16История игрушекВӗрентӳГУЛАГАзот6541EИнтернетХĕрарăмВăрăмăшМарк ТвенИндуизм10069H22Алексей МосковскийЕИДПCИспаниТип тытни653ХорватиЯпон чĕлхи113419901758Энциклопеди1919Космос карапĕKАстрономи1958Сан-Франциско19Япони историйӗ1998.shГенрих VIII19261992ТаджикистанИнди🡆 More