Гагра

Гагра, Га́гры (абх.

Гагра
Хула гербĕ
Гагра
Патшалăх: Грузи
Регион: Абхази
Никĕсленĕ: 1308
Хула, çултан: 1932
Халăх йышĕ, пин çын: 11 959 (2021)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 43°19′ ç.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 40°15′ х.т.д.

Тавралăхĕ

Гагра 
«Гагрипш» ресторан сăнĕ. Революцичченхи фото çинче.

Гагра — ăшă та йăмăх сăрăллă Грузи курорчĕ, Сочин аэропортĕнчен 36 çм тухăçалла тӳлеклĕ бухтă хĕрринче вырнаçнă. Тусен хӳтлĕхĕпе кунта хăй евĕр микроклимат, ăшă тинĕс сывлăшĕ — чуна ытамлать. Ту хушăкĕсемпе вĕрекен çилсем хулари сывлăша уçăлтарсах тăраççĕ. Хулара темиçе юханшыв — Жоэквара, Гагрыпш, Аныхамца, Репруа. Анăçалла тата кăнтăр-тухăçалла Пицунда хырлăхĕ хӳхенсе ӳсет.

Халăх йышĕ, хула тытăмĕ

Халăх йышĕ — 11 959 çын (2021).

Климат

Кунта Вăтаçĕр тинĕс субтропик климачĕ хуçаланать. Гагра — Хура тинĕс çыранĕнчи чи ăшă та типĕ вырăн. Çулталăкри вăтам температура +17 °C, хĕлле ăшă та çемçе — вăтам температура +11 °C. Çулла типĕ те шăрăх (+35°С — +38 °C). Çулталăкра 1300 мм таран нӳрĕк ӳкет. Шыва кĕмелли сезон çу уйăхĕнче тапранать те чӳк уйăхĕнче тин вĕçленет. Тинĕсри шыв 27—29°С таран ăшăнать.

Кун-çулĕ

Пирĕн эрăччен I ĕмĕрте грек сутăçĕсем Триглиф факторине туса хураççĕ. Пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Рим империн пăхăнăвне кĕрсе ӳкет. II ĕмĕрте Нитика карманĕ пулса тăрать. Каярах, IV—V ĕмĕрсенче, çак вырăнта Аббата абхаз карманне никĕс хураççĕ, унăн ишĕлчĕкĕсем халиччен те выртаççĕ.

XIV ĕмĕрте кунта генуйсем çитеççĕ, сутă-илӳ факторине никĕслеççĕ. Пьетро Висконти 1308 çулта хатĕрленĕ карттă çинче ăна «Хакара» тенĕ.

XVI ĕмĕрте генуйсене турккăсем хăваласа яраççĕ.

Абхазие Раççей çумне официаллă 1810 çулта хушнă пулин те, Гагра империн сĕм сферинче пулман. 1830 çулта кăна Сухум-Калерен генерал-майор Гессе çарпуçлăхĕпе гарнизон янă, вăл «Абаата» кармана туртса илет те унăн хӳтлĕх çурт-йĕрне çирĕплетме тытăнать. Крым вăрçи пуçлансан карман хӳтлĕхне пăрахăçлаççĕ.

Çак чаплă кану вырăнне Ольденбургский тиккĕ (Николай II-ĕн тăванĕ) никĕсленĕ.

Гагра 
Гагра хули. Тинĕс енчен

Тинĕс хĕрринче кермен, шыв сиплев сывлăх çурчĕсем, виллăсем, чаплă çуртсем, вăйă çурчĕсем, меллĕ калаçу кĕтесĕсем туса лартнă. Швейцаринчен «Гагрипш» ятлă хăна çурчĕпе ресторана куçарса килнĕ, «Альп Гагри» патне çул тунă, тинĕс хĕрринче парк тума тытăннă. Тиккĕ Гагрăран чаплă та пуян курорт тăвас тенĕ, Раççейрен ют çĕршыв курорчĕсене юхса каякан ылтăн пурлăхсене чакарас шутпа ĕçленĕ, вырăс Монте-Карлине тума тăрăшнă.

Гагра 
Гагра, хула паркĕнчи колоннада сăнĕ

Çак кун курортăн çуралнă кунĕ шутланать. Тинĕс хĕрринче парк уçнă, унта агава, пальма, лимон тата апельсин йывăçне, кипарис лартнă. Паянкунхи Гагрăра паллă парк, ресторан çурчĕ «Гагрипш», тата Ольденбургский тиккĕ керменĕ, колоннада пур. 1911 çулта Гагрăна пĕрремĕш çулçӳревсĕсем Германирен килнĕ.

1912 çулхи çу, 17 Гагрăна Николай II император килсе курнă.

1992—1993 çулсенчи грузин-абхаз хирĕçĕвĕнче хулара çапăçусем пынă.

Халĕ, вăрçă вĕçленсен, хула хăйĕн вырăнне туйса çулçӳрев усламне аталантарать. Чылай пайăр хăна çуртне тăваççĕ, вăхăта канăçлă ирттермелли çурт нумайланать. Курортăн чи паха сезонĕ — утă, çурла тата авăн уйăхĕсем.

Культура тата спорт

  • Даур Ахвледиани ячĕллĕ стадион

Гагра ӳнерте

Гагрăра çапса ӳкернĕ фильмсем

Паллă вырăнсем

Галерейă

Çавăн пекех

  • Кавказăн Хура тинĕс çыранĕ

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем


Гагра 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Tags:

Гагра ТавралăхĕГагра Халăх йышĕ, хула тытăмĕГагра КлиматГагра Кун-çулĕГагра Культура тата спортГагра ӳнертеГагра Паллă вырăнсемГагра ГалерейăГагра Çавăн пекехГагра ВуламаллиГагра АсăрхавсемГагра КаçăсемГаграАбхаз чĕлхиГрузиГрузин чĕлхиХура тинĕс

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Тип тытниВитеревИтали эрехĕсем.lr1990ХĕрарăмПуэрто-Рико72008НеодимХура тăхланКанадаМиллиметрИзабелла I (Кастили патши)Атлантика океанĕ551909СăраАвстрали66BМагнитЛитва1603Тĕп страницăБристольФранцине тапăнса кĕниАка, 19Рона (юханшыв)Çурла, 61992ВелосипедИнди (элемент)Авалхи Грецин халаплăхĕИмпрессионизмТаиландАвстриДюнкеркАмерикăри Пĕрлешĕннĕ ШтатсемГенрих VIII1955КазахстанХристианлăхЛаосАББАЛюксембург (патшалăх)Facebook2011МультфильмХункăр чĕлхи190819621879XX ĕмĕрРейнХимилле реакциАлбансемКочкарлейДагестанДоминикансемУйăх ачи тата унăн тусĕсемУдмуртиГуанчжоуМышкина Альбина ФедоровнаПуш, 27🡆 More