Шаблон:Taxobox ITIS Вĕлтрентăрри Биотехнологи информацин наци центрĕн (NCBI) сайтĕнче.
Вĕлтрентăрри | ||
---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||
| ||
Латинла çырни | ||
Troglodytes troglodytes |
Вĕлтрентăрри (лат. Troglodytes troglodytes) — çерçирен те самаях пĕчĕк кайăк, вĕлтрентăрри йышшисен (Troglodytidae) пӗртен пӗр пайташӗ, Америкӑра, Евразире тата Ҫурҫӗр Африкӑра пурӑнать.
Вăрманта, уйрăмах юханшывсемпе шурлăхсем тăрăхĕнче вырнаçать. Çăмартисем (4-7) шурă, хĕрлĕрех хăмăр пăнчăсемлĕ. Аçи вĕçсе килсессĕн 11 йăва таран тăвать. Вĕсене 3 ама йышăнма пултарать. Йăви пĕчĕк хутаç йыш, пĕр вĕçĕнче кĕрсе тухма шăтăк пур. Чĕпписем кăшт çитĕнсен вĕсене темиçе йăвана вырнаçтараççĕ. Ами икĕ хут чĕп кăларать. Аçи çу каçах питĕ янравлă, хитре юрлать. Иккĕмĕш пусри чĕпсене ӳстерме малтан тухнă чĕпсем те хутшăнаççĕ. Пирĕн тăрăхри вĕлтрентăррисем кăнтăралла куçса каяççĕ. Анчах хăш çул аçисем хĕл каçма юлма та пултараççĕ. Пуш уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ. Каясса чӳк уйăхĕнче кайса пĕтеççĕ.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Вĕлтрентăрри, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.