Чăваш Кухни

Чăваш кухни — чăваш халăхĕн кухни, апат-çимĕçĕ.

Урăх халăхсен апат-çимĕçĕнчен питех уйрăлса тăмасть. Çав вăхăтрах хăйне çеç тивĕçлĕ уйрăм палăрăмсем пуррине те тунмалла мар.

Уйрăмлăхĕсем

Чăваш кухнине çине вырăс, тутар, удмурт, мари кухнисем сĕм янă пулсан та, халăх йăлинчи хăйне палăртакан йĕрсене хăварнă. Чăваш кухнине кĕрекен тĕп çимĕç - пахча çимĕçĕ. Чăвашсем тахçантанпах çĕр ĕçĕпе тата выльăх ĕрчетне. Аш ытларах хĕлле çинĕ, ун чухне çутăпа холодильник пулман. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче çĕрулми çиме тытăннă. Унсăр çырла, кăмпа, мăйăр та çисе пурăннă.

Яшкасем

Тĕрлĕрен яшка: техĕмлĕ аш яшки е пулă бульонĕ, çăра аш яшки (шӳрпе), серте яшки, сĕт яшки, турăх яшки (сивĕтнĕ яшка).

Çăкăр

Чăваш çăкăрсăр пĕртте апатланмасть, темелле. Халăх хăй тĕнĕпе пурăннă саманара çăкăр сăваплă çимĕç шутланнă, ăна çемьере аслисем кăна касма тивĕç пулнă.

Чустаран пĕçернĕ çимĕçсем

Чăвашсем ĕлĕкренех кĕрпе, çырла, пахча çимĕç, тăпăрч, аш е пулă (хуплу) кукăльне пĕçереççĕ. Çĕрулми йăлана кĕрсен, унран пашалу тата пӳремеч хатĕрлеме тытăнаççĕ. Çатма çинче пахча çимĕç икерчи пеçернĕ.

Аш çимĕçĕсем

Чăвашсем ĕлĕк нумай килти выльăх: сурăх, хур, кăвакал, чăх, ĕне, лаша, вырăссем хыççăн сысна та усрама тытăннă, аш-какай, çăмарта çинĕ. Уява сурăх ашĕнчен шăрттан туса пĕçернĕ. Мулкач ашне кăмăлланă. Çырмаран, кӳлĕрен пулă тытнă.

Сĕт çимисем

Ытларах ĕне, качака сĕтне ĕçнĕ. Ăна хăйне уйрăммăн, çаплах йӳçтерсе турăх туса ĕçнĕ. Унран тăпăрчă тата чăкăт хатĕрленĕ. [[Хăйма|Хăймран] ĕне çăвĕ туса çинĕ. Сайра хутра тăпăрчран тунă çимене паранкăна (çĕрулмие) та хушнă.

Десертсемпе пылаксем

Пыл тĕп пылак çимĕç шутланнă. Унран кăрчама тунă, салата хушнă.

Ĕçмесем

Чăвашсем сăра вĕретме XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче тытăннă. Чăваш сăрине урпа е ыраш тĕшшисене шӳтерсе лартнă хыççăн пĕçернĕ. Шупашкарта сăра музейĕ ĕçлет.

Çаплах, йăлари çакнашкал ĕçмесем: юçĕ, кăрчама, пыл сăри, турăх, уйран, кăмăс, хурӑн сӗткенӗ.

Çаплах чей, компот тата кăвас ĕçеççĕ.

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Tags:

Чăваш Кухни УйрăмлăхĕсемЧăваш Кухни ЯшкасемЧăваш Кухни ÇăкăрЧăваш Кухни Чустаран пĕçернĕ çимĕçсемЧăваш Кухни Аш çимĕçĕсемЧăваш Кухни Сĕт çимисемЧăваш Кухни Десертсемпе пылаксемЧăваш Кухни ĔçмесемЧăваш Кухни ВуламаллиЧăваш Кухни АсăрхавсемЧăваш Кухни КаçăсемЧăваш КухниАпат-çимĕçХалăхЧăвашсем

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

.laДжим КерриМоника БелуччиВикиверситетОксидлав капашĕЧухăнлăхЛивиВальядолидТури ПиренейТемзаМĕтри ВаçлейĕНойДиафрагма (анатоми)ШахнамеАрдешХĕрĕх пĕрремĕш (фильм, 1956)Аббас халифлӑхӗЙăхЛиндон Джонсон949А «Антей» проекчĕн шывай киммисемФаэнцаИндонези рупийĕТвиттерСанкт-Петербург патшалăх университечĕТольяттиЛатышсемÇурçĕр тинĕсĕГуанчжоуÇăпатаЙытă хӳриЛеонардо да ВинчиСывлăм пăнчиВикимедиа фончĕКомпьютерФра Беато АнджеликоТăвайАйпрапорщикКатетТеннĕсси ВильямсКандинский Василий ВасильевичХаритоновка (Çĕрпӳ районĕ)Эйнштейн танлăхĕсемМерлоАнодВăтам ĕмĕрсемИрмингер тинĕсĕКитай историйӗРеспубликаАрафур тинĕсĕАка, 11Куала-ЛумпурХиггс бозонĕАмерикăпа Мексика хушшинчи вăрçăСёгунХабенский Константин Юрьевич1579Брайль шрифчĕÇурçĕр Македони РеспубликиФранциШвециВискиЧăваш чĕлхиПуш, 28Утă, 16937Бонапартсем🡆 More